Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑпри (тĕпĕ: тӑпра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эхе-хе, тӑпри ҫӑмӑл пултӑр ӗнтӗ апла.

Куҫарса пулӑш

Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эмир тӑпри ҫинче унӑн юнташӗсем чылайччен ларчӗҫ, пулни-иртнине аса илчӗҫ, тусне ҫӑтмахра ӗмӗрлӗх телей сунчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эмир тӑпри ҫине ҫӳллӗ юпа лартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Эпрахиль тӑпри ҫине санӑн ҫуран ҫитмелле.

Куҫарса пулӑш

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗр урипе вӑл халь те вилӗм тӑпри ҫине пусса тӑрать ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗлсулттан кинемей // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Алтнӑ тӑпри ан курӑнтӑр тесе, пур ҫӗрелле курӑк ӑшне сирпӗтсе ятӑмӑр та окоп анине патаксем хутӑмӑр, ун ҫине курӑк татса витрӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Фриц портречӗпе пулса иртнӗ мыскара // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 109–112 с.

Эпӗ вара вӑрмантан сарӑ, хӗрлӗ, кӑвак чечексем тымарӗпех кӑкласа тухрӑм та юлташӑм тӑпри ҫине чава-чава лартрӑм.

Куҫарса пулӑш

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Пытарнӑ чух вил тӑпри ҫине хунӑ чечексем, вӑхӑтсӑр вилнӗ паттӑр пекех, шаннӑччӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Унӑн масар тӑпри ҫине ҫитме те ӗлкӗресшӗн-ха.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Аленки пирки вара паян «йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр» темелли ҫеҫ юлать.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Удобрени тӑпри те хӑҫан та пулин пӗтет.

Куҫарса пулӑш

Биологи меслечӗн пӗлтерӗшӗ пысӑк // Владимир МУТИКОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 4 с.

Служба тивӗҫне пурнӑҫласа пуҫ хунисене асӑнмалли кунхине хисеплӗ ветерансемпе хамӑрӑн ӗҫтешӗмӗр Алексей Портнов канлӗх тупнӑ Кивӗ Катекри вил тӑпри умне кайса пуҫ таясси йӑлана кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулӗ вӑрӑм е кӗске - пуриншӗн йӗрке пӗрре // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44180-cul-v ... -rke-p-rre

— Тусӗсенчен пӗри те пыман-и вара ун тӑпри ҫине? — ыйтрӗ Кирук.

Куҫарса пулӑш

XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Килелле ҫул тытиччен малтан, тавра ҫул пулсан та Иванов тӑпри ҫине кайса курас терӗм…

Куҫарса пулӑш

XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Кам тӑпри, кам хӗресӗ?

Куҫарса пулӑш

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пазухин часовня патӗнчен иртрӗ те пӗр вил тӑпри умӗнче чарӑнса тӑчӗ: унӑн тӗмески путса анса ҫӗрпе танлашнӑ, хересӗ ҫӗрсе ӳкнӗ, ун ҫине мӗн ҫырнине те вулама ҫук, тен, нимӗн те ҫырман пулӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

А эпӗ хамӑн тӑван аннем ҫине ывҫӑ тӑпри сапма та пултараймарӑм», — ӳкӗнсе, хӑйне хӑй тиркесе шухӑшларӗ Лавр.

Куҫарса пулӑш

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Аэродромӗ пирӗн тӳпере, унта юр тахҫанах пӗтнӗ, тӑпри те кунти пек ҫӑрӑлмасть.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

…Пирӗн урамра Михала мучи пурччӗ (тӑпри ҫӑмӑл пултӑр).

Куҫарса пулӑш

Мучи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 105–108 с.

Хан вӑл пирӗн (тӑпри ҫӑмӑл пултӑр та-ха) ҫар ҫынниех марччӗ, ытларах килте ларма юрататчӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех