Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тыткалама (тĕпĕ: тыткала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тыткалама та ансат вӑл, ҫӑмӑлли те ҫӑмӑл.

Бесспорно, ею работать удобнее и легче.

III // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Малтан вӗсене вырӑсла перкелешме, вӑрҫӑ хатӗрӗсене тыткалама хӑнӑхтарнӑ пуль.

Наверняка их сначала мало-мальски обучили говорить по-русски и владеть оружием.

I // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Путвал ҫӑраҫҫине тыткалама пултаракансенчен Ивукпа пупа кӑларсан, кулавапа Шахрун юлаҫҫӗ.

Ежели ключ не у Ивука и не у попа, остаются голова с Шахруном.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫемьерен вӑрттӑн тыткалама та, ытти ҫӗрте те укҫа кирлӗ ӑна.

ибо расходов у него немало: утаить кое-что от семьи, то да другое.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Ун пеккисене тыткалама пӗлес пулать».

— С такими вот и управляться надо уметь.

Ҫурҫӗр иртсен // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ивук сӑмса тутри тыткалама хӑнӑхсах ҫитеймен пулас-ха, ун ҫинчен манса кайса ҫамкине аллипе шӑлса илет.

— Забыв, что у него в руках носовой платок, Ивук утирает пот со лба рукавом.

Юлташсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Ак халь ӗнтӗ эп сана тата хытӑрах тыткалама пуҫлатӑп, Сахвине инке! — йӗнер ҫинчен ҫӗкленсе ҫухӑрчӗ Урасмет.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑвӑра тыткалама пӗлнипе ят-сум та ӳсӗ, анчах ҫакна тытса пыма тӑрӑшӑр.

Благодаря своему поведению вы приобретете репутацию серьезного и ответственного человека, но желательно, чтобы вы не потеряли свою оригинальность и самобытность.

5-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

— Хӑйӗн аталыкӗпе, Талыш княҫпа, Казанка леш енне кайса сӑнӑ ывӑтма, хӗҫ тыткалама, пишаль пеме вӗренет тет.

Куҫарса пулӑш

15. Хусан хапхи умӗнче.. // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ку таврари сунарҫӑсен ытлашши тир тупӑнчӗ — вӗсем ӑна сутма вырӑс пасарне каяҫҫӗ, килте тыткалама тимӗртен тунӑ ӑпӑр-тапӑр кирлӗ — ӑна никамран та мар, ялсем тӑрӑх ҫӳрекен вырӑс ӑстисенчен илсе юлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Сарыев мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

«Кун пек май килмест, — тет хан хӑйне, — итлемен тата шанчӑксӑр княҫсене хытӑрах тыткалама пуҫламалла.

Куҫарса пулӑш

11. Кӑнтӑр енчи хапха // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑхӑта ҫухатмасӑр — ӑна сигара туртма сӗнтӗм, хӑпартланса, хаваслӑн анекдот каласа патӑм, вӑл хӑйне сис-чӳллӗн тыткалама чарӑннине, ирӗклӗнрех туйнине асӑрхасан, самаях вӑрӑм сӑмах ҫаврӑнӑшӗсем калама пуҫласан хама кӑсӑклантарнине евитлерӗм: «Хумсем ҫинче чупакан» — эпӗ халиччен курнӑ парӑслӑ карапсенчен чи-чи лайӑххи.

Не теряя времени, я пригласил его выкурить сигару, взял бодрый, живой тон, рассказал анекдот и, когда увидел, что он изменил несколько напряженную позу на непринужденную и стал связно произносить довольно длинные фразы, — сказал ему, что «Бегущая по волнам» — самое великолепное парусное судно, какое мне приходилось видеть.

XIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Кашни ҫынна совесть ирӗклӗхне, тӗн тытас ирӗклӗхе пурнӑҫлама май параҫҫӗ, ҫакна май ҫын хӑй уйрӑммӑн е ыттисемпе пӗрле кирек мӗнле тӗн тытма е нимӗнле тӗн тытмасӑр пурӑнма, тӗн ӑнланӑвӗсемпе ытти тӗрлӗ ӑнланусене ирӗклӗн суйласа илсе уяма тата сарма, хӑйне вӗсемпе килӗшӳллӗн тыткалама пултарать.

Каждому гарантируется свобода совести, свобода вероисповедания, включая право исповедовать индивидуально или совместно с другими любую религию или не исповедовать никакой, свободно выбирать, иметь, распространять религиозные и иные убеждения и действовать в соответствии с ними.

Чӑваш Республикин Конституцийӗ // Патшалӑх Канашӗ. https://cap.ru/chuvashia/o-chuvashii/kon ... nstitucije

Маузер пысӑках мар, тыткалама меллӗскер, ҫемҫе тиртен тунӑ йӗннинче выртать.

Маузер был небольшой, удобный, в мягкой замшевой кобуре.

IV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Анчах эпӗ те сире ҫакна асӑрхаттарам: ялавсем, портретсем илкеленипех хӑтӑлса юлаймӑр, хӑҫан та пулсан сирен пеккисене те тыткалама пуҫлӗҫ-ха.

А только дозвольте вам заметить, что ни флажками, ни портретами вы не откупитесь, придет и на вас управа.

I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

— Памятниксене урӑх япала тыткалама мар, вилнисене асӑнма лартаҫҫӗ, ҫавӑнпа памятниксем ҫине капкӑн таврашӗ, ытти меслетсем лартма юрамасть, ҫылӑх тата турра хурлани пулать, — терӗ.

— Памятники ставятся для воспоминания об усопших, а не для каких-либо иных целей, и помещать на памятниках капканы и прочие посторонние приспособления не подобает — грешно и богохульно.

II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Ҫавӑнпа, акӑ, халӗ хӑйне чарма, хурахсемпе ним пулман пек тыткалама, кулкаламашкӑн та тивет.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Акӑ вӗсем, пурте сӗтел ҫинче, — пуҫне сӗлтрӗ Телегин, хӑйне лӑпкӑ тыткалама тӑрӑшса.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вырӑс ҫав, тӗттӗм чӑваш мар, ахӑртнех, таҫта та ҫитсе, таҫта та пулса курнӑскер, ҫавӑнпа хӑйне тыткалама пӗлет…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Валет текенни, хӑйне хула ҫынни пек тыткалама тӑрӑшаканскер, Антун ларакан тӗле пычӗ, сулахай аллине шӑлавар кӗсйине чиксе, ҫӑварне йӗрӗнчӗклӗн йӗрсе, пушмак пуҫӗпе урайне шаплаттарса тӑчӗ-тӑчӗ те, сасартӑк туртӑнса, пӗррех! сулса ячӗ сылтӑм чӑмӑрне.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех