Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тусӗсем (тĕпĕ: тус) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унта ӑна Ҫтаппан, Верук, Макҫӑм, кӳршӗсем тата Татьянан ҫывӑх тусӗсем кӗтсе илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑрнарти ял хуҫалӑх техникумӗн вӗренекенӗсем хушшинче спортӑн чӑн-чӑн тусӗсем нумай.

Куҫарса пулӑш

Спортӑн тӗрлӗ тӗсӗнче маттур // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikhttp://putpobe ... -slet-nche

Кӳрше пурак пама кайсан арӑмӗ киле хӑрушӑ хыпар илсе таврӑнчӗ: Мамич-Бердейпе унӑн тусӗсем хӑйсен патшине вӗлернӗ те пуҫне шалча ҫине тӑрӑнтарса хунӑ.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пасарта иртен пуҫласа каҫчен кӑшкӑрашса, ҫӗлӗк ҫавӑрса ҫӳрекенсем мар ун тусӗсем, Нухайпа, Астраханьпе, Крымпа ҫыхӑннӑ чаплӑ ҫынсем.

Куҫарса пулӑш

6. Усал хыпар утпа ҫӳрет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫармӑс ҫынни хӑйӗн тусӗсем ялсем тӑрӑх мӗн ҫӑмӑлпа ҫӳренине пӗлсен вӗсене Юнкӑ тӑрӑхӗнче чӑвашсемпе ҫармӑссем чӳк тунӑ чух вырӑссемпе тытӑҫса илни ҫинчен каласа кӑтартнӑ.

Куҫарса пулӑш

10. Ҫухалнӑ ҫынсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫав туссен татах тусӗсем пур.

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Пӑхатӑп та, вырӑс воеводисем ытла ухмах, пире хӑйсенчен хӑйсем сивӗтеҫҫӗ, — тусӗсем ҫеҫ илтмелле каларӗ Тукай.

Куҫарса пулӑш

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тепӗр чухне хӑйсен тусӗсем патӗнче хӑна пулса ҫӗр каҫсах каяҫҫӗ вара.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эсир Мускав тусӗсем пулнине асра тытса эп сире ҫапла калама пултаратӑп: Хусан кун-ҫулне татса паракан самант ҫывхарса килет.

Куҫарса пулӑш

8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Нумайӑшсем кулянчӗҫ куншӑн, Сююнбикепе унӑн тусӗсем савӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хурамал ачисем Анаткасри Микишпа унӑн тусӗсем пек мар, паллӑ профессора питӗ хапӑл туса кӗтсе илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чи хаклӑ парне // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 79–82 с.

Ҫапах та ачасем пурте тенӗ пекех Микишпа ун тусӗсем енче пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шавлӑ пуху // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 19–21 с.

Ҫапах та Микишпа унӑн тусӗсем — Гена та, Павлуш та, Лёша та — ҫак профессорпа килӗштермерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шавлӑ пуху // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 19–21 с.

— Профессор?.. — шалтах тӗлӗнсе хытса тӑчӗҫ Микишпа ун тусӗсем.

Куҫарса пулӑш

«Тискер» этем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 17–19 с.

— Кам? — пӗри те тепри чупса пычӗҫ ман пата Микишпа ун тусӗсем.

Куҫарса пулӑш

«Тискер» этем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 17–19 с.

Микиш та, унӑн тусӗсем те манран темиҫе ҫул кӗҫӗн, апла пулин те вӗсем кун пек ырӑ ӗҫ тума ӑс тупнӑ, куншӑн вӗсене мӗнле мухтамӑн-ха.

Куҫарса пулӑш

«Тискер» этем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 17–19 с.

Йӑлӑмра кӑткӑсем мӗнле пурӑннине курса-пӗлсе килнӗ хыҫҫӑн виҫӗ кунтан ман пата Микишпа унӑн тусӗсем — Гена, Лёша, Павлуш тата Валерий пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Тискер» этем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 17–19 с.

(Кӑна кӑшкӑраканнисем турккӑ вӑрҫинчен хӑрах урине ҫухатса таврӑннӑ Тӑрна Хӗлипӗпе унӑн тусӗсем пулнӑ.)

Все это изложил вернувшийся с Турецкой войны и потерявший там ногу Хелип Журавлев, и друзья поддержали его.

Юнлӑ юнкун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Унтан хӗр тусӗсем патӗнче ӗҫлет вӑл, ватӑ мӑн аккӑшне, ларма пынӑ хӗр пек, хӗлӗпе ҫип арласа, пир тӗртсе, пир шуратса парать.

Подрабатывала она и у подруг, у старенькой тети — под видом пришедшей на улах-посиделки девушка пряла шерсть, вязала носки, чулки, ткала холсты…

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тимӗрҫкассинчи Артемьев Матвипе ун тусӗсем мана ҫапла каласа татрӗҫ:

А Матвеев Артемий из Тимеркасов со своими дружками дерзко заявил:

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех