Шырав
Шырав ĕçĕ:
29. Ун ҫумӗнчи хӗрарӑмсем, ӑслисем, ӑна хуравлаҫҫӗ, вӑл та хӑйне хӑех хуравлать: 30. «Ахӑртнех, вӗсем тупнӑ тупӑша уйӑраҫҫӗ пулӗ, ҫар ҫыннисене кашнине — пӗрер хӗр, икшер хӗр; Сисарӑна вара тӗрлӗ тӗслӗ хӳхӗм тум параҫҫӗ — тыткӑна лекнӗ ҫын ҫинчен сӳсе илнӗ, икӗ енчен те тӗрленӗ тӗрлӗ тӗслӗ хӳхӗм тум параҫҫӗ».
Тӳре 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Килӗсене кӑларса ярас умӗн Иисус вӗсене пиллӗх парса 8. ҫапла каланӑ: эсир килӗрсене шутсӑр нумай пурлӑх илсе таврӑнатӑр, сирӗн темӗн чухлӗ выльӑх-чӗрлӗх, кӗмӗл, ылтӑн, пӑхӑр, тимӗр, темӗн чухлӗ тумтир; тӑшманӑрсенчен туртса илнӗ тупӑша тӑванӑрсемпе пайлӑр, тенӗ.
Нав 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 26. эсӗ, Елеазар священник тата йӑх пуҫлӑхӗсем вӑрҫӑран илсе килнӗ тупӑша ҫынран пуҫласа выльӑх таранччен шутласа тухӑр; 27. тупӑша вӑрҫа кайса вӑрҫӑра ҫапӑҫнисемпе ытти халӑх хушшинче ҫурмалла уйӑр; 28. вӑрҫӑра пулнӑ ҫар ҫыннисенчен Ҫӳлхуҫа валли парне — этем, шултӑра выльӑх, ашак тата вак выльӑх — ил, кашни пилӗкҫӗр чунран пӗрер ил; 29. ҫакна вӗсен пайӗнчен илсе Ҫӳлхуҫана парне кӳмешкӗн Елеазар священника пар; 30. Израиль ывӑлӗсене тивӗҫлӗ пайран та этем, шултӑра выльӑх, ашак тата вак выльӑх ил, вӗсене кашни аллӑ чунран пӗрер ил те Ҫӳлхуҫанӑн кӗлӗ чатӑрӗ таврашӗнче ӗҫлесе тӑракан левитсене пар, тенӗ.
Йыш 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек, вӗсем Мадианпа вӑрҫӑ вӑрҫма кайнӑ, унти пӗтӗм арҫынна вӗлерсе тухнӑ; 8. вӗсемпе пӗрле патшисене те вӗлернӗ, унта мадиансен пилӗк патши — Евий, Рекем, Цур, Хур тата Рева — пулнӑ, [вӗсемпе пӗрле] Валаама та, Веор ывӑлне, хӗҫпе касса вӗлернӗ; 9. мадиансен арӑмӗсемпе ачисене вара Израиль ывӑлӗсем тыткӑна илнӗ, вӗсен пӗтӗм выльӑхӗ-чӗрлӗхне, пӗтӗм кӗтӗвне, пӗтӗм килне-ҫуртне туртса илнӗ, 10. вӗсен ҫӗрӗнчи мӗнпур хулине, мӗнпур ялне вутпа ҫунтарса янӑ; 11. ярса илнӗ пӗтӗм тупӑша — тыткӑна илнӗ ҫынсенчен пуҫласа выльӑхӗ-чӗрлӗхӗ таранччен — хӑйсемпе пӗрле илсе кайнӑ; 12. тыткӑна илнисене тата пӗтӗм тупӑша Моисейпе Елеазар священник патне, Израиль ывӑлӗсен халӑхӗ патне, хӑйсен тапӑрне — Иордан хӗрринчи, Иерихон тӗлӗнчи Моав тӳремлӗхне — илсе ҫитернӗ.
Йыш 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Йӑхташна мӗн те пулин сутас пулсассӑн е йӑхташунтан мӗн те пулин туянас пулсассӑн, пӗр-пӗрне ан кӳрентерӗр; 15. йӑхташунтан мӗн те пулин сутӑн илнӗ чухне эсӗ юбилей хыҫҫӑнхи ҫулсен шутне кура тӳле, вӑл та сана ҫав ҫулсенче илес тупӑша кура суттӑр; 16. ҫулӗ чылаях юлать пулсассӑн, хакне ӳстер; нумаях юлмасть пулсассӑн, хакне чакар: вӑл сана миҫе хутчен тырӑ вырса илессине шута хурса сутать.
Лев 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Экономика пулӑшӑвӗн планӗн мероприятийӗсене пурнӑҫа кӗртме укҫа-тенке тупӑша кура уйӑрасси паллӑ – ҫакӑн ҫӑлкуҫӗсем тупӑнсан тата пӗрремӗш ҫур ҫулти ӗҫ пӗтӗмлетӗвне кура – премьер ҫакӑн пирки те асӑннӑ.
Урăх регионра çук мобильлĕ центр… // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10