Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тунӑ (тĕпĕ: ту) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Куллен-кун: «Эй, Наҫки, вӑрман касма!.. Эй, Укҫине, Канаша тырӑ леҫме!..» — тенисене илтсе вӑрҫӑччен арҫынсем кӑна тунӑ ӗҫсенче терт курса пурӑнакан хӗрсен аллисем хытнӑ ӗнтӗ, анчах вӗсен пир ҫинчи ӗҫӗсем ҫине пӑхатӑн та хӗллехи шартлама сивӗрех пӳртре асамат кӗперӗ тӗлкӗшме пуҫланине куратӑн.

Куҫарса пулӑш

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Шӑллӗне, кайран ашшӗне тӗп тунӑ ҫак этеме тавӑрмалла унӑн.

Куҫарса пулӑш

IX // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Сакӑр класс пӗтерсен сыв пуллашу каҫӗ хыҫҫӑн ҫак йӑмра патӗнче пӗрремӗш хут чуп тунӑ вӑл Шерпикене.

Куҫарса пулӑш

III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Никама та лекмерӗ вӑл ҫак пурнӑҫра, ҫав ҫулти турӑ тунӑ илемлӗ хӗрарӑм турӑ, юратӑва пӳрнӗскер.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Сӗтел варринче сӑра тултарнӑ кӑкшӑм ларатчӗ, паллах, сӑри килте тунӑ чӑваш сӑриччӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Каҫ енне хӑй килте тунӑ чӑваш сӑрине ӑшӑтса ӗҫтерчӗ, ӑна вӑл тӑм куркана ярса пачӗ, унта сӑра часах сивӗнмест, чылайччен ӑшшине тытать.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Ку таранччен хӑех тунӑ пулин те, Узина тарӑн шухӑшсенчен вӑхӑтлӑха та пулин хӑтарас тесе, ӗҫ хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Темиҫе утӑм иртсен, Узин сасартӑк Алюна питӗнчен, чечеке чуп тунӑ пек ҫепӗҫҫӗн чуп туса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Эп хуҫасемпе мӗн чухлӗ тӳлемелли пирки калаҫса татӑлатӑп, хуҫисем вара татах хушма ӗҫсем тума ыйтаҫҫӗ, вӗсем вара арӑмӗпе ҫав ӗҫсене тунӑ, ҫавсемшӗн уйрӑм тӳленӗ вӗсене.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Енчӗк тӗпне долларсем ҫӗлесе хунӑ имӗш, вӗсем валли ятарлӑ уйрӑм тунӑ шалта.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Паллах, унпа пӗрле ман напарник-ентеш кайрӗ, ҫул ҫинче Мускав облаҫӗнчен тухичченех авари тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Малалла мӗн тунӑ вара халӑх, Сарман тете?

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Ирпе кашниех ҫӑмӑллӑн тӑчӗ, уйрӑмах ҫамрӑксем канӑҫлӑ пулчӗҫ, мунча хыҫҫӑнхи ыйӑх хӑйӗнне тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Вӑт мӗне пӗлтерет хӑйсем валли килте тунӑ эрех.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Пӗр кун хыҫҫӑн каллех кил ӗҫӗсене тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Вӗсем кунта илемлӗ, карнизсемлӗ, тӗрлӗ ӳкерчӗксемлӗ, чӳрече хашакисене гипспа ҫыпӑҫтарса тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Юр ҫинче ӗнер вӗсем тунӑ йӗрсем ҫеҫ курӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Ку килте тунӑ сӑраран пуҫ пӗртте ыратмарӗ ирпе.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Вара темӗн те тунӑ пулӗччӗ пурнӑҫӗнче!

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Ун ҫинче халӗ пӗр турилккере хӗрлӗ вӑлчапа тунӑ бутербродсем, тепринче — хура вӑлчапа тунисем.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех