Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тиенӗ (тĕпĕ: тиен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Татах пӗр талккӑм хула тӑрӑх хӑйне лӑш парса, «ярханахланса», Шупашкарӑн паллӑ, иленкӗллӗ вырӑнӗсемпе ҫурчӗсене куҫӗпе ҫепӗҫҫӗн «ытамласа», вӗсемпе туллин киленсе ҫӳренӗ хыҫҫӑн, тавралӑха каҫ сӗмӗ ҫапсан, вӑл укҫа тӳлесе, «симӗс пасартан» ҫул урлӑ ут кӑкаркӑҫӗ тӗлӗнче Етӗрне еннелле каякан «спирт» тесе ҫырнӑ пуш пичкесем тиенӗ полуторка автомашина кузовне ипсӗр ларчӗ те, пилӗкӗ-ҫурӑмӗ кӗрлесе сурнине, алли-ури туртса тӗлкӗшнине ҫӗнкелесе, ялалла ҫул тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Акӑ леш енчи тӑвайккинчен кӗпер ҫинелле тӑп-тулли тиенӗ прицеплӑ «Беларусь» трактор хӑлтӑртатса анать, Ванюкӑн та машини кӗпер ҫинелле ҫывхарса пырать.

Куҫарса пулӑш

XI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Хӑй каланӑ тӑрӑх, колхоз председателӗ Макар Миронч пӗр ҫуллӑха вӗренме кайнӑ май, мӗнпур ӗҫе халь ун ҫине тиенӗ пулать.

Куҫарса пулӑш

Хӳри вӗҫне туй килсен // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 42–45 с.

Самолетсем ҫине суперфосфат тиенӗ ҫӗрте икӗ звено, вун пиллӗкшер ҫын, ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Майласа тиенӗ хушӑрах лавҫӑсене пӳрнисемпе юна-юнах лава мӗнле пушатса калча кӗлтисене ҫӗрпе мӗнлерех витсе хумаллине тӑнлантарма тӑрӑшатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

— Хальтерех кӑна тиенӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Пӑхатӑп — унта йывӑҫ тиенӗ лав тӑрать, ҫынни ҫук.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Пинер разъездне турттарса чӗрӗллех вакунсем ҫине тиенӗ, пуйӑссене чуптарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Мӗнле хитре йывӑҫсем кӑларса патӑмӑр, пӗрин тымарӗсене айӑпламасӑр, ҫӑмарта тиенӗ пекех асӑрханса лавсем ҫине хамах тиесе ятӑм.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Йывӑҫ тиенӗ ҫӗре пулӑҫсем чӗрӗ ҫтерлӗк илсе пычӗҫ те пулӑ шӳрпи пӗҫерсе ҫинӗ хушӑра эрех ӗҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кашни лавӗ ҫинех хӗп-хӗрлӗ кирпӗч тиенӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш лавсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тепӗр сехет пек вӑхӑт иртсен, тавар тиенӗ икӗ лав ял Совечӗ умне ҫитсе чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Сахар ҫухалать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сурат пек шаршанласа купаланӑ кӗлтесем тиенӗ йывӑр ритвана лаша ана ҫинчен аран-аран ҫул хӗррине туртса тухнӑ хыҫҫӑн хуҫи лав ҫине хӑпарса ларать.

Куҫарса пулӑш

Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑтӑр пӑт тиенӗ лавпа Энтрей лашине аран-аран чарса пынине курсан, ял ҫыннисем тӗлӗннипе ҫӑвар карсах пӑхса тӑрса юлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Сахар кӳрши // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Йӗтре тиенӗ пысӑк кимӗсем Ар-Сӗнтӗр ҫывӑхне тепӗр кун мар, виҫҫӗмӗш кунӗнче ҫеҫ ҫитрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

7. Вӗҫленмен ҫапӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вара эпӗ савӑннипе лавне тулли тиенӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тупӑ-етре тиенӗ урапасем йӑлт ҫӗмӗрӗлсе пӗтрӗҫ, вӗсене кашни вунӑ-вун пилӗк ҫухрӑм каймассерен улӑштармалла пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Стрелецсем складсене ҫитсе ҫири тумтирӗсене улӑштарса тӑхӑннӑ, ҫунасем ҫине хӗҫ-пӑшалпа апат-ҫимӗҫ нумай тиенӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗрене тиенӗ кимӗсем патӗнче тӗрткелешӳ пуҫланчӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кам илсе кайтӑр-ха ҫав шӗшкӗ ҫаппи тиенӗ урапана?

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех