Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тавралӑха (тĕпĕ: тавралӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тавралӑха самаях каҫхи сӑн ҫапнӑ ӗнтӗ, сывлӑш уҫӑ.

Куҫарса пулӑш

24 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кунти тавралӑха Раман лайӑхах пӗлмест.

Куҫарса пулӑш

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тавралӑха пӑхса ҫаврӑнчӗ — ачасем ҫывӑраҫҫӗ, ывӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Нумай та вӑхӑт иртмест — хӑраса ӳкнӗ хӗр умне хайхи каччӑ тухса тӑрать, вут-хӗм сирпӗтекен тумӗ тавралӑха ҫутатса ярать, юрӑ янраса каять:

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

— Эсӗ пире, хӑвӑн шанчӑклӑ чурусене, пӗтӗм тавралӑха хӑвӑн иксӗлми ӑшшупа ӑшӑтатӑн, Ҫӗр-аннемӗре вӑй-хӑват паратӑн, выльӑх-чӗрлӗх ырлӑхӗшӗн ҫӑра та ешӗл курӑкна ӳстеретӗн, тухӑҫлӑ пултӑр тесе вӑхӑтра ҫумӑрна ҫутаратӑн!

Куҫарса пулӑш

1 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Вӗсем пире ҫутҫанталӑка, ӳсентӑрансене, ҫынсене, пӗтӗм тавралӑха юратма вӗрентетчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ял хуҫалӑхӗ валли ӑста специалистсем хатӗрленӗ // Зоя КУЗНЕЦОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13450-y ... -khat-rlen

«Требине» ят антика вӑхӑтӗнчи «Травуни» ятран пулнӑ — ҫак ятпа ӗлӗк-авал Адриатика тинӗсӗ хӗрринчи Котортан пуҫласа Дубровник таран сарӑлса выртакан тавралӑха (паянхи кунхи хулапа унӑн таврашӗнчи тусем те унта кӗнӗ) каланӑ пулнӑ.

Само название — «Требине» происходит от античного «Травуния» — так в древности называлась местность на берегу Адриатического моря от Котора до Дубровника, включавшая нынешний город и окружающие его горы.

Требине // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A2%D1% ... 0%BD%D0%B5

Темиҫе сехет ним чӗнмесӗр утнӑ хушӑра каҫ сӗмӗ тавралӑха хупларӗ, тӳпере ҫӑлтӑрсем вӑййа тухрӗҫ.

Долгие часы мы шли молча; наконец стемнело, и в небе стали загораться звезды.

XXIV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Унсӑр пуҫне, газ тавралӑха начар витӗм кӳмест, ҫакӑ Пушкӑртри пысӑк хуласенчи таса мар сывлӑш условийӗсенче уйрӑмах кирлӗ.

Кроме того, газ не оказывает серьезного воздействия на окружающую среду, что особенно важно в условиях загрязненного воздуха в крупных городах Башкирии.

Пушкӑртра газ заправкисен шучӗ ӳснӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... sn-3484470

Шухӑшлӑр-ха эсир — пӗтӗм тавралӑха шап-шур пӑтранчӑк тӗтре хупласа лартать, ҫилӗ вара хытӑрах та хытӑрах вӗрсе ӳлет.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Асӑннӑ техника хуҫисен ҫул-йӗр юхӑмӗн хӑрушсӑрлӑхне, хӑрушсӑрлӑх техникине тата эксплуатациленӗ чухне тавралӑха сыхламалли тивӗҫсене асра тытмалла.

Владельцы данной техники должны помнить об обязанности обеспечения безопасности дорожного движения, техники безопасности и охраны окружающей среды при их эксплуатации.

"Прицеп" профилактика декадникӗ иртет // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... et-3454196

Анчах, курма кансӗрлет пулин те, ҫав тӗлӗнмелле тавралӑха тӗтре тата асамлӑрах кӑтартать.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Васса тавралӑха тинкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Анлӑ ун-хирте, уҫӑ ҫил ҫинче тавралӑха тинкер.

Куҫарса пулӑш

XXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӗсен ҫӳлтен пӗтӗм тавралӑха, тӗнчене епле те пулин нумайрах сӑнаса, тинкерсе юлас килет пулас.

Куҫарса пулӑш

XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Шурӑ юр ҫунӑран ҫӗнелнӗ пек курӑнакан тавралӑха тинкернӗ май, ӑна ачалӑх туйӑмӗ тыткӑнларӗ.

Куҫарса пулӑш

VII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Васса, тин кӑна витерен тухнӑскер, тавралӑха тулли кӑмӑлпа тинкерет.

Куҫарса пулӑш

IV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пирӗн ҫамрӑксене экологи воспитанийӗ парассипе ӗҫлемелле тата ҫӗр айӗнчи пурлӑхпа экологи енчен хӑрушсӑр, тавралӑха сиен кӳмесӗр тӗрӗс усӑ курса ӗҫлекен профессионалсене хатӗрлемелле, - палӑртнӑ чемпионата йӗркелекен комитетӑн председателӗ, ПР Правительствин вице-премьерӗ Азамат Абдрахманов.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртстан Пӗтӗм тӗнчери пӗрремӗш «ГеоВызов» геологи чемпионачӗ ирттерет // Надежда Родионова. https://ursassi.ru/news/novosti/2023-09- ... et-3435985

Каччӑн пӗр вырӑнта ларас килмен, ҫавӑнпа вӑл тавралӑха пӑхса ҫаврӑнма шутланӑ.

Парню не сиделось на месте, и он решил побродить по окрестностям.

Кубер-Педи — ҫӗр айӗнчи хула // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6392.html

Тавралӑха тирпей-илем кӗртессипе та самай ӗҫлемелле.

Куҫарса пулӑш

«Садовӑй» микрорайонти шкула ҫитес ҫулта туса пӗтерме тӗллев лартнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/09/07/sado ... usa-pterme

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех