Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сулкаласа (тĕпĕ: сулкала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Микула витрисене сулкаласа пычӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мавра сӑхсӑхса илчӗ те сӑмах пуҫарса ярасшӑн, вӑл ӗҫленинчен тӗлӗннӗн пуҫне сулкаласа: — Ҫӗрулми шурататӑн эппин? — терӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Михха пуҫне сулкаласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тарье вӑрт! ҫаврӑнчӗ те, хӑйӑ чӗрме ҫӗҫӗ тытнӑ аллипе сулкаласа, упӑшки умнех пырса тӑчӗ — Сахар пӗр утӑм каялла чакрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тарье хаярланма пуҫлать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Не-най, Михал Степанчӑ, — терӗ те Мӗкӗте пуҫне сулкаласа илчӗ, ҫавӑнтах тем асне илнӗ пек пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗлтерӳсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хрестук, пушӑ витрине сулкаласа, хирӗҫри ҫурт еннелле утрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вова пӗр пысӑкрах йӑмра патне ҫитсе тӑчӗ, темрен тӗлӗнсе, мӑн ҫын пекех пуҫне сулкаласа илчӗ:

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ваҫка, ун патне ҫитсен, пуҫне каҫӑртса ҫӳлелле пӑхрӗ, юрать-ха улӑхса кайма ӗлкӗртӗн, унсӑрӑн тенӗ пек, мӑйракине сулкаласа илчӗ, малалла утрӗ.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тутарсем чӑвашсем ҫине, чӑвашсем тутарӗсем ҫинелле кӑн-кӑн пӑхкалаҫҫӗ, пуҫӗсене сулкаласа илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫапах та хан вӗсен куҫне те пулин савӑнӑҫлӑ ҫын пек курӑнас тесе йӑл-йӑл кулкаларӗ, такама саламланӑ пек, чылайччен аллине сулкаласа утрӗ.

Куҫарса пулӑш

20. Юхӑма хирӗҫ ишме йывӑр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Лешӗ тухса кайсан та пуҫне сулкаласа «Ну, Аттеней! Ну, Аттеней!» тесе ҫеҫ ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Пӗлмен, — терӗ хан куляннӑ пек пуҫне сулкаласа.

Куҫарса пулӑш

7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иванюк аллипе сулкаласа стражника тем каларӗ те, иккӗшӗ те чиркӗве кӗрсе кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Маларахри ҫулсенче ҫапла та пулнӑ: театр умне чаплӑ автомашинӑсемпе паллӑ артистсем, акӑш-макӑш хитре тумланнӑскерсем, ҫитсе чарӑнаҫҫӗ, хӗрлӗ кавир тӑрӑх аллисене сулкаласа утаҫҫӗ, хӑйсем йӑл та йӑл ҫиҫеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кинофестиваль: ниме пӑхмасӑр — малалла! // Надежда Смирнова. «Хыпар», 2015, 89 (26741)№, 1,7 с.

Упӑшки якатса хунӑ шӗвӗр вӗҫлӗ хитре туяна вӑта ҫӗртен тытнӑ та Укка куракан ҫук-ха тесе ӑна утнӑ май ҫамрӑк ҫынла сулкаласа пырать.

Неся на весу красивую остроконечную трость, которую, конечно же, смастерил Михабар, Укка ступает легко и споро, будто девушка.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Ай турух та ҫав, — тет вӑл пуҫне сулкаласа.

— Ай, турух, — качал удивленно головой.

Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тин ҫеҫ шухӑша кайса ларакан Левентей халӗ пит-куҫран чӗрӗлсе, аллисемпе сулкаласа калаҫрӗ, Липа ҫине вут-ҫиҫӗм сирпӗтнӗ пек хӑюллӑн пӑха-пӑха илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Сӑмахсем Сехре ӑс-тӑнне вырнаҫчӑр тесе, вӑл кӑштах тӑхтаса тӑчӗ, вара малтанхи пекех васкамасӑр, ҫывӑх ҫынна питӗ кирлӗ ӗҫ ҫинчен ӑнлантарнӑ пек, аллисемпе сулкаласа, малалла каларӗ:

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Укахвипе Людмила кӗсменсем шыва шӑмпӑрт! шӑмпӑрт! тутарса харӑссӑн ыткӑннине чылайччен савӑнса пӑхса тӑчӗҫ, Людмила каччӑсене таҫта аякка ӑсатнӑ пек аллине те сулкаласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Унтан хӑйӗн пӑттӑр кӗлеткипе мӑнаҫлӑн сарӑлса тӑчӗ те, сылтӑм аллине дирижер пек сулкаласа, хыттӑн юрласа ячӗ:

Куҫарса пулӑш

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех