Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сиккипе (тĕпĕ: сикӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Элекҫи, лашине утланса, сӑрт ҫинчи ҫул тӑрӑх сиккипе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Тарҫӑра пурӑнакан хӗр, ҫав асамат кӗперрине курсанах, тимӗр кӑвак лаша ҫине утланнӑ та лашине сиккипе чуптарса асамат кӗпере айӗнчен тухнӑ, ҫав самантрах вӑл арҫын пулса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӗр хушӑ вӗсем сиккипе чуптараҫҫӗ.

Телега тряско задребезжала на выбоинах дороги.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Сас-чӳ, шав еннелле пӗр ҫулсӑр, Ҫырма-ҫатрасене пӗлмесӗр, Чупать ут хӑвӑрт, сиккипе.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Юратӑва вӗҫерӗнтертӗн — Манран вӑл тарчӗ сиккипе.

Куҫарса пулӑш

VI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Юланутпа сиккипе килекенсене ҫынсем аякранах асӑрхарӗҫ, вӗсем ӑҫта чарӑнассине пӗлсе, Маринепе Ятман патне пуҫтарӑнарах тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл куннинче кӑмӑлсӑр та пулчӗ: ялтан яла мӗн сиккипе ҫӳремелли пур, Акатуйне кайман вӗт вӑл.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тулли витресемпе тӑвалла хӑпарнӑ чухне хыҫалта Тутаркас енчен каллех сиккипе юланут килни илтӗнсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл сиккипе пынӑ хушӑрах лаша ҫинче тепӗр май ҫаврӑнса ларнӑ, ҫӗртен ҫӗлӗк пӗшкӗнсе илнӗ, лашине тем ҫӳллӗш картасем урлӑ сиктернӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пушӑлла пулсан, ҫамрӑксем хум сиккипе ярӑнма хӑйсем шаларах кӗрсе кайнӑ пулӗччӗҫ ӗнтӗ, буксира хыҫалтан хӑвалатчӗҫ, халӗ унтан часрах пытанма тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тукай чӗлпӗрне карт! туртрӗ те сиккипе килнелле вӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Ҫул хӗрринчи йывӑҫ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тарма ан шутла, эп сиккипе пыракан лашана та хӑваласа ҫитетӗп.

Куҫарса пулӑш

4. Тимӗрҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ку сӑмахсем хыҫҫӑн князь чӗлпӗрне пушатрӗ те, ун лаши чӗвен тӑнӑ пек ҫӳлелле ҫӗкленсе илсе сиккипе малалла вӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сиккипе килтӗм, — айӑпа кӗнӗ пек хуравларӗ Шахбаз.

Куҫарса пулӑш

3. Йывар кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тукай хан свитине виҫӗ ҫухрӑма ҫити ӑсатрӗ те хӑй Бурнашпа пӗрле сиккипе каялла килчӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Ҫапӑҫу хирӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Анчах инҫе каяймарӗ, хӑйне хирӗҫ икӗ юлан ут сиккипе килнине асӑрхаса лашине тапах чарчӗ.

Куҫарса пулӑш

21. Мӑрса арӑмӗ хӗр парать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Хаким лаши ҫине вӑшт! ҫеҫ утланса ларчӗ те сиккипе аяккалла вӗҫтерчӗ, хӑй лашине чӗлпӗртен тытса тӑракан Урасмет тусан айне пулса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

21. Мӑрса арӑмӗ хӗр парать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫавӑнтах вӑл ҫӑмӑллӑн ҫӗкленчӗ те пикене лаши ҫинчен йӑтса илсе сиккипе ялалла вӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗр ирхине вӑй питти ҫынсем утӑ пуҫтарма тухса кайса пӗтсен Анаткасра тусан мӑкӑрланни курӑнса кайрӗ, унтан урам икӗ айккинчи ҫеремпе юлан утсем сиккипе вӗҫтерсе иртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Юлан утсем тусан вӗҫтерсе сиккипе иртсе кайсан тин халӑх урама тапса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех