Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сарӑлчӗ (тĕпĕ: сарӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑваш Яшми чиркӗвӗнче ирхине тӗлӗнтермӗш мыскара пулса иртнӗ хыпар таврари ялсене те хӑвӑрт сарӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял Советӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унӑн «чапӗ» таҫта ҫитиех сарӑлчӗ, Шаккур тенине илтсенех муллӑ ҫынсем чӗтрене ерекен пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӳртре чӗлхене ҫӑтса ямалла ырӑ шӑршӑ сарӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ку сӑмахсене илтсен Мамич-Бердей чӗри хӗпӗртенипе кӑрт туса илчӗ, кӑкӑрта темле ӑшӑ туйӑм сарӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тӗрӗссипех калас пулать, Лев Борисович паллӑ профессор килни мана та, Палюк мучие те, пирӗн ялти ҫынсене те савӑнтарчӗ, ҫавӑн пек хисеплӗ ҫынна пурин те курас килчӗ, ҫавӑнпа та ку хыпар яла питӗ хӑвӑрт сарӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтнӗ хӑна килсен // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 76–79 с.

Ҫтаппан авланать тени те ял хушшине сарӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Каҫалапа салтаксем хушшине хыпар сарӑлчӗ: ыран ҫуллахи «ӗҫсем» (походсем) пуҫланаҫҫӗ иккен.

К вечеру среди солдат разнеслась весть: завтра начинаются летние походы.

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тепӗр кун ял хушшине тӗлӗнмелле хыпар сарӑлчӗ.

На другой день по селу разнеслась новость.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Усал хыпар часах пӗтӗм яла сарӑлчӗ.

И тут же худая весть разнеслась по деревне.

Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Чап сарӑлчӗ кӗҫ Атӑл тӑрӑх, — Ӑҫта ҫитсе вӑл хутӑшман, — Пуяннисем калаҫҫӗ: вӑрӑ, Пупсем чиркӳсенче — тӑшман.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Левентей чӗринче ҫак вӑхатра ӑшӑ-ӑшӑ туйӑм сарӑлнӑҫемӗн сарӑлчӗ, кӑмӑла ҫӗклентерсе, пуҫра ытармалла— мар ҫепӗҫ шухӑшсем вӑранчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫӗрле пулас умӗн яла ҫӗнӗ хыпар сарӑлчӗ: Укахви ушкӑнӗ вунултӑ пин кӗлте ҫыхнӑ.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Алӑк хыҫӗнче, тӗттӗмре ларакан Ятман паҫӑрах сисрӗ ӗнтӗ, вӑл килнӗ хыпар, хӑлхаран хӑлхана куҫса, пӗтӗм зала сарӑлчӗ, ӑна пуху председателӗ патне те ҫитерчӗҫ, лешӗ вара Ятмана тӗпелелле иртме сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Нухайсене хӑваласа ярсан хӗҫ-пӑшаллӑ ҫынсем пирки хыпар чылай аякка сарӑлчӗ курӑнать, ҫынсем ҫуран та, утпа та килсех тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

17. Вӑрманти хӑнасем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗтӗм халӑх хӗрсе ӗҫленӗ, пикенсех ыранхи учӳке хатӗрленнӗ вӑхӑтра ламран лама хыпар сарӑлчӗ: яла Урасмет килнӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Часах ҫӗнӗ хулара вырӑссем кунтан куҫса каяҫҫӗ текен хыпар сарӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӑлхар тӑлмачӗн ҫӑмӑл алли урлӑ тутарсен хушшинче те Турикас ялӗнче илтнӗ халап сарӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗренӳ // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Чуна ӑшӑ туйӑм сӑрӑлтатса сарӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ирхине пурне те тӗлӗнтерекен хыпар сарӑлчӗ: кӗҫӗр ҫӗрле Тукай мӑрса Асаматне тата хан панӑ юпах тихана вӑрласа кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тукай кил-ҫуртӗнче пуҫланнӑ шуйхану самантрах пӗтӗм яла сарӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех