Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

садне (тĕпĕ: сад) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Район центрӗнче вырнаҫнӑ «Асамат кӗперӗ» ача садне ҫӳрекенсем нумаях пулмасть куллен усӑ куракан хут пирки нумай ҫӗнни пӗлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Эксперимент ӑнӑҫлӑ иртрӗ // Э.Хайртдинова. http://kasalen.ru/2022/11/11/%d1%8d%d0%b ... 82%d1%80e/

Эпир ача садне ҫӳрекенсемпе ҫӑкӑр хакӗ ҫинчен час-часах калаҫусем ирттерме тӑрӑшатпӑр, юмахсем вулатпӑр, презентацисем йӗркелетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑртан асли ҫук // В.Никифорова. http://kasalen.ru/2022/09/06/ca%d0%baa%d ... %83%d0%ba/

Ҫакӑ ача садне ҫӳрекенсем апат ҫинӗ вӑхӑтра та курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑртан асли ҫук // В.Никифорова. http://kasalen.ru/2022/09/06/ca%d0%baa%d ... %83%d0%ba/

Ача садне ҫӳрекенсенчен финиша пӗрремӗш К.Наумова, А.Хайбуллин ҫитрӗҫ, А.Алексеев, Г.Павлов, Р.Мингалиева, А.Мухаметзянова иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Наци кросӗ» пӗрлештерет, сывлӑха ҫирӗплетет // А.Антонова. http://kasalen.ru/2022/09/20/%d0%bd%d0%b ... %bb%d0%b5/

Ӑмӑртӑва ача садне ҫӳрекенсенчен пуҫласа ветерансем таранах хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Наци кросӗ» пӗрлештерет, сывлӑха ҫирӗплетет // А.Антонова. http://kasalen.ru/2022/09/20/%d0%bd%d0%b ... %bb%d0%b5/

«Колосок» ача садне ҫӳрекенсем республикӑри «Хунав» творчество конкурсне, республикӑри «Пасхальный благовест» фестивале, «Рисуем Победу — 2022» патриотизмла акцие, регионсем хушшинчи «Хусанкай вулавӗсем» фестивале, Пӗтӗм Раҫҫейри «Трудовой и боевой подвиг чувашского народа» конкурса хутшӑнса палӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ачасемшӗн вӗрентекен те, юлташ та // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/27/%d0%b0%d1%8 ... %82%d0%b0/

Комсомольскинчи «Колосок» ача садне ҫӳрекенсем Вера Осиповнӑна юратаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ачасемшӗн вӗрентекен те, юлташ та // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/27/%d0%b0%d1%8 ... %82%d0%b0/

Ача садне килнӗ шӑпӑрлан кунӗпех ун куҫӗ умӗнче-ҫке, юнашар.

Куҫарса пулӑш

Ачасемшӗн вӗрентекен те, юлташ та // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/27/%d0%b0%d1%8 ... %82%d0%b0/

Хӗрлӗ Чутайри ҫула, Муркаш районӗнчи ача садне тата Канаш районӗнчи Алешево ялӗнчен ачасене шкула ҫити автобуспа илсе ҫитерессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ.

Куҫарса пулӑш

Регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫынсене харпӑр хӑй ыйтӑвӗсемпе йышӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/11/03/regi ... j-ijtvsemp

Пире атте ача садне те мӗн чухлӗ илсе ҫӳренӗ пуль.

Куҫарса пулӑш

Атте - чи ҫывӑх ҫын, юлташ, ырӑ тӗслӗх // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11213 ... yr-t-sl-kh

Хӑш-пӗр ашшӗ-амӑшӗ ача садне ҫӳрекен шӗвӗрккесемпе «Финанс пӗлӳлӗхӗ» ӑнлав ҫинчен калаҫма иртерех-ха теме те пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Укҫа хакне пӗчӗкренех вӗренеҫҫӗ // Вера МОРОЗОВА. http://alikovopress.ru/ukca-xaknee.html

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Николай Маловпа Владимир Мурайкин ача садне спорт хатӗрӗсене туянма спонсорса пулӑшу пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уяв кунӗнче Элӗкре ҫӗнӗ ача сачӗ уҫӑлчӗ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/uyav-kunenche-ele ... alche.html

Ача садне ҫӳрекенсем хӑйсен сӑвви-юррипе хӑнасенсе ҫӗнӗ ача сачӗшӗн, кунти хӑтлӑхшӑн тав турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уяв кунӗнче Элӗкре ҫӗнӗ ача сачӗ уҫӑлчӗ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/uyav-kunenche-ele ... alche.html

Шӑп та шай ҫак кун пысӑк йышпа «Демографи» наци проекчӗпе ҫӗкленӗ 240 вырӑнлӑ ача садне уҫрӗҫ те.

Куҫарса пулӑш

Уяв кунӗнче Элӗкре ҫӗнӗ ача сачӗ уҫӑлчӗ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/uyav-kunenche-ele ... alche.html

Асӑну каҫӗ Аччари ача садне ҫӳрекенсемпе ялти шкулта вӗренекенсем сцена ҫине патриотла юрӑ-ташӑ номерӗсемпе тухнипе вӗҫленнӗ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну каҫӗнче Пултаруллӑ ентешсен ҫулталӑкне уҫнӑ // Алена Пчелкина. http://kanashen.ru/2022/01/24/%d0%b0%d1% ... b0%d0%bba/

Пӑхма пысӑк та мар сачӗ, — терӗ Павӑл Лядской садне ҫитсе кӗрсен, — анчах камӑн ӑшӗ вӑркаман пулӗ ку йывӑҫсем хӳттинче, камӑн чӗри кӑртлатса сикмен пулӗ каҫхи шӑплӑхра…

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Пӗррехинче Мускавра эпир зоологи садне кайса курма шутларӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Хулари Панаев садне Хӗрлӗ Ҫара панӑ, унти театрта чӑваш артисчӗсем эрнере пӗрре спектакльсем лартаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Броневик ҫывӑхнерех пырса тӑма вырӑн пулмарӗ, ҫавна пула вӑл ача-пӑча хыҫҫӑн Сандецкин садне кӗрсе кайрӗ те хӳме урлӑ кармашса пӑхса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пуху хыҫҫӑн гимнази пӗтернӗ ачасем шкул садне тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех