Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗркун сăмах пирĕн базăра пур.
пӗркун (тĕпĕ: пӗркун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ав ҫавнашкал ҫапӑҫнӑ та эсир пӗркун, Салтыкова аркатса тӑкнӑ чухне.

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫав пӗркун калаҫнӑ старик те ӑна аслашшӗ пекех туйӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Каларӑм-ҫке пӗркун, Иливана ыранах ман пата яр терӗм.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эс пӗркун тимӗрҫӗ тенӗччӗ те, юри шырама тухрӑм.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Велиме те каларӗ-ҫке пӗркун ялта, тутарсене хӑваласа вырӑссем ҫӗмӗрттерсе анчӗҫ терӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗркун вӑл темме Иштерексем патне кӗрсе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Пӗлетӗп, пӗркун эпӗ кукамайсен чӗчӗ пӑрушне ҫавӑнта кайса тупнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӗркун анне кайса курнӑ атте пӑрахучӗ ҫине.

Куҫарса пулӑш

Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӗркун ҫырмари ҫӗмӗрт йывӑҫҫи ҫинче кӗпинчен ҫакланса ларнӑ…

Куҫарса пулӑш

Кайӑк хыҫҫӑн // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӗркун тата Ҫтаппанпа тимӗрҫӗ пырса кайнӑччӗ, ана-ҫарана пуянсене парас марри ҫинчен нумай калаҫнӑ, терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӗркун, нумаях пулмасть-ха, пӗр ҫын иртсе пырать.

Куҫарса пулӑш

Манехва // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӗркун Наҫтик апай пӗр ҫӗр килсе выртрӗ те, ҫавӑ калать, халӗ те унти кӗслеҫӗне ҫынсем Тавлинкка кӗввине кала, ҫавӑ аван, тесе калаҫҫӗ, тет.

Куҫарса пулӑш

Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Аппен, тен, пӗркун калаҫнӑ пек, Ухтивана хутшӑнтарса пӑхар ку ӗҫе.

— Тогда, может, Ухтивана подошлем, как в прошлый раз договорились?

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӗркун, яла туимкке пуҫтарма килсен, вулӑс тиеке унпа пыл та ҫу калаҫрӗ ав.

Недавно, когда из волости приезжали собирать недоимки, дьяк с ним разговаривал так, словно мед пил.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӗркун исе кисе пӑхрӑм, ҫаплипех каялла леҫсе хӑварма тиврӗ.

Завез было как-то, так пришлось обратно возвратить.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӗркун мана пӗр учитель темле «Ученые записки» ятлӑ кӗнеке пачӗ те, ҫавӑнта чӑвашсем валли кӗнекесем кӑлармалла мар, чӑвашсене хӑйсене те пӗтермелле тенӗ.

Недавно мне один учитель дал какие-то «Ученые записки», так там написано, что для чуваш не следует, мол, издавать книги на их языке. Да и самих надо истребить.

Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӗркун пирӗн ялти пӗр вӑрра Хусан енне ӑсатрӗ».

Недавно вот одного нашенского вора в Казань проводил…

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Пӗркун Атапай ҫыннисем хытӑ хӑратнӑ.

— Недавно, говорят, адабаевцы шибко напугали их.

Улахра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Эпӗ пӗркун илсе килнисене те ҫисе яманччӗ-ха.

— Я еще и те-то, что до этого принесли, не съел.

Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӗркун эсӗ пӗрер ҫултан, тен, хулана куҫӑпӑр терӗн.

Помнишь, ты говорил, через годик-два мы переедем в город, помнишь?

Шыв хӗрринче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех