Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗринчен сăмах пирĕн базăра пур.
пӗринчен (тĕпĕ: пӗринчен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Петровпа Воронов — пӗринчен тепри вӑрӑмскерсем — ачана пуканене ҫӗкленӗ пек урисенчен тытса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Каҫхине вилес пек ывӑнса киле таврӑнсан алманчӑ урамранах илтрӗ — пӳртре ӳсӗр улансем шавлаҫҫӗ, пӗринчен тепри хытӑрах кӑшкӑрма тӑрӑшса вӗсем темле юрӑ юрлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тукай лаша кӗтӗвӗнче ырӑ утсем пӗтмен-ха, вӗсем пӗринчен тепри элккен!

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Паллашасси е пӗр-пӗрин ҫинчен ыйтса пӗлесси пӗчӗк хуласенче кӑткӑс ӗҫ мар: кам ӑҫтан килнӗ, мӗн туса пурӑнать е, тата, авланнӑ ҫын-и, хусах-и — пӗр пӗринчен ыйтса пӗлме кирлӗ мар.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ӑна шуйттанла ӗмӗтсем хупӑрласа ытамлаҫҫӗ, тискер фантазийӗсенче пӗринчен тепри хӑрушӑрах курӑнусем ылмашӑнаҫҫӗ.

Дьявольские мечты овладели ею, и видения, одно страшнее другого, сменялись в ее ужасных фантазиях.

XIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

— Карҫинкка! — хӑй те питӗ лайӑх курать пулин те — кӑшкӑрать пӳлӗмсенчен пӗринчен Розита.

— Корзина! — вскричала невидимая Розита, которая сама отлично видела все.

XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Ҫул ҫӳревҫӗ пуҫӗнче тавӑру планӗсем ҫаврӑнаҫҫӗ, — пӗринчен тепри айван та килӗшӳсӗр.

Планы мести начинали роиться в голове путешественника, один нелепее другого.

IX. Сӑпайлӑх урокӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Колоннӑсен хушшинче фонтансен шыв тураттисем пӗринчен тепри ҫӳллӗрех, вӗсем хӗлхемленсе-ҫиҫкӗнсе сапаланаҫҫӗ, — кашни фонтанра виҫӗ пӗрӗхӳ; ӳкӗмре вӗсем авӑнчӑк тӗк евӗр курӑнаҫҫӗ.

Меж колонн сыпались один выше другого искрящиеся водяные стебли фонтанов, — три струи на каждый фонтан, в падении они имели вид изогнутого пера.

XVIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Ҫак калаҫу сасси пӗр питрен тепри патне, пӗринчен иккӗшӗ, каллех пӗри, виҫҫӗшӗ, иккӗшӗ патне вӗҫе-вӗҫе куҫать, ҫапла вӗҫӗмсӗр, пурте оркестр инструменчӗсем пек — кашни хӑйӗн ноти-сӑмахне аталантарса пупленӗн туйӑнать.

Звук этого разговора перелетал от одного лица к другому, от одного к двум, опять к одному, трем, двум и так беспрерывно, что казалось, все говорят, как инструменты оркестра, развивая каждый свои ноты — слова.

XVII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Кунсӑр пуҫне — ҫакӑн пирки тепре уйланма пуҫланӑ вӑхӑтра та вӗсенчен нихӑшне те курмастӑп, сасартӑк пӑхрӑм та — айккинчи алӑксенчен пӗринчен

Кроме того, я никого не видел из них и в то время, как стал думать об этом еще раз, вдруг увидел из боковых дверей…

XVI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Блюм пӗр минута яхӑн пач хускалмарӗ, ӑна тунсӑх кӑшлать, унӑн урмӑшса ӗҫлеме пуҫланӑ пуҫӗнче пӗринчен тепри теветкеллӗрех те айванрах плансем кӗрешеҫҫӗ.

С минуту Блюм оставался неподвижен, тоска грызла его, всевозможные, один другого отчаяннее и нелепее, планы боролись друг с другом в бешено заработавшей голове.

V. Шӑплӑх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Вӑл ҫакӑнта пулкаланӑ, анчах шурӑ хунарлӑ йӑлтӑркка алӑксенчен пӗринчен те нихӑҫан та кӗрсе курман, нихӑҫан та выляман.

Он бывал в этом квартале, но никогда не заходил ни в один яркий подъезд с белыми фонарями, никогда не играл.

VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Эпӗ адрес тупрӑм, ҫав вырӑна кайрӑм та пӗлтӗм… иккӗшӗнчен пӗринчен.

Я раздобыл адрес, отправился в то место и узнал от… одной из двух.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 233–242 с.

Анчах пӗр-икӗ кун каялла курнӑҫнӑ чух вӑл кая юлма юра-манни пирки пӗлтернӗччӗ, мӗншӗн тесен унӑн ултӑ ачи пӗринчен тепри пӗчӗк.

Однако на днях он говорил мне, что опаздывать не имеет права, так как шесть его детей, мал мала меньше.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 147–152 с.

Шӑпах ҫак кунсенче, август пуҫламӑшӗнче, республикӑн кӑнтӑр енчен пӗринчен тепри хӑрушӑрах темиҫе хыпар ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Паллах, ун чухлӗ тимӗрҫӗ ӑсталанӑ япаласем, пӗринчен тепри лайӑхрах пулин те, пӗчӗк ялта саланса пӗтеес ҫук.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Халӑхра Калюк ертсе пыракан вӑрӑ-хурахсен эшкерӗ ҫинчен пӗринчен тепри хӑрушӑрах сӑмах ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫанталӑк сивӗтсех пычӗ, урасем тарӑн кӗрт ӑшне путса пыраҫҫӗ, ывӑннипе эпӗ урасене те пӗринчен тепӗрне аран-аран ирттерсе пыратӑп.

Становилось все холоднее, я проваливался в глубокие сугробы и от усталости с трудом передвигал ноги.

Ачана ят параҫҫӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Пӗринчен тепри тасарах.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Халӑх хушшинче пӗринчен тепри ыйтса пӗлсе, хыҫалта тӑракансем: — Вокзалта унта хлопецсем темле комиссие хӗнеҫҫӗ, — терӗҫ.

По толпе побежал говор, и задние сообщили: — Да там на вокзале хлопцы комиссию какую-то бьют.

2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех