Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пушанса (тĕпĕ: пушан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эп халӗ хуйхӑсӑр вилетӗп — Тӗнче юлмасть-тӗр пушанса.

Куҫарса пулӑш

XXXVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

«Эс йӑнӑшан, Кавруҫ; пӗлетӗн: Чӗре кӗлет пек пушанса Юлмасть нихҫан — теме кӗтетӗн, — Шанӑҫпала, тен, ӑшӑнса?

Куҫарса пулӑш

XXXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫапла этем те юратусӑр Юлать, — шӑп хывӑх, — пушанса Пырать ҫын пурнӑҫ тӑрӑх унсӑр Ҫут тӗнчерен те ютшӑнса.

Куҫарса пулӑш

VI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ӗҫпе килнӗ ҫынсем тухса кайиччен вӑл хӑйне ҫав тери кирлӗ хыпара пӗлтерме васканӑ ҫын пек тытрӗ, председатель пӳлӗмӗ пушанса юлсан вара, сӗтел ҫывӑхне сиксе ларса, сӑмахне пуҫларӗ:

Куҫарса пулӑш

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Колхоза кӗнӗренпе Назиб вӗҫӗмсӗр бригадир пулса ӗҫлет, ку ӗҫрен вӑл пӗрре те пушанса курман.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫынсем ҫак икӗ кун хушшинче хӑмла ҫырлине ҫӳрерӗҫ, мунча хутса кӗчӗҫ, килти ӗҫсене турӗҫ, паян вара, таврара нимӗнле ҫумӑр пӗлӗчӗ те ҫуккине кура, бригадирсем пырса каласса кӗтмесӗрех хире тухрӗҫ, Кӑтра Михала ҫумӑрлӑ кунсенче икӗ старикпе итем ҫинче ӗҫлерӗ, паянхи каҫ кӳлӗм ҫеҫ, мӗн пур ӗҫсенчен пушанса, кӗлтесем йӗпенсе выртмаҫҫӗ-и-ха тесе, хире кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӗҫрен пушанса каялла кӗнӗ ҫӗре Хаят ҫукчӗ, амӑшӗ кӑмака патӗнче айкашатчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кунта эпӗ никам та мар, — ӗҫрен пушанса, пысӑк аллисемпе сӗтел ҫине чавсаланчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӗтерне инке, ӗҫрен пушанса, ун патне пырса тӑчӗ, аллине умӗнчи саппунӗпе шӑлса типӗтрӗ те, халӗ ӗнтӗ пикенсе сӑмахлассине систерсе, татӑклӑн каласа хучӗ:

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Анушка вӗренме кайнӑ хыҫҫӑн Кӑтра Михала пӳрчӗ пушанмаллипех пушанса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ялсем пушанса юлчӗҫ пулсан кам ҫимелли парӗ вӗсене?

Куҫарса пулӑш

17. Вӑрманти хӑнасем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кӗсьесем йӑлт пушанса юлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10. Крымри шӑрӑх ҫанталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тем тесен те Юмансар вырӑнне ун пек пушанса юлма памалла мар.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тимӗрҫӗ лаҫҫи ҫынсенчен пушанса юлсан Северьянпа Иштерек алӑк умне пырса лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Тимӗрҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ватӑсем хыҫҫӑн пушанса юлнӑ ҫурта йӳнӗ хакпах сутаҫҫӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

Тылри паттӑрлӑха упракан кунчӑкри йӗркесем // Алексей СЕМЕНОВ. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d1%82%d1% ... %b5%d1%81/

Ҫулсем иртнӗ май ялсем пушанса, унти ҫуртсем хупӑнса пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ Кармами выҫҫӑлккине — 100 ҫул // Юрий Никитин. http://kanashen.ru/2022/09/16/ce%d0%bde- ... %83%d0%bb/

Крепость умӗ йӑлтах пушанса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кимӗ пушанса юлчӗ — юлашки хут пуртӑ ҫӗклекен ҫынӗ никам тӗртсе ямасӑрах вӑйсӑррӑн кимӗ айккине шуса анчӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Инструменчӗ, чӑнахах та ӗнтӗ, пит кивӗскер: тӗксӗмленсе, хуралса ларнӑ, хӗлӗхӗсем пушанса кайнӑ, чи ҫинҫи татӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Кам пултӑн-ха эс, упа ҫури тытма ҫапла ҫӳлтен сикнӗ ырӑ ҫыннӑм? — терӗ Иштерек ӗҫрен пушанса аллисене типӗ ҫулҫӑсемпе шӑлнӑ май.

Куҫарса пулӑш

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех