Шырав
Шырав ĕçĕ:
Халь пуртӑпа яратӑп! — кӑшкӑрса ячӗ атте, Ваҫҫа патнелле пӗр-икӗ утӑм туса.
Ҫуркунне // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Питӗ тарӑхнипе Мултта хӗресе кӑларать те пуртӑпа касса ваклать, ҫырмана пӑрахса тӑпрапа хуплать…
Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Кашниех мӗнпе те пулин авӑрланнӑ — пуртӑпа, тимӗр сенӗкпе…
Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
— Эп сана пӗрре-пӗрре… ҫывӑрнӑ чух пуртӑпа касатӑп, — терӗ вӑл, ҫак хушӑра вилсе чӗрӗлнӗскер, хӑйсен тарҫи ҫине сехӗрленсе те кураймасӑр пӑхса, — е тыттарса яратӑп.
Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Картишӗнче пуртӑпа вут ҫурни илтӗнет.
Яка Илле мунча кӗрет // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ҫӑкрине пуртӑпа касса ҫинӗ (тип ҫӑкӑр перекетлӗ).
Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Утара ситсе пуртӑпа ҫапа-ҫапа салатлӑ вӗллесене курсан тин Ухтиван сасартӑк тӗлӗнсе чарӑнса тӑчӗ, тарӑхса кайрӗ.
Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Сасартӑк сӗм-каҫхи тӑпа Кӗмсӗртетни хаяррӑн хуҫрӗ — Ухтер-мӗн ҫапрӗ пуртӑпа Хӗре пуҫ урлӑ.
VII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Эпир санпа иксӗмӗр пуртӑпа пӑчкӑсӑр пуҫне урӑх ӗҫ хатӗрӗ тытса кураймастпӑр-тӑр.
XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ҫуркуннене ҫамрӑксем ҫимӗке кӗтнӗ пек кӗтрӗмӗр иккен те, ялан пуртӑпа ларма тӳсӗм ҫитӗ-и?
X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Халӗ ӗнтӗ вӑл Сехре чӗлӗм туртнӑ хушӑра та унчченхи пек тунката ҫинче канса лармасть, пуртӑпа туратсене иртме васкать.
ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Картиш варрине ҫитсен чухларӗ — ун пуртӑпа ним тумалли те ҫук, ҫав, пӳртре ҫакӑнса таракан пӗр ҫыхӑ табак ҫулҫине тураса пӑрахсан кӑна.
XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Юрать Ахтупай ӑна пуртӑпа ҫамкаран ҫапса тӑнран кӑларчӗ.
3. Сӗрен хулли // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ҫунса пӗтеймен пӳрт пусми ҫинче пысӑк пуртӑпа тутар тӑрать.
Хӗҫпе ҫӗлен // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Кӑштах пӑлхарсене хӑратма, патвар пӑлхара, тутарсене хирӗҫ тӑнӑшӑн, пуртӑпа пуҫне касма хушрӗ.
Хӗҫпе ҫӗлен // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Юлташӗ килӗшрӗ, пуртӑпа вӗрен йӑтса, ун хыҫҫӑн утрӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Вӑл умри ӑвӑс сыпписене пуртӑпа вакла-вакла кӑмакана ывӑтрӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Аякран пӑхсан, пуртӑпа чутласа тунӑ кӳлепе майлах ку ҫын: хулпуҫҫийӗсем урлӑ кашта хунӑ тейӗн, ҫан-ҫурӑме — тӳп-тӳре шерте пек.
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
— Кам пуртӑпа шанлаттарать тетӗп.
VI // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Перопа ҫырнине вара пуртӑпа та хырса пӑрахаймӑн, шывпа та суса яраймӑн.
IV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.