Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пирус сăмах пирĕн базăра пур.
пирус (тĕпĕ: пирус) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Каллӗ-маллӗ утать вӑл, хаҫат ҫурса, пирус ҫавӑрать.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

— Пур ҫӗре те пырса ҫитеймест пулас-ха унта, — Симон Васильевич пирус тӗпне урнӑна пӑрахать те лесника алӑ тытать.

Куҫарса пулӑш

«Штирлиц» вӑрмантах пурӑнма юлать. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Симон Васильевич Коробкин, министр заместителӗ, урамра пирус мӑкӑрлантарса тӑраканскер, Левене аякранах палласа илет:

Куҫарса пулӑш

«Штирлиц» вӑрмантах пурӑнма юлать. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Костюм тӑхӑнать, галстук ҫыхать, пирус туртма аван пӗлет, хырӑмӗ ҫатӑртатса выҫма пуҫласан, ресторана каять, уйӑхсерен зряплата илет.

Куҫарса пулӑш

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ма тесен нимӗнле упа та сана чарса пирус парса хӑварма ыйтмасть; нимӗнле упа та, сӑра мехӗнсе, пӑру хӳри ҫумне ҫыпҫӑннӑ куршанак евӗр ҫапкаланса ҫӳремест; нимӗнле упа та… ӗҫсӗр аптӑраса ҫитмест.

Куҫарса пулӑш

Чи хӑрушши — упа мар… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Узурпаттӑр: «Кун пирки, кунта халь мӗн пулнине ҫын пӗлсен, — тесе хытарать Мишшана, — тепрехинче кӑвапу ҫинче вунпилӗк пирус тӗпне сӳнтеретӗп. Ӑнланмалла-и?»

Куҫарса пулӑш

5 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Вара иккӗшӗ те васкамасӑр пирус тивертеҫҫӗ, тем пуплеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар пирус туртнине пула тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Канашри пушарта 55-ри арҫын тата 60 кӑвакарчӑн вилнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/38010.html

Тӗпчевҫӗсем малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, кил хуҫи пирус туртнӑ чух асӑрханса ҫитереймен.

Куҫарса пулӑш

Пушар тухнӑ ҫуртра арҫын виллине тупнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/37346.html

Пирус тивертсе ячӗ, пӗр-иккӗ ҫӑтса илсен, каллех сӳнтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Юлашкинчен ҫакӑн пек ӗҫ пулса иртнӗ: Шура хӗвел анас умӗн пирус туртса маччаналла пӑхса выртнӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Тепӗр кунне вӑл кӑштах вӑй илнӗ те — ура ҫине тӑнӑ, сӗтел ҫинчи пирус пачкине асӑрханӑ…

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Хӗллехи хутман сивӗ пӳлӗм урайӗнче пирус тӗпӗсем, шкул тетрачӗсем, арифметика кӗнекисем сапаланса выртнӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Сӗтел ҫинче ҫавӑн пек ҫыру выртнӑ, унпа юнашар, — Станислав васканипе е ӑнсӑртран манса хӑварнӑскер пуль ӗнтӗ, — туртса пӗтереймен пирус пачкипе шӑрпӑк курупки пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

— Калӑпӑр, хӗрарӑма ҫав тери йывӑр хуйхӑ пырса ҫапнӑ, унӑн ниҫта кайса кӗме те ҫук, вара вӑл, ним тума аптранӑ енне, ҫӑвара пирус хыпма та пултарать…

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

— Хӗрарӑмсем пирус туртни пирки мӗн шухӑшлатӑн эсӗ, Володя? — ыйтрӗ вӑл шӑппӑн.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Эпӗ те ҫаврӑнса пӑхрӑм: пирус ҫути пӗрре ҫуталать, тепре сӳнет.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Алӑк умӗнче пӗр хӗрарӑм пирус туртса тӑнине куртӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

— Вӑл пирус тивертсе ячӗ те сулахай аллине ман хулпуҫҫи ҫине хучӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Хӗллехи сивӗре кӑмакаран-мӗнрен тухакан пушар та нумай, граждансем ӳсӗрле пирус туртни те чылай инкек кӳрет.

Куҫарса пулӑш

Уяв савӑнӑҫ кӑна кӳтӗр // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/uyav-savanac-kana-kyter

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех