Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

паттӑррӑн сăмах пирĕн базăра пур.
паттӑррӑн (тĕпĕ: паттӑррӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах вӑл вӗсене куҫран пӑхмарӗ, «хӑйсен юнне, пурнӑҫне хӗрхенмесӗр паттӑррӑн ҫапӑҫакан пирӗн чӑн-чӑн геройсем, чӑн-чӑн патриотсем» ҫинчен хавхаланса калаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

«Вӗсем пурте вилӗме куҫран пӑхнӑ, пурнӑҫӗсене шеллемесӗр, тӑван Мускава, ҫӗршыва, пӗтӗм халӑха паттӑррӑн хӳтӗленӗ», — шухӑшларӗ Таня.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Чӑнах та кӗнекере гериокӑлла эпизодсемпе картинӑсем сахал мар: Микула тӑшмансен аллинчен чеен вӗҫерӗннисем, Анук хӑйӗн ӑс-тӑн ҫивӗчлӗхӗпе сӑн-сӑпат илемне пула тӑшмансене ухмахла тӑратса хӑварнисем, Ваҫли полиципе казаксене хирӗҫ харсӑррӑн та паттӑррӑн ҫапӑҫнисем, Кӗтерукӑн хурлӑхлӑ пурнӑҫӗпе кӗрешӳри хастарлӑхӗ, трагедилле вилӗмӗ, Натюшӑн хӑюлӑхӗ т. ыт. те.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Апла ме! — паттӑррӑн кӑшкӑрчӗ те вӑл чӑмӑрне сулса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Йӑла тӗлӗшӗнчен пӑсӑлман ҫамрӑк хӗрсемпе каччӑсем, вилӗм ҫывхарнӑ май, хӑйсене пушшех те паттӑррӑн тыткалама хӑтланаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мана, аслӑ патша тарҫине, тапӑнчӗҫ! — юлашки сӑмахӗсене Огуречников Михха умӗнче паттӑррӑн курӑнасшӑн каларӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӗрле, никам курман ҫӗрте е ушкӑнпа чухне, вӗсем хӑюллӑн, паттӑррӑн тапӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан хуйхӑ-суйхӑллӑ шухӑшӗсенчен хӑтӑласшӑн, хӑйне хӑй паттӑррӑн тытма тӑрӑшса, васкамасӑр утрӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах кунта лӑпкӑ пулнӑ тееймӗн – юнашарах вӑрҫӑ пынӑ, афган халӑхне боевиксенчен хӳтӗлесе совет офицерӗсемпе салтакӗсем паттӑррӑн кӗрешнӗ, хӑйсене шеллемесӗр пуҫӗсене хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑрлӑхсем ҫирӗплӗхе вӗрентнӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11308-jy ... he-v-rentn

Паттӑррӑн кӗрешрӗн эсӗ хамӑр шӗкӗр хулана, Хусана, каялла тавӑрассишӗн.

Куҫарса пулӑш

14. Ӗмӗтсем, ӗмӗтсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мирлӗ пурнӑҫшӑн паттӑррӑн кӗрешнӗ салтаксемпе офицерсем.

Куҫарса пулӑш

Патриот - Тӑван ҫӗр-аннемӗре юратакан, мирлӗ пурнӑҫшӑн пур вӑйран тӑрӑшакан // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11433-pa ... t-r-shakan

Вӑл мана чӗнсе илсе ҫапла каларӗ: государь сирӗн енчи ҫӗрсен пӗр пайне Хусан патӗнче паттӑррӑн ҫапӑҫнӑшӑн Иван Шереметев княҫсене, шӑллӗпе пиччӗшне, Сӑр шывӗн вӑрринчи ҫӗрсене Воротынский пӗр тӑвансене памалла тунӑ терӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эп Кайбуллана Хусана илнӗ ҫӗрте паттӑррӑн ҫапӑҫнӑшӑн Юрьев хулине парасшӑн.

Куҫарса пулӑш

7. Атӑл тӑрӑх — тӑвалла // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Усеин-Сеит ҫурчӗ умӗнче тутарсем уйрӑммӑнах паттӑррӑн ҫапӑҫнӑ курӑнать.

Куҫарса пулӑш

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Патша вӗсемпе килӗшмесӗр тӑма пултараймарӗ: казаксем Хусаншӑн мӗн килнӗренпех пит паттӑррӑн ҫапӑҫрӗҫ, Арск енче вӗсем кашни кун анатри ҫармӑссемпе нухайсен утлӑ ҫарне йышлӑн пӗтерсе пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Аслӑ князь мӑрсасене Хусан княҫӗсен утлӑ ҫарне хирӗҫ паттӑррӑн ҫапӑҫнӑшӑн тата темиҫе княҫа тыткӑна илнӗшӗн тав турӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫаксем ҫирӗҫ ман пуҫа Хусанта, — терӗ Шигалей малта тӑракан мӑрсасем умӗн паттӑррӑн утса иртсе.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хусана илнӗ чухне кам паттӑррӑн ҫапӑҫнӑ?

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пире Ту енчи ҫӗр-шыв пӗтӗмпе кирлӗ мар, Ҫавал тӑрӑхӗнче ясак пуҫтарсан та ҫитет, — паттӑррӑн калаҫма тӑрӑшрӗ ывӑлӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Юсуф князь // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Унччен Украина ССРӗ пулнӑ территорире неонацизмпа паттӑррӑн ҫапӑҫакан доброволецсене уйрӑммӑн палӑртса хӑвармалла.

Отдельно стоит выделить самоотверженность тех добровольцев, которые в эти дни воюют с неонацизмом не территории бывшей Украинской ССР.

Олег Николаев Доброволец кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/12/05/gla ... et-s-dnyom

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех