Шырав
Шырав ĕçĕ:
1. Унтан Иосиф ывӑлӗсене шӑпа тухнӑ: вӗсен ҫӗрӗн чикки, Иерихон тӗлӗнчи Иорданран пуҫласа, Иерихон шывӗнчен тухӑҫалла, Иерихон патӗнчен Вефиль тӑвӗ патнелле сарӑлса выртакан пушхирпе пырать; 2. чикӗ Вефильрен Луз патнелле каять, унтан, Арха чикки енне каҫса, Атарофа ҫитиччен тӑсӑлать, 3. тинӗс хӗррине, Иафлет чикки патне анать, Анатри Беф-Орон, Газер патне ҫитсе тинӗс хӗррине пырса тухать.
Нав 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
— Эсир камсем пулатӑр, йӑмӑксем? — пӗшкӗнет вӑл те хӑранипе, те шӑннипе чӗтресе выртакан хӗрсем патнелле.
Вӗри юнлӑ чӗресем // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Пурӑнатпӑр иккен-ха, — чӗтрекен аллине стакан патнелле тӑсрӗ вӑл.
Яка пӑр ҫинче ташлакансем // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Справкӑсем хатӗр, паспорт илетӗп, — аллине ял Совет секретарӗ енне, Варук патнелле тӑсрӗ Куҫма.
Нефтяниксем яла килеҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Вӗри пӑс, ниҫталла персе тухма пӗлмесӗр, тем хулӑнӑш ҫӗлен пек авкаланакан шланг тӑрӑх буровой патнелле талпӑнать.
Энтип пичче пуҫне пӑркалать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Ак ӗнтӗ ҫырма енчи пахча алӑкне уҫса, Варук ансӑр сукмакпа улӑм витнӗ вите патнелле хӑпарса кайрӗ.
Салтаксем таврӑнаҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Аякранах кӑшкӑра-кӑшкӑра ҫывхарчӗ вӑл Пӑвӑр Энтипӗ патнелле:
Пӑвӑр Энтипӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
— Иртӗр, иртӗр кунталла, Архип Григорыч, — Эрхип патнелле утрӗ Николай Петрович.
Тӑмпайри «Нарспи» туйӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Палас сарнӑ саксемпе пукансене сӗтел патнелле шутарчӗҫ.
Тӑмпайри «Нарспи» туйӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Пурте тухӑҫалла, Мускав патнелле, васкаҫҫӗ.
Тӑмпайри «Нарспи» туйӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Нимӗҫсем уҫӑ хапха патнелле ыткӑнчӗҫ, Иванӑн автомачӗ виҫҫӗшне ҫавӑнтах ҫулса тӑкрӗ, ыттисем каялла чакрӗҫ.
Савнисем юнашар куҫ хупрӗҫ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Мунча патнелле иккӗн ҫывхараҫҫӗ.
Савнисем юнашар куҫ хупрӗҫ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Иван темиҫе хутчен чӑпӑрккине пуҫ тӗлӗнче ҫавӑра-ҫавӑра шартлаттарса ҫапрӗ, чӑпӑркка вӗҫне чул ҫыхса кашкӑрсем патнелле пӑнлаттарчӗ, анчах тукмак хӳресем вӑрманалла кӗрсе пытанма шутламарӗҫ-ха.
Савнисем юнашар куҫ хупрӗҫ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Ҫывӑхри вӑрман патнелле упаленсе кайрӗҫ саперсем, мина хыҫҫӑн мина тупса, вӗсен запалӗсене кӑларса илсе, каялла пытарчӗҫ, ҫеремпе хупларӗҫ.
Савнисем юнашар куҫ хупрӗҫ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Ытти командирсемпе пӗрле Хӗветӗр те ун патнелле чупрӗ.
Салтак ҫулӗ вӑрӑм // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Вӗсем вар тепӗр енче кӗрлекен тракторсем патнелле утрӗҫ.
Каччӑсемпе хӗрсем // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Влас, ҫӗҫҫине хатӗр тытса, урисене сарлакан пускаласа, будка патнелле тискер кайӑкла йӑпшӑнса ҫывхарма пуҫларӗ.
Каччӑсемпе хӗрсем // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Тракторне ана варринчех сӳнтерчӗ те, сеяльщикне: «Трактор ванчӗ, каях килне!» — тесе, тапӑр патнелле чупрӗ.
Каччӑсемпе хӗрсем // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Шинельне хывса Натише тыттарчӗ те Ваҫук, пукансене шӑчӑпа хӑй патнелле туртса илсе, вӗсем ҫине тӑчӗ, унтан сак ҫипе ярса пусрӗ, сӗтел патне ҫитрӗ.
Каччӑсемпе хӗрсем // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Эпӗ вӑрӑм кунчаллӑ атӑпа! — шӑчӑпа тӗрткеленсе, пӳрт патнелле ишсе кайрӗ.
Каччӑсемпе хӗрсем // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.