Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

патвар сăмах пирĕн базăра пур.
патвар (тĕпĕ: патвар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Питомникри ӗҫченсем, хӑйсем пӑхса ҫитӗнтернӗ патвар калчасене кӑларнӑ чухне, ҫемьере ывӑл ача ҫуралнӑ чухнехи пек, пӗтӗм чун-хавалӗпе савӑнса, чупкаласах ӗҫлетчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Ҫу кунӗсенче типсе е чирпе хӑрнӑ вырӑнсене кӗркунне патвар калчасем лартса юсанӑ.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Ун патнелле вӑтӑр-вӑтӑр пилӗк ҫулалла ҫитнӗ, чӑвашсем калашле, хапха юпи пек ҫӳллӗ те патвар, чӗркуҫҫине кӑшт ҫеҫ ҫитейми вӑрӑм алӑллӑ арҫын пырать.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Сарлака сухаллӑ патвар ҫын.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ара, ҫавнашкал патвар кӗлеткеллӗ чипер ҫыннӑн, тепӗр тесен, мӗншӗн-ха тата капӑр тумланса ҫӳремелле мар?

Куҫарса пулӑш

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Лайӑх пӑхса ӳстернӗ ӑвӑссем патвар, таса, йӑрӑс.

Куҫарса пулӑш

Пӑшӑлтисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 49–50 с.

Колхоз председателӗ Иван Ильич, сарлака хулпуҫҫиллӗ, патвар, ҫӳҫӗ кӑштах кӑвакара пуҫланӑ ҫын, питӗ хӗрӳллӗ савӑнтармалла сӑмах каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Матӗрне инке // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 24–32 с.

Округ пуҫлӑхӗн помощникӗ те пӗчӗк ҫын мар, анчах хулӑн, тӗреклӗ, патвар.

Помощник окружного начальника выступает не хуже, чем на смотру, довольно легко подбрасывая свое круглое плотное тело.

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫӳҫӗ йӑмӑх хура, ӳчӗ шурӑ, кӗлетки патвар.

Волосы жгуче-черные, кожа белая, телом коренаст.

Юлташсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ишут кунта та мӗскӗн мар: Ун куҫӗсем ытла хӗлхемлӗ, Хул-ҫурӑмпа яштак, патвар, Пӑхма вӑл савӑк ҫын, илемлӗ: Чӑр куҫӗ, ҫӳҫӗ — ан тура.

Куҫарса пулӑш

XIV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

— Шӑллӗ кунтан та патвар пулӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ман патвар ӳсесчӗ, Ҫӗр ҫинче ҫӗлесчӗ, Ырашне акасчӗ, Хӑмлине ҫакасчӗ!

Мне бы здорово расти, Сшить бы на земле, Рожь бы сеять, Хмель бы вывесить!

Чӑваш ҫӗрӗ, пурӑн ӗмӗр // Милена Яковлева. http://gazeta1931.ru/gazeta/9966-informa ... arap-pyrat

Кӑҫал та ҫаплах: ҫичӗ ял тӑрӑхӗнчен килнӗ патвар та маттур арҫынсем, ӗнерхи салтаксем, пултарулӑх конкурсӗнче тупӑшрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑйлисем, хӑюллисем ӑмӑртрӗҫ // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/02/25/%d0%b2a%d0 ... 2%d1%80ec/

Патвар та вӑйлӑ пӑлхара виҫӗ лутра нукер аран тыткаласа пусма ҫине хӑпартса чӗркуҫҫи ҫине лартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӗҫпе ҫӗлен // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Кӑштах пӑлхарсене хӑратма, патвар пӑлхара, тутарсене хирӗҫ тӑнӑшӑн, пуртӑпа пуҫне касма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗҫпе ҫӗлен // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Арҫынсенчен ватӑ шур сухаллӑ асаттесене те пӗр патвар, вӑтам ҫулсенчи пӑлхара кӑна тытса килчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӗҫпе ҫӗлен // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Патвар сарлака хулпуҫҫиллӗ, чӑмӑрӗсем лашана ҫапса вӗлермелли пек пысӑк та ҫирӗп.

Куҫарса пулӑш

Пӑлхар ҫар ҫынни пӗтни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

— Пыр ҫывхарах, Ҫулӑм, — тесе тӗртрӗҫ юлташӗсем пӗр патвар кӑна пӑлхар ачине.

Куҫарса пулӑш

Ҫыру // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Эп килессе тахҫанах кӗтнӗ пулас вӑл, савӑнса-хӗпӗртесе вӑр-вар уткаласа, шавлӑн саламласа хирӗҫ тухрӗ халӗ те патвар кӗлеткеллӗ Владимир Семёнч, Володя.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлтӑрлӑ кирпӗч // Николай Адёр. https://ru.chuvash.org/content/6051-%D2% ... D1%87.html

Университет ректорӗ Луньяк, кӗреш юманран чутласа тунӑ пек патвар хул-ҫурӑмлӑскер, ҫарамаслантарас пулсан, чӑнах та ҫак рамкӑри пекех курӑнмалла — ҫапах та кам хӑйса хывӑнтарса лартнӑ-ха ректора Хура тинӗс хӗрринчи чуллӑ хӑйӑр ҫине?

Куҫарса пулӑш

Университет юбилейӗ // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех