Шырав
Шырав ĕçĕ:
Малти парта хушшинче ларакан Денис каялла ҫаврӑнса ыттисем ҫине пӑхкаларӗ.
2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html
Ҫавна май йӑмӑкне ултӑ ҫултах парта хушшине ларма тӳр килнӗ те.Таким образом и удалось усадить свою младшую сестренку за парту в шесть лет.
Пархатарлӑ пурнӑҫ парнелет телей // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/parxatarla-purnac ... telej.html
Славик ӗненмесӗр ҫаврӑнса пӑхрӗ те, хӗр чӑнласах ыйтнине кура, парта хушшинчи ача пек ура ҫине тӑчӗ.
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
Пӗр класра вӗренчӗҫ, пӗр парта хушшинче ларчӗҫ.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.
Ҫтаппан ларакан парта еннелле — кашнинчех пушӑччӗ вӑл.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Эппин, ачасем малашне вӗренӳ ҫуртне парта хушшинче ларса паллӑсем илме мар, канма, сывлӑха ҫирӗплетме ҫӳрӗҫ.
«Хӑрушсӑр ачалӑх» форум иртрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=pEO-bYvzI5Q
– Сана манпа пӗрле пӗр парта хушшине лартнӑ чухнехи.
Кивӗ Тутайкасси // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/632
Унпа пӗр парта хушшинче ларан-ҫке, сан юрать ун патне кайма.
Пӗлес килет // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/578
Ачасем Анна Ивановнӑна чечексем парнелерӗҫ те парта хушшине ларчӗҫ.
Портфельсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/567
Парта хушшине студентсемпе пӗрле пирӗн ӗҫтеш Регина Кубайкина та ларчӗ.
«Фермер шкулӗ» пуҫланчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60969
Халь эпӗ парта хушшинче лармастӑп.
А — Я // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
— Ан тив, пирӗн патӑмӑрта пыйтӑсем ҫӑварӗсене улӑм пӗрчи хыпса ҫӳренине хӑй куҫӗпе куртӑр! — малалла калама хӗтӗртрӗҫ Пантелемона хӑйпе пӗр парта хушшинче ларакан кӳршисем, ӑна чавсисемпе тӗрткелесе.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Дудэу кашкӑр ҫури пек ҫӑмӑллӑн ури ҫинче тепӗр еннелле ҫавӑрӑнчӗ те хӑй ларакан парта патнелле кайма тӑчӗ.Повернувшись с легкостью волчка вокруг собственной оси, Дудэу двинулся было к своей парте.
Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
— Апӑр-тапӑрусене парта хушшинчен илсех тух.
Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Надзиратель Пенишорӑна сак патне ҫитичченех куҫӗпе ӑсатрӗ, унтан пӗрремӗш парта патне йӑпшӑнарах утса пычӗ те ун ҫумне чавсаланчӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Малти парта хушшинче ларакан Пенишора ура ҫине тӑчӗ, унтан тетрачӗсене хӑвӑрт пуҫтарчӗ те, надзиратель сиввӗн пӑхнинчен шикленнипе васкамасӑр алӑк патнелле утрӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Вара вӑл парта хушшине лӑпланса кӗрсе ларчӗ те хӑйӗн жилечӗ ҫумӗнче ҫакӑнса ҫӳрекен сад ӗҫӗнче усӑ курмалли пӑхӑр сӑнчӑрлӑ ҫӗҫҫине туртса уҫрӗ, касмалли енӗпе пуҫ пӳрнери чӗрнине хырса пӑхса, кӑранташне шӗвӗртме пуҫларӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Аллине йӗм кӗсйине чиксе, вӑл, никамран та хӑраман пек, Доруца ларакан хыҫалти парта патне хӑйӗн кукӑр урисемпе тапӑлтатса утса кайрӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
— Доруца! — ҫаннинчен туртрӗ ӑна хӑйпе пӗр парта хушшинче ларакан юлташӗ, пуҫӗпе кӑштах уҫӑлса тӑракан алӑк еннелле кӑтартса.— Доруца! — потянул его за рукав сосед по парте, указывая головой на приоткрывшуюся дверь.
Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Тата, астӑватӑн-и, пирӗн класра манпа юнашар парта хушшинче пысӑк хура куҫлӑ хӗрача ларатчӗ?
XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.