Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пуринчен те ытларах вӑл вырӑс чӗлхинчен хӑрать, юлташӗсем вӑрттӑн каласа панисене пула ҫеҫ иккӗ паллӑсенчен хӑтӑлса пырать.Больше всего он боялся русского языка и почти всегда выезжал на подсказке.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.
Каҫхи вӑхӑтсенче эпир синоптик циклонсемпе антициклонсем мӗнрен пуҫланса кайнисем ҫинчен каласа панисене итлеме пухӑнаттӑмӑр.
Полюса ҫӗнсе илни // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Вӗсемпе тӗл пулнӑранпа пӗр вунпилӗк-вунултӑ ҫул иртрӗ пулсан та, ҫак лётчиксем каласа панисене эпӗ халӗ те аван астӑватӑп.Эти рассказы я помню до сих пор, хотя наша встреча произошла лет пятнадцать-шестнадцать назад.
Ҫурҫӗрти авиаци пионерӗсем // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Чӑнласах та, «хир чӑххилле» эпӗ нумай хут пурӑнса курнӑ ӗнтӗ, апла пулсан та ытти лётчиксем «хир чӑххилле» хӑйсем епле пурӑнса ирттернисем ҫинчен каласа панисене интересленсех итлеттӗм.
«Хир чӑххилле пурӑнни» // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Ӗҫсӗр аптранӑ ҫынсем каласа панисене эпӗ ӗненсех те кайман, ҫапах та маншӑн вӗҫевре йывӑрлӑхсем пуласси паллах пулнӑ.Я не очень верил разговорам досужих людей, но все же трудности перелета для меня были ясны.
Мотор ӑса вӗрентрӗ // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
— Калӑр-ха, эпӗ Галлие каласа панисене ӗнентӗр-и эсир?— Скажите, вы не поверили тому, что я сейчас рассказывал Галли?
VIII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Байдуковпа Беляков Чкалов чӗререн каласа панисене тимлӗн итленӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн вӗсем ӑна тата ытларах хисепленӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Ольга Эразмовна упӑшки каласа панисене яланах интересленсе итленӗ.Ольга Эразмовна всегда с интересом выслушивала рассказы мужа.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
И. П. Антошин Чкалов илемлӗн те пӗр пытармасӑр чуна пырса тивмелле каласа панисене итлеме юратнӑ.И. П. Антошин любил слушать красочные, подкупающие своей искренностью рассказы Чкалова.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Авиацире пулса иртнӗ событисене сӳтсе явнӑ чухне юлташӗсем вӑл каласа панисене тимлӗн итленӗ.При обсуждении авиационных событий товарищи прислушивались к его мнению.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Валерий унччен те хӑйсен ялӗсем, Чулхулара авиаци механикӗ пулса ӗҫлекен Владимир Фролищев, летчиксемпе самолетсем ҫинчен каласа панисене илтнӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Василевӑри ытти ачасемпе пӗрле вӑл хаваслансах вырӑс салтакӗсен паттӑрла ӗҫӗсем ҫинчен каласа панисене сӳтсе явнӑ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Эсир, хаклӑ вулаканӑм, ҫав ирхи сехете, хумсем шӑмпӑлтатнине, инҫетри буровойсен ҫутисене тата тинӗссен тем те пӗр пытарса тӑракан тӗпӗсем ҫинчен каласа панисене астӑватӑр ӗнтӗ.
Юлашкинчен калани // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Лӑпланма тӑрӑшса, инженер кабинет тӑрӑх утса ҫӳрет, ватӑ нефтяниксем хӑйне совет ҫыннисем пӗрремӗш хут Каспи тинӗс тӗпӗнчи ылтӑнпа мӗнле майпа усӑ курни ҫинчен каласа панисене аса илет.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Георгий Давыдович ун ҫинчен Алексей каласа панисене аса илчӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Яков манах Ольгӑпа питӗ туслашса кайнине курчӗ, ӑна чӗмсӗр Вера Попова та хисепленӗ, Мирон та, — хӑй ашшӗ вилнӗ хыҫҫӑн тата ҫилленчӗкрех, хытӑрах чунлӑ пулса кайнӑ пулин те, фабрикӑра асли пек хушса ҫӳренӗ, Яков ҫине служащи ҫине кӑшкӑрнӑ пек кӑшкӑркаланӑ пулин те, — тетӗшӗ хӑй тӗнче тӑрӑх ҫӳренисем ҫинчен, ҫынсем ҫинчен каласа панисене итленӗ чух йӗрӗнсе питне-куҫне хуҫкаламан.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Илья Артамоновшӑн тепӗр чухне хула ҫыннисем хӑй ҫине тӑшманла пӑхма пӑрахнӑ пек туйӑннӑ; Дрёмов ҫыннисем ун умӗнче сума суса картузӗсене хывнӑ, вӑл Ратский княҫсем ҫинчен каласа панисене тимлӗн итленӗ, ҫапах та кам та пулин, ялан тенӗ пекех, ун сӑмахӗсене мӗн пирки те пулин мӑнкӑмӑлланса асӑрхаттармасӑр ирттерсе яман:
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ӑнсӑртран тупӑннӑ ӗҫсемпе аппаланатӑр, нимӗнле план та ҫук, главный инженер кӑтартса панисене пӗтӗмпех айккине пӑрса хунӑ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
— Беридзе сӑлтавласа панисене эсир пӗр хут ҫеҫ мар илтетӗр вӗт? — Грубскирен ыйтрӗ Дудин.— Аргументы товарища Беридзе вы ведь не впервые слышите? — спросил Дудин Грубского.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Ӑсатакансем канаш панисене, ырӑ суннисене, шӳт тунисене каякансем тимлӗн итлерӗҫ.Они озабоченно выслушивали советы, пожелания и шутки провожающих.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.