Шырав
Шырав ĕçĕ:
Спартака юратакан хӗрарӑм сана хӑравҫӑлла ӗҫ тума сӗнме пултараймасть, сӗнмелле мар, сӗнмест те Рима чӗтреннӗ хыҫҫӑн, хӑвӑн ятна ҫавӑн чухлӗ чаплӑ ҫӗнтерӳсемпе мухтава кӑларнӑ хыҫҫӑн эсӗ хӑранипе парӑнмастӑн, эсӗ турӑсем ҫырнипе ҫеҫ килӗшетӗн.
XXII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Вӑл аслӑ ӗҫсемех туса ирттерчӗ, ҫавӑнпа пӗрлех хӑйӗн тӑван ҫӗршывне тата пысӑкрах инкексем кӳчӗ, аслӑ ҫулпуҫ пулса мухтава тухнӑскер, историре хӑйӗн ҫинчен чи начар гражданин ятне хӑварчӗ.
VII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Костя тирпейсӗррӗн шӑхӑркаласа илет — хӑй мухтава тухнипе савӑнать вӑл.
Эпир курнӑҫӑпӑр-ха // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Киев комсомолецӗсем вилӗмсӗр мухтава тухса вилнӗ вырӑн!
«Ашхабад» // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Ҫак ҫӗнӗ ӗҫре те вӑл хӑйӗн тӳрӗлӗхӗпе, улпутӑн ҫамрӑк хӗрне юратнипе мухтава тивӗҫлӗ пулать, — парнесем илет.
XIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Апачӗ вара, ӑшаланӑ чӑх, чӑннипех те мухтава тивӗҫ.
10 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Унӑн разведчикӗсем пӗтӗм ҫарӗпе мухтава тухнӑ.
Эпос хывӑнни // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 75–96 с.
Мухтавлӑ Хура тинӗс морякӗсен ячӗсем пире пурсӑмӑра та паллӑ: Осипов полковник, Изербах рулевой, мухтавлӑ летчиксем Царцуми, Агафонов, Шуйиков, Нечипоренко разведчик, политработниксем Митраковпа Хмельницкий, котельный машинист Гребенников, Тӑван ҫӗр-шывӑн халь пыракан Отечественнӑй вӑрҫинче мухтава тухнӑ тата ытти нумай шанчӑклӑ патриотсем те.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Одессӑна хӳтӗлесе мухтава тухнӑ приморецсем, хӑйсен паттӑрлӑхӗпе, мирлӗ ҫулсенче Совет халӑхӗ уншӑн нимӗнне те хӗрхенсе тӑман Хӗрлӗ Ҫарӑн пысӑк авторитетне кӳреҫҫӗ.Приморцы, прославленные обороной Одессы, знаменовали собой высокий авторитет всей Красной Армии.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Вӑл ҫакӑнта пӗр кӗтмен ҫӗртен мухтава тухнӑ Яшкӑна тӑрӑхласшӑн пулчӗ.Ему хотелось унизить Яшку, неожиданно очутившегося в центре внимания.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Мухтава вӑл «шурӑ» ҫынсенчен никама та парасшӑн пулман.
Пилот ӗмӗчӗ // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
«Ҫынсем ӗмӗтсӗрленсе мухтава тухассишӗн ҫуннӑ чухне, пӗр шухӑшлӑ пулса тачӑ пӗтӗҫнӗ ушкӑн тата пӗрлӗхлӗ идея пулман чухне, ылтӑнланӑ йӗлтӗрсемпе те нимӗн те тӑваймӑн ҫав.
Ылтӑн йӗлтӗрсем // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Вӗсем халиччен пулман харсӑрлӑхпа паттӑрла ӗҫсем туса мухтава тухрӗҫ, вӗсене хамӑр тӑван халӑх кӑна мар, пӗтӗм тӗнчери ирӗке юратакан халӑх савнӑ, хисепленӗ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Совет ҫыннисем Чкаловӑн паттӑрла ӗҫне нихҫан та манмастпӑр, унӑн мухтава тивӗҫлӗ пурнӑҫӗ пек пурӑнма пулатпӑр, тесе тупа турӗҫ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
— Изобретатель ҫапах та чапа тухать, вӑл вӑхӑтра мухтава тухать.— Ну, а слава изобретателя все-таки придет, и придет вовремя.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Тавлашмастӑп, унӑн ӗҫӗсем чӑнласах та мухтава тивӗҫлӗ пулма пултараҫҫӗ пулӗ, вӗсене тунӑ ҫӗре пурне те, пур мастерсене те, вӗсемпе пӗрле Гасанова хӑйне те яма тивӗҫлӗ пулӗ…
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Ҫапла тунипе председатель Буриш хӑй нихӑҫан та йӑнӑш туман судья иккенне кӑтартса парать, мухтава тухать, судья тени пӗр ҫакна кӑна ӑмсанма пултарать те ӗнтӗ.
IV // Василий Алагер. Франс, Анатоль. Кренкбиль: повесть; В. О. Алагер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1941. — 57 с.
«Председатель Буриш мухтава тивӗҫ, чӑтма ҫук пӗлес килет хӑйӗн, ҫав кӑмӑл хӑйне йӗкӗлтесех тӑрать пулин те, хӑй ӗҫне вӑл ҫав кӑмӑл хыҫҫӑн ямарӗ, мухтава тухас кӑмӑл хыҫҫӑн каймарӗ вӑл, чӑнлӑха тӗппипех тавҫӑрса илес ӗҫрен аяккалла пӑрӑнса юлчӗ.
IV // Василий Алагер. Франс, Анатоль. Кренкбиль: повесть; В. О. Алагер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1941. — 57 с.
Чӑнах та автор Симферополь хулинче пурӑнакан ҫынсем мухтава тивӗҫлӗ ӗҫӗсене мӗнле пулнӑ ҫаплипех кӑтартса парса, кӗнекен пахалӑхне те ҫӳле ҫӗклерӗ, геройсен сӑнарӗсене те ӗмӗрлӗхех халӑх куҫӗ умӗнче тӑмалла туса хучӗ.
Иван Андреевич Козлов // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с. — 349–351 с.
Ҫак сисӗм-туйӑма пула вӑл ҫав тери нумай ырлӑха ҫухатнӑ — ӑна пула вӑл хӑйӗн хӑнӑхнӑ вырӑнне, сакӑр ҫул хушши тӑрӑшнипе туяннӑ ҫемҫе тенкел пуканлӑ хваттерне, палланӑ ҫыннисене, пуян хӗре качча илес ӗмӗтне парнеленӗ, — йӑлтах пӑрахнӑ та вӑл, ӗмӗрлӗхех мухтава тухса генерал эполечӗсене илес ӗмӗтпе, февральтех-ха действующи ҫара яма ыйтса прошени панӑ.
5 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.