Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

манса (тĕпĕ: ман) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сӗтел ҫинче ҫавӑн пек ҫыру выртнӑ, унпа юнашар, — Станислав васканипе е ӑнсӑртран манса хӑварнӑскер пуль ӗнтӗ, — туртса пӗтереймен пирус пачкипе шӑрпӑк курупки пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ҫапла ҫемйипе пуҫтарӑнаттӑмӑр та, пурнӑҫ йывӑртараххине те, тӗнчере вӑрҫӑ пынине те манса каяттӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ҫапах та «начальник» мана та манса каймарӗ, эпӗ выртакан палатӑна кашни кунах темиҫе хутчен те кӗре-кӗре тухатчӗ, госпитальре мӗн курни-илтнине чӗвӗлтетсе каласа паратчӗ, хальчченхи пекех «пичче» тетчӗ, вӑрҫӑ хӑҫан чарӑнасси ҫинчен ыйтатчӗ, ҫаплах мана ӳслӗк ересрен хӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ятарлӑ ҫар операцийӗсене хутшӑннисене асӑнса палӑк лартасси те планра пур, кун пирки те никамӑн та манса каймалла мар.

Куҫарса пулӑш

Шупашкар хулине 555 ҫул ҫитнине палӑртса хулашӑн пӗлтерӗшлӗ вун-вун объект хута кайӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/09/shup ... sa-hulasha

Мӗншӗн тесен вӗсенче иртнӗ саманан эпир ӗнтӗ манса кайнӑ паллисем час-часах тӗл пулаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Тӑван ялне ашшӗ-амӑшӗ патне ҫитме тӗв тунӑ Арсени малтанхи планӗсене манса Вика хыҫҫӑн таплаттарать.

Куҫарса пулӑш

«Чӗре тӗпӗнчи туйӑм» – юрату хайлавӗсен сборникӗ // Ольга ИВАНОВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... en-sbornik

Манса хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

— Ах, чутах манса кайман, — терӗ, кӗсйисене хыпашлакаласа тухса, — ара сана пиччӳ ҫыру парса янӑччӗ вӗт.

Куҫарса пулӑш

1 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Пуху хупӑнсан, Архип Григорьевич тем каласшӑн пек, Ҫимун умӗнче чарӑнса тӑчӗ, анчах, калассине манса кайнӑ пек, унталла-кунталла пӑхкаларӗ:

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫемен, кӑмака умӗнчи чӳлмекӗ ҫинчен манса кайса, кӗсйинчен чӗлӗмне туртса кӑларчӗ, сӑранланса ҫуталса кайнӑ мамӑк шӑлаварӗн тепӗр кӗсйинче хыпаласа енчӗк шырарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

«Эпӗ кунтине никам та пӗлес ҫук-ха, — ӗнентерме тӑрӑшрӗ вӑл хӑйне. — Тен, мунчара пӗрер япалине манса хӑварнӑ?

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Манса пӗтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Уканӗ хӑй манса хӑварнӑ пулсан ҫех.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Суту-илӳ тума ӗмӗрлӗхе манса кайӑн! — председатель пӗр ӑстрӑм чарӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кулюкки вара часах кӗтӳ килессине те манса каять — вӗҫтерет ҫырманалла тӳрех Укань патне, васканипе ура хырӑмӗсене вӗлтӗрен чӗпӗтнине те туймасть.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑхӑт-вӑхӑт снаряд е мина ҫурӑлнипе, ракетӑсемпе ҫуталакан тӗттӗмре вилӗм ҫинчен манса чупрӗҫ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Чирлӗ мар пуль те?.. — пӗлесшӗн пулчӗ Хумкка, пӗр вӑхӑта тапакӗ ҫинчен манса Хура Ҫимун ҫине пӑхса лараканскер.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Анук турӑ амӑш иккунне кӗтсе илме каяссине пуҫӗпех манса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пушар пулни тата Платуна тытнине те манса хӑвармарӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Платун, халь ҫеҫ хӑйне тӑрӑ шыв ҫине кӑларасран чӗтресе тӑрӑканскӗр, кӗмӗле курсан йӑлтах улшӑнчӗ, хӑрушлӑх ҫинчен те манса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех