Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лав сăмах пирĕн базăра пур.
лав (тĕпĕ: лав) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лав ҫинче выртакансем, ӑн илнӗскерсем, урмӑшаҫҫӗ кӑна: пӗри чышкипе юнать, тепри тӑрасшӑн тапкаланать, виҫҫӗмӗшӗ шӑлне шӑтӑртаттарать.

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ӗненес килсен хӑть ӗнен, ӗненес килмесен — куҫна чарарах пӑх ҫеҫ: лав тулли шаймӑк.

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Хӑйпе тӗрмешнӗ ҫын хускалми пулса выртсан, Хураҫка, унпа аппаланма пӑрахса, лав енне вирхӗнет.

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Шӳтлеместӗн-и? — Стервиз темле йывӑр лав сӗтӗрсе ҫитнӗн хаш тӑвать.

Куҫарса пулӑш

Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Пӳлӗме хутса ӑшӑтма пӗр пӳленке вутӑ та пулман, вара директор хӑвӑртрах шкултан пӗр лав вутӑ илсе килтернӗ, хӑех кӑмакине хутса янӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ҫапӑҫу патне ҫитме инҫе те юлманччӗ, малти лав патне темле ҫӗтӗк-ҫурӑк тумлӑ салтак кӑшкӑрашса чупса килни курӑнчӗ:

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пристань патне ҫывхаракан тимӗр кӑвак лаша кӳлнӗ лав ҫинче икӗ ҫамрӑк хӗрарӑм алӑри ачасене тытса ларнине курсан, ку Ануксем иккенне тавҫӑрса илчӗ те вӗсене куҫран ҫухатмасӑр сӑнама тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тепӗр кунне сан кин лаша, урапи-мӗнӗпех, вӑрлӑх, пӗр лав утӑ илнӗ терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Нумаях та ҫӳремерӗ, пӗрисенчен лав утӑ илсе турттарса килчӗ те ҫенӗк умне купаласа хучӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Богданов тӑватӑ «барабус» (пассажирснене турттарса ҫӳрекен тӑватӑ извозчик) тытрӗ те вуникӗ крючнике виҫӗ лав ҫине вырнаҫтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пирӗнпе пӗрле ан яр ачуна, — кӑмӑлсӑррӑн мӑкӑртатрӗ лав ҫинче ларакан хӑрарӑм.

Куҫарса пулӑш

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Тулли лав тӳнсе кайни те пулкаланӑ, — каласа паратчӗ атте.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

Ытти ҫичӗ-сакӑр хӗрарӑм, вутӑ пушатма пулса, лав хыҫҫӑн ферма ҫурчӗ патнелле утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Ӑна лав ҫинчен сӗтӗрсе антартӑм.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Путеке тулли лав ҫине хӑпартса хутӑм.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Унтан урапа ҫине тепӗр хут хӑпарса тӑчӗ те мӗн лав курӑнми пуличчен алӑри тутрипе ял еннелле сулла-сулла тӑван тӑрӑхпа сывпуллашрӗ…

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Юрать, лав тупӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Кӗҫех вӗсене пӗр лав хуса ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

43 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Юри тенӗ пек ҫула май пӗр лав та пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Милиционерсем Ваҫилене урама, кӗтсе тӑракан лав патне илсе тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех