Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗл сăмах пирĕн базăра пур.
кӗл (тĕпĕ: кӗл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗл кӑларсан, лӳшкене тайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ун хыҫҫӑн вучахран кӗл кӑларма пӳрте хӑшӑлтатса утрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫӑкӑр хывнӑ чухне, кӗл ан лектӗр тесе, чуста айне хуратчӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

XXVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫыру сӗтелӗ, ун ҫинче чернильница, кӗл суланчи.

Куҫарса пулӑш

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Шаннисене касмалла, тӑрантармалла, шӑвармалла, кӗл тата ҫӗрӗк тӑпри имҫампа имҫамламалла.

Куҫарса пулӑш

"Илемлӗ мар чечексем пулмаҫҫӗ" // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... ma-3394811

Шывӗ лӗп, кӗл тӑрри пек ҫемҫе.

Куҫарса пулӑш

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

— Маюк, мӗн эсӗ унта, кӗл ӑшӗнче пӑрҫа суйламастӑн пулӗ те? — илтрӗ вӑл ҫак самантра хӑйне Вера чӗннине.

Куҫарса пулӑш

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Ирхи апатра та эпӗ Данил Макаровича ахалех «кӗл аллаттарас» темерӗм.

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

— Манӑн та ытларах ӗҫлесе илес килет, кӗл алласа ҫӳрес килмест.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пӗлтӗр ҫуракипе кӗрхи ҫӗртме хушшинче виҫ тумлам ӳкрӗ-ши ҫӗр ҫине, ӳкмерӗ те-ши; тӑпра кӗл пек шуралса кайрӗ, типсе ҫуркаланчӗ; ҫӑка ҫулҫисем ҫу варринчех сарӑхрӗҫ, улӑх-ҫаранра пӗрре лайӑх ҫулмалӑх та курӑк ҫитӗнмерӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Акӑ, шкултан инҫех мар вырнаҫнӑ райпо магазинӗ ҫумӗнче ҫӳп-ҫап саланса выртать, кӗл купи ҫинче кӗленче таврашӗ йӑванать.

Вот возле магазина райпо, расположенного неподалеку от школы, лежит мусор, на куче золы валяются осколки стекла.

Хуҫасӑр йытӑсем, ҫул тӑвасси канӑҫ памасть // Эльвира КУЗЬМИНА, Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/xucasar-jyitasem, ... amast.html

Хӗл кунӗсенче колхоз валли кӗл пуҫтараттӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Халӗ те ырӑпа асӑнатпӑр // Тамара Григорьева. http://kasalen.ru/2023/04/28/%d1%85%d0%b ... %91%d1%80/

Кӗл ҫинче ҫӗрулми пӗҫерни, ачасене кишӗр валеҫсе пани асра юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Халӗ те ырӑпа асӑнатпӑр // Тамара Григорьева. http://kasalen.ru/2023/04/28/%d1%85%d0%b ... %91%d1%80/

Манпа тантӑшсем хӑҫан ҫуралнине ӗнентерекен хутсем революци ҫулӗсенче Пӑрӑнтӑк вулӑс, кантурӗпе пӗрле кӗл пулса ҫилпе вӗҫсе кайнӑ…»

Куҫарса пулӑш

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Анкартинчи шурӑ мунча кӑна ҫунса кӗл пулайман.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Лавкка ҫумӗнчи тӑкӑрлӑкпа пӗр ушкӑн хӗр яла кӗчӗ: вӗсем ыраш калчи ҫине кӗл сапма кайнӑ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Анна Петровнӑпа Владимир Лукич пӗр сӑмах тупӗҫ те, кӗл юлмиччен ҫунса кайӑп.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Кӗл каткинчен тухнӑ-ши?

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Аслӑ Туррӑмӑрпа Хайпӳрене кӗл тӑвар эппин, этьсемри.

Куҫарса пулӑш

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Пӳлӗхҫӗ, кашкӑр шӑлӗнчен ҫӑлсам мана! — кӗл тума тытӑнчӗ Савантер, вара чӗтрекен аллисемпе хӑйне йывӑҫ ҫумне ҫӗнӗ пушӑтпа тата лайӑхрах ҫыхса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех