Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑкӑрӗ (тĕпĕ: кӑкӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫамрӑкне кура мар нӑк-нӑк кӑкӑрӗ резина пӳскелле тапса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Хӑйӗн кӑкӑрӗ тимӗр лаҫҫинчи вӗркӗч пек хӑпара-хӑпара анать.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Кӑкӑрӗ мӑшӑр пӳске пек хӑпарса тӑрать, ӳт-пӗве илем кӳрет.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Вӗсен кӑкӑрӗ умӗнче е ҫурӑмӗ хыҫӗнче — кантрапа ҫакнӑ йывӑҫ «автомат» е «винтовка».

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Хӗр арҫын аллин ӑшшине туйса унӑн сарлака кӑкӑрӗ ҫумне тӗршӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Вӑл Семен Сергеевич патне васкавлӑн утса пычӗ те: — Ҫывӑхран та ҫывӑх ҫыннӑм, Семен Сергеевич, — терӗ, аллине кӑкӑрӗ ҫине хурса, — эсӗ яланах пирӗншӗн ҫут хӗвел пек ялкӑшса, ҫиҫсе тӑратӑн…

Куҫарса пулӑш

Пӗр самантрах… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 6–7 с.

— Мӗнле, ӑҫтан сиксе тухрӗ ку телей капла? — тӗлӗнчӗ вӑл, укҫа хутаҫҫине кӑкӑрӗ ҫумне хаваслӑн чӑмӑртаса.

Куҫарса пулӑш

Укҫа // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 3–4 с.

Анютӑн тути чӗтресе илчӗ, хӑмӑр куҫӗ шывланчӗ, ӑшӗ пӳлӗнсе килчӗ пулас, тарӑннӑн-тарӑннӑн сывларӗ те пуҫне упӑшкин кӑкӑрӗ ҫине ӳкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

48 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Авланатӑп эпӗ, — Анютӑна кӑкӑрӗ ҫумне пӑчӑртарӗ Раман.

Куҫарса пулӑш

32 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кӑкӑрӗ ҫинче Иван Капитоновичӑн вӑрҫӑра илнӗ наградисем хушшинче Ленин орденӗ те пур.

Куҫарса пулӑш

32 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Анчах ӑна хӑй аллинче, хӑй кӑкӑрӗ ҫумӗнче ачашласа усрамашкӑн вӑйӗ ҫитмест.

Куҫарса пулӑш

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тамара Рамана мӑйӗнчен ыталарӗ, пуҫне унӑн сарлака кӑкӑрӗ ҫине хучӗ, чыхӑнса чуптунӑ хыҫҫӑнхи пек пӳлӗне-пӳлӗне сывларӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тутӑр айӗнчен ик еннелле ункӑланса тухнӑ сап-сарӑ ҫӳҫӗ, хулпуҫҫи урлӑ умнелле янӑ икӗ хулӑн ҫивӗчӗ, сывланӑ майӑн ҫӑмӑллӑн ҫӗкленсе илекен тулли кӑкӑрӗ

Куҫарса пулӑш

5 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӑл тарӑхнӑн пӑхса илнине асӑрхаса илчӗ офицер, чӑтаймарӗ, ҫӑмлӑ пӳрнисемпе тӑлӑх арӑм кӑкӑрӗ ҫинчи кофтӑран ярса тытрӗ — пусма чӑтаймарӗ, чартлатса ҫурӑлчӗ, урайне тӳмесем сирпӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Икӗ аллипе те минтере ыталанӑ, кӑкӑрӗ ҫумне пӑчӑртанӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ак ҫакӑн пек ыталаса илӗ вӑл сана, чунӑмҫӑм, — ачине илсе кӑкӑрӗ ҫумне пӑчӑртарӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫырӑвне урамра уҫмарӗ, кӑкӑрӗ ҫумне чӑмӑртарӗ, ҫынсенчен аяккарах, ан куҫӑхтарччӑр тесе.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Манӑн тӑван ывӑлӑма, — ывӑлӗн кӑкӑрӗ ҫине пуҫне хурса йӗрсе ячӗ амӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кузнецова чӗнмерӗ, ӑна сывлама та йывӑр пулчӗ, калӑн, кӑкӑрӗ ҫине йывӑр чул хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫав калаҫу ҫапла ҫӗр кӑкӑрӗ ҫинче канлӗн кӑна выртнӑ чухнех пуҫланчӗ мар-и?

Куҫарса пулӑш

Хула ачи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех