Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑкарса (тĕпĕ: кӑкар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Укҫине мӑйне кантрапа кӑкарса сурӑх пуҫӗ ҫакнӑ, ҫурӑмне юнлӑ тир витнӗ.

Куҫарса пулӑш

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Кунӗпех, кӑкарса янӑ пек, чӑваш йӗкӗчӗсем тавра ҫаврӑнкаласа ҫӳрерӗ вӑл.

Целыми днями крутится возле них, как привязанный.

IV // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӗсем ку лашине те кӑкарса кайма пултарнӑ, пиртен хӑрарӗҫ.

А ведь могли и ее увести, мы помешали.

Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Сутма илсе каякан выльӑха урапа хыҫне кӑкарнӑ пек кӑкарса лартнӑ.

И ведут, словно скотину, на продажу.

Ҫӑва ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ӑна кӑкарса лартнӑ-мӗн.

Ага, оказывается, он связан.

Янтул несӗлӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Янтула никам та кӑкарса лартмасть-ҫке, йӑлӑхсан пӑрахса кай, пурӑнас тесен пурӑнса пӑх.

Силой его никто не собирается удерживать, в любое время может уйти или остаться.

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Анчах пӗр чарӑнмасӑр чӗре сурать, темӗн ҫумне кӑкарса лартнӑ пек хӗсӗнет мӑнтарӑн чӗри.

Отчего ж так щемит сердце, отчего так рвется душа, будто привязанная невидимой цепью?..

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Анчах кашнинчех ӑна турта ҫумне кӑкарса упӑшки килне илсе таврӑннӑ, тӑххӑрла явнӑ чӗн пушӑпа пӗрре лаша ҫурӑмӗнчен те иккӗ ун каҫанӗ тӑрӑх туртса ҫапнӑ.

Но всякий раз ее возвращал и к мужу, привязав к оглобле, и гулял по бабьей спине девятеричный кнут — раз по лошади, два — по спине Херхи.

Хушаҫҫӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кӑкарса лартнӑ выльӑх пек, тухатнӑ ҫаврашка ӑшӗнче тапӑртатнӑ-тапӑртатнӑ та ҫӗре кӗнӗ.

Словно заарканенная животина, бился, крутился на одном кружке и, так ничего и не добившись, сошел в землю.

Татӑклӑ сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Мӗншен вӑл, кӑкарса янӑ пекех, паян унран пӗр утӑм та хӑпмасть?

Отчего он ни на шаг не отстает от него, будто привязанный?

Турӑпа ҫӳреме тухни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӗлет ҫын йывӑҫ хӑй ҫине ӳксе лапчӑтасса, анчах кайма ҫук — кӑкарса лартнӑ…

И он знает об этом, но никуда не может деться, поскольку привязан к этому дереву…

Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Шутлать: «Кӳрентерни — чун терчӗ, Анчах май пачӗ уяма Ӑс-хакӑла; пачах ҫӗнтерчӗ Вӑл тӑвӑлланнӑ туйӑма. Ҫапах та типнӗ, хытнӑ кӑмӑл Тиме тӑратрӗ кӑкарса. Чӗрем ман чирлӗ: пушӑ, хӑвӑл, Ӑна сиплеймӗн макӑрса».

Куҫарса пулӑш

XVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Кавруҫшӑн чухӑнсем тӑраҫҫӗ: «Хураймӑр, — теҫҫӗ, — кӑкарса

Куҫарса пулӑш

VIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Кимӗсем ҫыранран хускалса кайнӑ чухне Атӑл ҫинче нимле пароход та курӑнмастчӗ, ҫамрӑксем хӑйсене «Мӗн парохочӗ пултӑр халӗ пӑр ларас ӳмӗн?» тесе те лӑплантарчӗҫ, тепӗр ҫырана ҫитеспе вара ҫӳлти кӳкӑртан кӗтмен ҫӗртен икӗ баржа кӑкарса янӑ буксир персе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сергей Николаевичӑн алли ҫыпӑҫуллӑ, вӑл трактор ҫумне кӑкарса ӗҫлемелли - ҫӗре кӑпкалатмалли, сӳремелли, чӗрмелли — хатӗрсене хӑйех пуҫтарса тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫемьепе – пӗр тӗллевпе // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9777-cemepe- ... r-t-llevpe

Киммисене хамӑр ладьясенчен кӑкарса ярӑр! — кӑшкӑрчӗ воевода.

Куҫарса пулӑш

18. Вырӑс тупписем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вара Ахтупайпа Ярахви лашана пӗр йывӑҫран кӑкарса вучах патне хӑйсем пырса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

15. Инҫе ҫул // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Халь туртаран кӑкарса кӗтӳрен киле таврӑнман путсӗр пӑрӑва илсе таврӑннӑ пек илсе таврӑнатӑп!

Куҫарса пулӑш

6. Читлӗхри кӑсӑя // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унӑн йӗнерленӗ утне ялти ытти тӗкӗрҫӗсем кӑкарса килчӗҫ, хапхана уҫса пӗр сӑмахсӑр картишне кӗртсе ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10. Кӳршере // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупайпа Иливан ку ухӑсене ҫурӑм хыҫӗнчи укҫӑва чикрӗҫ те иккӗн икшер лаша кӑкарса майӗпен ҫула тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3. Вырас саламачӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех