Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

куҫать (тĕпĕ: куҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫӗнни, пире шухӑша яраканни кунта ҫакӑ: халиччен Хусан аллинче пулнӑ Ту енчи ҫӗр-шыв, Хусана парӑнтарас ӗҫре калама ҫук пысӑк вырӑн йышӑнса тӑраканскер, Нухай аллине куҫать.

Куҫарса пулӑш

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ялти шкулта 9 класс пӗтерсен Вӑрмарти шкула педкласа вӗренме куҫать.

Куҫарса пулӑш

Пултаруллӑ хӗрарӑм пур ӗҫре те хастар // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/8926-pultaru ... te-khastar

Павӑл пиччӗшӗ Миша та малтан шуррисемпе сыхланать, кайран тин хӗрлисем енне куҫать.

Куҫарса пулӑш

Кунҫул тӳпинчен // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 232–239 с.

Савӑнӑҫлӑ калать-и вӑл е чӗрене тивекен тунсӑхлӑ кӗвӗ ҫине куҫать — пур чухне те Амиго итлекенсене тыткӑна илет.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ял халӑхӗ — ватти-вӗтти — вӑрмана куҫать.

Куҫарса пулӑш

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫавӑн пек пулсан тин ун сывлӑхӗ Патиреке куҫать.

Куҫарса пулӑш

13. Юмӑҫ карчӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вара хӗр сывлӑхӗ ун ҫине куҫать терӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Юмӑҫ карчӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Шухӑшлама тивет: пирен театр Шупашкара куҫать.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Ундрицов юлташ, сирӗн Белебее васкамалла, редакци унта куҫать.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хаҫат редакцийӗ Ӗпху хулине куҫать.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Комуч Уфана куҫать.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

«Пирӗн учитель Пӑртаса куҫать, унта ҫӗне шкул уҫӑлмалла, — терӗ. Такамран илтнӗ-ҫке», — шахвӑртса каларӗ Марье.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Центрти тата вырӑнти пӗтӗм власть ҫав Советсен аллипе куҫать.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Алексей Алексеевич хӑй Наровчатран Петрограда пурӑнма куҫать — тӑванӗсем патне.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Сирӗн, Лев Миронович, тӑхӑрвун тӑваттӑмӗш полкпа тӗл пулмалла — вӑл каҫчен Троицки вӑрман патне куҫать.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Мӗн чухлӗ ҫывхарас тетӗн асамат кӗперӗ патне, ҫавӑн чухлӗ аяккалла куҫать.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Гобсон ӑна хӑйӗн пулӑшӑвне темиҫе те сӗнчӗ: «Халӗ мана парӑр, унсӑрӑн аллӑрсем туйми пулаҫҫӗ»; Детрей вара пуҫне сӗлтет те хыпалансах малалла куҫать.

Неоднократно Гобсон предлагал ему свою помощь, говоря: «Передайте теперь мне, не то у вас отнимутся руки»; Детрей кивал ему и продолжал быстро идти.

XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Кук шӑршлакан мӗн пур вырӑна тӗплӗн пӑха-пӑха тӗпчеҫҫӗ; хӗрӗн кукӑр-макӑр уттипе пынӑ май йытӑ, паллах, чарӑна-чарӑна тӑрать, пӗрре каялла, унтан каллех малалла куҫать — ара, тӗплӗ тӗрӗслемелле.

Тщательно осматривали все места, где Кук задерживался, следуя неровному пути девушки и часто тревожа их краткими возвращениями — для точной проверки.

XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Халӗ вӗсем вӑрман чиккипе пыраҫҫӗ, кунта ҫӳллӗ йывӑҫсен хушшинче тӗмпе хупланнӑ сӗвек тайлӑм курӑнать; малалла вӑл чӑтлӑхалла куҫать.

Они шли теперь по границе леса, где среди высоких деревьев виден был отлогий склон, заросший кустарником; он далее переходил в чащу.

XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Эсир вара пуян, — кирек мӗнле пулсан та йӑмӑкӑрӑн укҫи сирӗн пата куҫать, ҫавӑнпа та эпир ҫак ӑнланманлӑха татса парасса шанатпӑр.

Так как вы богаты, — во всяком случае, деньги сестры перейдут к вам, — мы уверены, что недоразумение будет улажено.

XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех