Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

курӑкӗ (тĕпĕ: курӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Шӗпӗн курӑкӗ теҫҫӗ ӑна, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпӗ чӗрӗлсен // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Ку ҫимӗк курӑкӗ тени кӑпӑкланмасть.

Куҫарса пулӑш

Шурик // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Мӗншӗн ӑна ҫимӗк курӑкӗ теҫҫӗ? — ыйтать Шурик.

Куҫарса пулӑш

Шурик // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пӳртсем, хӳмесем ҫумӗпе чӗп курӑкӗ, кушак пӑрҫи, йытпырши шӑтса тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑн ҫуркунне // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Тепӗр арҫынӗ, ҫуткамскер,типӗтнӗ шерӗх пулӑ пек хытканскер, ҫинҫе питлӗскер, сысна курӑкӗ куҫлӑскер, «чӗртмен» мухмӑр еплерех инкеке ҫаврӑнма пултарнине чӗрӗ тӗслӗхпе ҫирӗплетсе пама пикенчӗ (те чике тӑршшӗ тыттарчӗ?).

Куҫарса пулӑш

Ҫын ҫынрах юлинччӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 197–201 с.

Эпӗ, утнӑ май, ҫултан пӑрӑнкаласа, сарӑлса ӳсекен, ҫирӗп туналлӑ, анчах сар хӗвел пӑхнипех куҫӑхнӑ хитре чечексем (шӑнкӑрав курӑкӗ, лантӑш, фиалка, кӑвак ҫеҫпӗл, кӑвакарчӑн куҫӗ, шур чечек, кукшапуҫ, чӗп куҫ курӑкӗ) тататӑп та алла пухатӑп.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Саркалансах ҫӗр ҫумне лӑпчӑннӑ сарӑ супӑнь, ҫул курӑкӗ, чемчен, хӑлха ҫакки, чавка пуҫ, вӗлтӗрен, хупах пусса илнӗ кӑштра килхушшинче автан та, чӑх та курӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Тӳпе шӑнкӑрав курӑкӗ пек кӑваккӑн чӑкарланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Сентресем ҫинче — мӑнттай чӑматансем, тулли сумкӑсем; сӗтел хушшинче, пукан ҫинче, чӑпӑл курӑкӗ тӗслӗ платье тӑхӑннӑ, шурӑ тӗрӗллӗ симӗс тутрине ҫур пуҫран ҫеҫ ҫыхнӑ тапчам та тулли питлӗ хӗрарӑм ӗҫ хучӗсемпе аппаланса ларни, хачӑпа та хамчӑк! хамчӑк! тукаласа тем касни курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Пачах урӑхла, ун тутине ӑш-чиккинченех туртӑнса тухнӑ йӗкӗлтевлӗ, нӗрсӗр, сарамак курӑкӗ пек кулӑ пырса ҫакӑнчӗ, тепӗртакран ҫеҫ куҫ шуррийӗ пӗҫернӗ ҫӑмарта шурри евӗрлех пысӑкланса кайрӗ, анчах тӗлӗннипе мар, савӑннипе.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чӑрӑш курӑкӗ е урӑх вӗлтӗрти курӑк-йывӑҫ та пулин вӑй илеймен кунта.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Эх, ура айӗнче шӑнӑр курӑкӗ те пулин чӗлтӗр сӑмсаланинччӗ, ҫук пуль ҫав: вырӑнӗ ку сиплӗ курӑкшӑн майлӑскерех мар», — пусӑрӑнса илчӗ вӑл шалтан.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хӑй тӑнӑ тӗлтех (кунта ытларах лаптак курӑк, лаптак хӑмӑш, чакан, кӳрен, шыв хупаххи, лачака курӑкӗ, мӑн хӑях ашкӑрать иккен, калта калчи те курӑнкалать) икӗ енчи ҫыранӗ те пирчевлӗ, лӑсӑн-лӑсӑн усӑнса тӑракан курӑк тымарӗсемлӗскер, тӑнтӑн пек туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Лакӑмӗ-тӗкӗмӗ те, шӑтӑкӗ-путӑкӗ те, сырӑнчӑк курӑкӗ те, шуҫлаки те тупӑнкаларӗ, ҫавна пула хӑш-пӗр тӗлте, чарӑнса тӑрса, вырӑна зажигалкӑ чӗртсех тӗпчеме тиврӗ (юрать-ха кӑмпана пуҫтарӑнакан ҫак вӑрманта питех те кирлӗ япалана илме ӑс ҫитернӗ).

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӑрман вӑл — ҫурт-йӗр хатӗрӗ, вутӑ, утӑ, кӑмрӑк, сӑмала, мунчала, хуп, милӗк, эмел курӑкӗ, ҫырла, кӑмпа, мӑйӑр…

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

— Мӗн эс, ухмах курӑкӗ вӗретсе ӗҫмерӗн-и?

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Тӑкӑрлӑка ҫул хӗрри курӑкӗ сырса илнӗ, ҫӑраскер вӑл, кӗштӗ-кӗштӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Унпа юнашар шӑнӑр курӑкӗ ҫулҫӑ сарнӑ, талпиҫен пуҫне кӑларать.

Куҫарса пулӑш

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ячӗ те мӗнле ачаш унӑн: чемчем курӑкӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Унта тем те пур — кӑмпи те, мӑйӑрӗ те, паланпа пилеше те, ҫӗр ҫӑмартипе эмел курӑкӗ те.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех