Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

курӑксем (тĕпĕ: курӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Нумай ҫул ӳсекен курӑксем 300 гектар хальлӗхе.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи ӗҫсене кӗске вӑхӑтра пурнӑҫлама тивӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60623

Ӗнерхи кун тӗлне 2473 гектар урпа, 2297 гектар тулӑ, 476 гектар сӗлӗ, 375 гектар пӗр ҫул ӳсекен курӑксем, 160 гектар пӑрҫа, 60 гектар вика, 140 гектар рапс («Дружба» ЯХПК, «Родина» ООО), 10 гектар нимӗҫ пӑрҫи (Шарафутдиновӑн тата «Кызыл сабанча» фермер хуҫалӑхӗсем) акнӑ.

Куҫарса пулӑш

Апатлантараҫҫӗ, сӳрелеҫҫӗ, акаҫҫӗ… // Ремис Шарафутдинов. http://kasalen.ru/2023/04/21/%d0%b0%d0%b ... %ab%d3%97/

Кӑмпа, ҫырла, сиплӗ курӑксем пухатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Вӑрман тухтӑрӗ // Николай Иванов. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 86 с.

Ним пулман пек ӳсекен чечексемпе ытти курӑксем те ҫавна туяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Парка ӳснӗ курӑксем хушшинче темле кайӑксем вӗҫе-вӗҫе тухаҫҫӗ те вӑрмана кӗрсе ҫухалаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Йывӑҫӗ, вӗлтӗренӗ тата темӗнле явӑнакан курӑксем, хӑмла пекскерсем.

Куҫарса пулӑш

Мӑнастир // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Тавралӑхра йӑшӑлт та илтӗнмест, курӑксем хӑйсен ешерлӗхне ҫухатнӑ ӗнтӗ, вӗсем ҫине такам юри тӗллӗн-тӗллӗн сивӗ кӗл сапаланӑ тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Тепӗр кунне ирхине (хӑй сӗткенӗпе самаях кӳпчесе вӑй илнӗ чӗрӗ тӗнче тӑп; ҫулҫӑсен пӑшӑл-пӑшӑлӗ илтӗнмест; вӗсем тата тӗллӗн-тӗллӗн курӑксем ҫинче типсех ҫитеймен сывлӑм симӗссӗн-хӗрхӗлтемӗн ялтӑрать; кайӑк-кӗшӗк ҫутҫанталӑк ырлӑхӗпе сапӑрланни те палӑрмасть; кӗвӗлнӗ турӑх тӗслӗ шӗвеке пӗлӗтсем ҫӗр каҫа ҫӗр ҫинех «йӑшса йӑтӑнма» ӗлкӗрнӗ, ҫавӑнпа йывӑҫ, курӑк шӑршиллӗ сывлӑш нӳрӗ, йывӑр; катаран, Атӑл ҫинчен сулхӑн варкӑш туртӑнкалать; хулана тирпейлесе илемлетекенсен, ӗҫлеме иплӗ тумланнӑскерсен, ушкӑнӗ ҫӑка вуллисене пурӑ (е акшар?) шӗвекӗпе шуратать), пӗрремӗш экзамена ҫула тухса, вӗсем, Альберт палӑртнӑ автобус-троллейбуссем чарӑнмалли хӳшӗ умӗнче тӗл пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ваня юлташ аяларах пӗшкӗнме тӑрӑшнӑ май унӑн аллине ҫинҫешке те чечен курӑксем сӗртӗнчӗҫ.

Тонкие травинки, которых товарищ Ваня коснулся рукой, стараясь пригнуться пониже.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫавӑн пекех пыл паракан курӑксем, ҫӑка йывӑҫҫи 10 кун каярах ҫеҫке ҫурчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пыл ҫиес тесен ӗҫлеме те ан ӳркен // Н. ПИРОЖКОВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44131-pyl-c ... te-an-rken

Ҫавӑн пекех пыл паракан курӑксем, вӑл шутра пирӗн патра паха нектар паракан ҫӑка йывӑҫҫи те, 10 кун каярах юлса ҫеҫке ҫурчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗннине пӗлме май пулӗ // Н.ПИРОЖКОВ. http://kasalen.ru/2023/01/20/ce%d0%bd%d0 ... 83%d0%bbe/

Ӑнсӑртран вӗсен тӗлне пырса тухнӑ кайӑксем кӑшкӑра-кӑшкӑра вӗҫсе кайни тата хумханса юлнӑ сӗлӗ тӑрӑллӑ курӑксем чӑшӑлтатса илнӗ сасӑсем кӑна шӑплӑха самантлӑха татаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫулла унта пӗҫ кӑкӗ таран утӑ, майра кӗпҫи, кӑшкарути, вӑкӑр хӳри тата ытти тӗрлӗ ҫимелли курӑксем ӳсеҫҫӗ, темиҫе ҫӗрте лӑк-тулли пулӑллӑ тӗпсӗр кӳлӗсем (ҫынсем вӗсене ҫапла калаҫҫӗ) йӑлтӑртатса выртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хура вӑрманти пек чӑтлӑхсем ҫук унта, урана чӑлханакан ҫатӑрка курӑксем те ӳсмеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хырлӑхра // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 4–5 с.

Каллех чечексем ҫурӑлӗҫ, каллех курӑксем симӗсленӗҫ, каллех шыв та ӑшӑнӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Ультӳҫ инке уйри утӑ капанӗсем патне им-ҫамлӑ курӑксем пуҫтарма кайнӑ пек.

Приснился ей нехороший сон.

Ультӳҫ инке // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

27 гектар урпа, ыттине нумай ҫул ӳсекен курӑксем, тӗрлӗ пахча-ҫимӗҫ ҫитӗнтереҫҫӗ, ҫав шутра ҫӗр улми, ыхра.

Куҫарса пулӑш

Ҫемьепе – пӗр тӗллевпе // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9777-cemepe- ... r-t-llevpe

Пӗр сӑмахпа, ҫимелли курӑксем те, хӗрлӗ кашман та ҫын организмӗшӗн усӑллӑ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Алманчӑна Ахтупай кӑҫал хӑнтӑр нумай тытни пирки шахвӑртса каларӗ, амӑшне чирлӗ выртакан Патирек ятлӑ аслӑ ывӑлӗ валли, ӑна сыватма, амӑшӗнчен сиплӗ курӑксем килсе пама пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Упа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Шуйттан урапи с саксаул текен йӗплӗ курӑксем кӑна ӳсеҫҫӗ унта, лаша ҫимелли курӑк ӳсмест.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех