Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

картлашки (тĕпĕ: картлашка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пуйӑсран юлатӑн вӗт! — тесе, такам ӑна хулӗнчен туртрӗ, пӗчӗк ачана ҫӗкленӗ пек ҫӗклесе, вакун картлашки ҫине тӑратрӗ, чӑматанне тамбура лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Управлени умӗнче анса юлнӑ Василий Викторович каткари шывпа аттине ҫурӗ, лайӑх сӗрсе тасатнӑ пусма картлашки ҫине йӗр хӑварса кантура кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Вӗсем крыльца картлашки ҫине ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫырӑнатӑп // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл никамран ыйтмасӑрах пӗр стакан эрех ярса ҫавӑрса хучӗ те, крыльца картлашки тӑрӑх чупса хӑпарса лавккана кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пурте йӗркеллӗ пулнине ӗненсен, Энтрей ерипен пусма картлашки ҫине улӑхса тӑчӗ, шӑлаварне тӑхӑнчӗ, чӗлӗмне кӑларса, ҫӑвар туллин паклаттарса ӗмме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Алӑпа пулӑ тытни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫак самантра крыльца картлашки ҫинче ларнӑ кушак ялт! ҫеҫ тӑрса малти сылтӑм урипе шыва шап! тутарчӗ те вӑрӑм чӗрнисене ҫакланнӑ шит тӑршшӗ уланкӑ пулла туртса та кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ сӗрни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Походра турттарса ҫӳрекен лутра чиркӳ картлашки ҫинче Иван патша, унӑн ашшӗ урлӑ тивекен тӑванӗ Владимир Андреевич князь, Сильвестр протопоп, патша арӑмӗн пиччӗшӗ Захарьин боярин курӑнса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Картлашки те ҫук пӳрте этемле пускаласа кӗме.

Куҫарса пулӑш

6. Юсуф князь // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Лапша Павӑлӗн пӳртне те кӗрсе пӑхрӗҫ, пусма картлашки айне те хӑвармарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Анкарти виҫекенсем // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 61–66 с.

Темшӗн ӑна ҫак самантра ҫенӗк картлашки ҫинчен ывӑлӗ пӑхса тӑнӑн туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Ҫур литр эрех туянчӗ, унтан пусма картлашки ҫине тухса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Тӑтӑшах ҫумӑр ҫунӑ чух, ниҫта та ӗҫе каймасан, тухса ларатӑп та ҫенӗк картлашки ҫине, шухӑша каятӑп.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Унӑн кӗҫӗн юлташӗ Андрей Кузьмин ҫӑмӑл виҫеллӗ атлетсен хушшинче пьедесталӑн виҫҫӗмӗш картлашки ҫине хӑпарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш спортсменӗсем яланах хастар // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 8 с.

Юрӑ чарӑнсан, эпӗ пӗр хӗрачана суйларӑм та, картаран тухса, шкул картлашки патне пытӑм.

Куҫарса пулӑш

Экзамен // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Вӑйӑран тухса, шкул картлашки патне пыр, — пӑшӑлтатрӗ Митя.

Куҫарса пулӑш

Экзамен // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Шкул картлашки ҫинче эпир Митя каяссине кӗтетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗрен килнӗ ача // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ ӑна ҫавӑншӑн алкум картлашки ҫинчен пӗрех тӗртсе ятӑм.

Куҫарса пулӑш

Эпӗ шкула кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Улля аппа, мана кӗтсе, алкум картлашки ҫинче ларать.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вӑл та алкум картлашки ҫине ларчӗ, акӑ — калаҫма тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Наҫтиҫ каласа пани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Шырарӗ-шырарӗ хайхи, алкум картлашки ҫине пырса ларчӗ, чӗлӗмне чӗртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Наҫтиҫ каласа пани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех