Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

канӑҫ сăмах пирĕн базăра пур.
канӑҫ (тĕпĕ: канӑҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вунҫиччӗре пӗрре те канӑҫ ҫук-мӗн…

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Вунҫиччӗре пӗрре те канӑҫ ҫук-мӗн, Вунҫиччӗре чӗре сиксе тухасшӑн…

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Канӑҫ памастӑр мана, юлташӑм…

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Тепӗр тӗп сӑнар — Фаришт плейбой, Индире вӑл Болливудра индуистсен туррисен ролӗсенчи выляса чапа тухнӑ актёр пулнӑ, ӑна хӑй ҫине алӑ хунӑ еркӗнӗн ӗмӗлки канӑҫ памасть.

Другой главный персонаж — плейбой Фаришта, который в Индии был знаменитым актёром Болливуда со специализацией в ролях индуистских божеств, преследуемый призраком совершившей самоубийство любовницы,

«Шуйттан сӑввисем» // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A8%D1%83%D ... 0%B5%D0%BC

Ял ҫыннисене канӑҫ паман ыйтӑва чиперех татса пама май килнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Пӗрле пулсан эпир пур ыйтӑва та татса пама пултаратпӑрах» // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... aratp-rakh

Тинех ҫынсене уйрӑмах ҫу кунӗсенче канӑҫ паман пӗлтерӗшлӗ ыйту ерипен татӑлса пырать.

Куҫарса пулӑш

«Пӗрле пулсан эпир пур ыйтӑва та татса пама пултаратпӑрах» // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... aratp-rakh

Ҫынсене канӑҫ паман ытларах ыйтӑва татса парассипе хальхи вӑхӑтра наци проекчӗсем, вӗсен шайӗнче туса хатӗрленӗ федераци тата регион проекчӗсемпе программисем пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Пӗрле пулсан эпир пур ыйтӑва та татса пама пултаратпӑрах» // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... aratp-rakh

Пӗр округра пурӑнатпӑр, вырӑнсенчи лару-тӑру, ҫынсене канӑҫ паман ыйтӑвӗсем те ытларах пур ҫӗрте те пӗр пекрех.

Куҫарса пулӑш

«Пӗрле пулсан эпир пур ыйтӑва та татса пама пултаратпӑрах» // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... aratp-rakh

Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗн ертӳҫин лавне кӳлӗниччен тӑван хуҫалӑхра яваплӑ вырӑнсенче тӑрӑшнӑ, кунтах ҫуралнӑ, кунтах пурӑнать, ял ҫыннисене хумхантаракан, канӑҫ паман ыйтусене те лайӑх пӗлет.

Куҫарса пулӑш

«Пӗрле пулсан эпир пур ыйтӑва та татса пама пултаратпӑрах» // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... aratp-rakh

Рыккакасси ялӗнче пурӑнакансене вара вырӑнти культура вучахӗн ыйтӑвӗ ытларах канӑҫ паман.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫул парни - ҫӗнӗ клуб // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... i-c-n-klub

Архип Григорьевич завхоз пулатӑн тени канӑҫ памасть ӑна.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӑйӗн вӑйне пӗлес тесе, ытти арҫынсемпе вылякаласа ҫеҫ алхаснӑ пулсан, ҫан-ҫурӑма канӑҫ паракан пӗвене шӑрӑх ҫанталӑкра ҫеҫ чӑмса тухкаланӑ пулсан, халӗ шыва сикрӗ те куҫа курӑнман ҫыран еннелле каялла ҫаврӑнса пӑхмасӑр ишет те ишет…

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫывӑрма выртсан, вырӑн ҫинче канӑҫ тупаймасӑр чылай асапланчӗ Ҫимун.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ылхавлӑ тухатмӑш темерӗн, ҫынсене ҫӗрӗн-кунӗн канӑҫ памасть!

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Платун патӗнче чухне хускалнӑ шухӑшӗ ҫав-ҫавах канӑҫ памарӗ ӑна: «Анук укҫа ӑҫтан тупнине мӗнле пӗлес? Микула панӑ пулсан, ӑҫта пурӑнать вӑл? Анук патне кӗрсе тӗпчесе пӑхас мар-ши? Ҫук, ним те ӗҫ тухмӗ. Мана каласа пама мар, татах хӑваласа намӑса кӗртӗ. Уретнике тӗпчеттерес мар-ши? Ҫук, кунашкал та ӗҫ тухмӗ. Халӑх умӗнче суйма хӑйнине уретник умӗнче вӑтанса тӑмӗ. Луччӑ пачӑшкӑна чӗнтерес. Этемӗн чунне тыткаласси ун ӗҫӗ», — хӑйне хӑй лӑплантарчӗ Михха.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лаша, ӗне тата сурӑх туянсан пурнӑҫ мӗн таран аван пуласси канӑҫ памарӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ахӑртнех, сире тахҫанах канӑҫ паман ыйту хуравӗ тупӑнӗ.

И, скорее всего, придёт решение, давно мучившего вас, вопроса.

46-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Кунӗпе хӗвел ҫинче хӗрсе ларнӑ шкул стенисем ҫывӑрма выртсан та пире канӑҫ памастчӗҫ, пӑчӑ аптӑрататчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Анчах Маруҫ патне хӑвӑртрах ҫитес шухӑш канӑҫ памарӗ звеньевоя.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Хӑйне канӑҫ паман ыйтупа общежити коменданчӗпе Марина Осиповнӑпа калаҫрӗ: ҫамрӑксем аслисене хисеплеме, вӗсем асӑрхаттарнине шута-вырӑна хума пӗлменнине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех