Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӗппи сăмах пирĕн базăра пур.
йӗппи (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хулайне вӑл «Аленький цветочек» ятлӑ кӗнеке хӗстернӗ, аллинче — чӗнтӗр йӗппи тирнӗ шурӑ ҫип ҫӑмхи.

Куҫарса пулӑш

Юлташсенчен уйрӑлса юлни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Чӑрӑш йӗппи тӑкӑннӑ чух парӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӗр-пӗр ӗҫпе суда лексен тӳре-шарасем, тиексем чӑваша йӗппи юлмиччен ҫаратнӑ.

А попробуй свяжись с властями крестьянин: судебные тяжбы оставят его без нитки-иголки.

Саланнӑ кил-йыш // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫынсемпе хутшӑнмасть пулсан та ял хушшинчи хыпар-хӑнарсене, сӑмахсене Някуҫ старик пӗр йӗппи таранччен пӗлсе тӑрать.

Хоть и живет Нягусь нелюдимом, новости деревенские ему известны до самого иголочного кончика.

Мулкач Терушӗ, Някуҫ тата ыттисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Машина йӗппи тупса пар, — асли кӗҫӗннине хушнӑ пек каларӗ упӑшки.

Куҫарса пулӑш

XIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Паян вӑл ун патне арӑмӗ хистенӗ тӑрӑх каҫрӗ — ҫӗвӗ ҫӗлемелли машина йӗппи хуҫӑлнӑ та, арӑмӗ кайса ил те кайса ил тесе аптратать.

Куҫарса пулӑш

XIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эрне каялла вӗсем Юмансартан инҫе мар нухайсен отрячӗпе перкелешрӗҫ, пӗр учӗ, ухӑ йӗппи тивнипе ӗрӗхсе кайнӑскер, вӑрмана сирпӗнсе кӗрсе чӗлпӗрӗпе ҫыхланса ларчӗ, вӑл ута таркӑнсем хӑйсен пуҫлӑхне парас терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

17. Вӑрманти хӑнасем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тем тӗрлӗ ухӑ пӗкечи, ухӑ йӗппи, пуртӑ, сӑнӑ, сӗреке-атма таврашӗ тата тем те пӗр туянма пулать кунта.

Куҫарса пулӑш

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Нухрат тимӗрҫӗ лаҫҫине Северьяншӑн килчӗ, ухӑ йӗппи тутарассишӗн мар, — кун пирки Ахтупай пӗрре те иккӗленмерӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахаль вӑрҫтарать вӑл сана, паянах туптаса хурать ухӑ йӗппи вӗҫӗсене.

Куҫарса пулӑш

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эп хам валли те темиҫе йывӑр ухӑ йӗппи хатӗрлесшӗн-ха.

Куҫарса пулӑш

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тата хӗр ача валли ухӑ йӗппи тума та пӗлес ҫук…

Куҫарса пулӑш

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Мӗнле, Ахтупай, туса паратпӑр-и ӑна темиҫе ухӑ йӗппи? — юлташӗ еннелле ҫаврӑнчӗ Северьян.

Куҫарса пулӑш

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Каларӑм-ҫке, сунара кайма кирлӗ терӗм! — качча хитре ухӑ йӗппи тыттарчӗ Нухрат.

Куҫарса пулӑш

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Халь те килместӗмччӗ, ак сунара кайма тимӗр вӗҫлӗ ухӑ йӗппи кирлӗ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Шӗвӗр ухӑ йӗппи никама та тиркемест иккен, вӑл вырӑс ӳтне те, тутарпа чӑваш е ҫармӑспа ирҫе ӳтне те ҫынна вӗлермеллех пырса тӑрӑнма пултарать.

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хытах аманман пулсан та, ухӑ йӗппи мӑй тирне кӑна сӳтерсе кайнӑ, юн тумлать.

Куҫарса пулӑш

Шурӑ мӗлке ӑҫта ҫухалать? // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ухӑ йӗппи этем мӗлкине лексен савӑнса кӑшкӑран, хӑйӑр ӑшне кӗрсе тӑрӑнсан шӑп кӑна тепре ҫаврӑнса ишсе килен.

Куҫарса пулӑш

Вӑрӑм Ура пулӑшни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

— Хастар паттӑрсем, хӑҫан курнӑ эсир пирӗн хӗҫсем чиксе ӳкернӗ тӑшман ҫӗнӗрен тӑнине, хӑҫан курнӑ эсир пирӗн ухӑ йӗппи тӑшман чӗрине тӑрӑнсан вӑл чӗрӗлнине?

Куҫарса пулӑш

1236 ҫ. Пӑлхар шӑпи камра? // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Хыҫӗнчен пенӗ ухӑ йӗппи кӑна ҫиле шӑхӑртса ӳксе ҫӗре тӑрӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑлхар ҫар ҫынни пӗтни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех