Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илемлӗн сăмах пирĕн базăра пур.
илемлӗн (тĕпĕ: илемлӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне халалланӑ хӗрарӑм шӑпине ӗненмелле те илемлӗн кӑтартса пачӗҫ «Шуҫӑмсем».

Куҫарса пулӑш

Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Унччен те пулмарӗ, илемлӗн ҫуталса Ҫуркунне ҫитрӗ, ҫурхи юрату юрри шӑрантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Килчӗ ырӑ ҫуркунне… // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Тавралӑх илемлӗн курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Алюна илемлӗн курӑнать, каччӑна татах та ытларах хумхантарать, хӑй патне туртать.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Кун пек Элиме татах та илемлӗн курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Ҫуртне вара йӗри-таврах илемлӗн эрешленӗ, тетте пек теме те пулать.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Хваттере илемлӗн тирпейленӗ, анчах чечек вазисем пуш-пушах.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Кашни япали хӑйне май илемлӗн уйрӑлса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Ҫулӗсем, тен, ытларах та-и, анчах сӑн-питрен илемлӗн курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Кадетӑн илемлӗ тумтирӗллӗ яшсем тата бал тумне тӑхӑннӑ хӗрсем илемлӗн вальс ҫеммипе ҫаврӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш хут иртнӗ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/05/07/%d0%b2%d0%b ... %bd%d3%97/

Анатри чӑвашсен туйӗ питӗ илемлӗн курӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Анатри чӑвашсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

«Европӑра ҫав тери ухмах пулнӑ французсемпе нимӗҫсем те Российӑра генерал пулаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем балсенче лайӑх ташлама, патша майрисемпе хӗрӗсен аллисене хӗрӳллӗн чуптума, илемлӗн пуҫ тайма тата ҫар тумне уйрӑмах шукӑль тӑхӑнма пӗлеҫҫӗ», — терӗ вӑл…

Куҫарса пулӑш

Скульптор // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 189–193 с.

Ҫӗнӗ кун шутсӑр илемлӗн пуҫланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Вара вӑл ҫар ҫынни пек илемлӗн ҫавӑрӑнчӗ те цехран тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Мехел ҫитсессӗн ҫумӑр ярӑнать, Ҫунатлӑ чун ҫӳлтен ҫӗре анать, Чечек папки илемлӗн ҫурӑлать, Йӗркипелен юрри те юрланать — Мехел ҫитсен.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Сӑмаха перекетлӗн тыткаласан, тарӑн шухӑшсене мӗнле кӑна илемлӗн каласа пама пулать иккен!

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Ҫавӑнпах-и тен, кайӑксен чӗвӗл сасси илемлӗн илтӗнсе тӑрать…

Куҫарса пулӑш

6 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Апла пулин те арҫынсем хушшинче пӗр хӗрарӑм ытла та илемлӗн те евӗкӗн курӑнать.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗрсен умне пынӑ май каччӑ тӳп-тӳрӗ ҫурӑмӗпе пуҫне чалт! кӑна ҫӗклесе, туфли тупанӗсене гусар пек шаккӑлт! чуптутарса илсе, илемлӗн те курнӑҫлӑн: «Иннокентий!» — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Хӑй вара Кулян кутамккинчен панулмисене вӑр-вар кӑларса саваламан вӑрӑм хӑма сӗтел ҫине илемлӗн вырнаҫтарса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех