Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗҫме (тĕпĕ: вӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Иккӗмӗш хут вӗҫсе хӑпарсан, Баймашкин хӑй йӑнӑшне тӳрлетрӗ, ана вӗҫне тухмассерен асӑрханса вӗҫме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

«Эпӗ ҫунатлӑ ҫуралнӑ, вӗҫме ҫуралнӑ», — тетчӗ пӗр летчик.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Каллех вӗҫме тытӑнатӑп.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Хӗр ман ҫине йӗрӗнсе пӑхрӗ те: — Чӑн та Ӑмӑрт кайӑк мар эсир, Баймашкин юлташ. Вӗҫме мар, хырӑмпа шуса ҫӳреме ҫуралнӑ эсир! — терӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Эпӗ ӑна хам ӗҫӗме хытӑ юратни ҫинчен, хам вӗҫме «ҫунатлӑ ҫурални» ҫинчен хавхаланса каларӑм.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Эпӗ — вӗҫме ҫуралнӑ.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Анук каллех тирпейленчӗ, кӗпи ҫаннисене туртса юсарӗ те икӗ аллине вӗҫме хатӗр икӗ ҫунат пек ҫӗклерӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пилӗкӗсене хытӑ туртса ҫыхнӑ тӑпӑл-тӑпӑл пукане пек кӗлтесем, сывлӑша ҫурса, шӑхӑрса та вашлатса, аялалла вӗҫме тапратрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкар пулсан — ҫын пурӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ахтупай курчӗ, вӑл халь утма ҫеҫ мар, ҫунат пулсан вӗҫме те хатӗрччӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫул хӗрринчех тӳпере тӑри юрлать, чӗпписене вӗҫме вӗрентекен чӗкеҫсем, ҫунаттисемпе питрен килсе ҫапас пек, аялтах явӑнса ҫӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ку хӑямата-ха, ҫут тӗнчене пур кайӑк та чӗкеҫ пек вӗҫме ҫуралман тейӗпӗр, этеме сиен кӳрет тата мур ҫерҫийӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӑтӑрҫӑ ҫерҫисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 43–47 с.

Вӗҫме мӗнлерех пултарни ҫинчен калама та кирлӗ мар; чӗкеҫпе танлаштарас пулсан, ҫерҫие ӑна кайӑк теме те ҫук, пӗрре ларса канмасӑр пиллӗк-ултӑ минутран ытла вӗҫсе ҫӳреймест, ывӑнать.

Куҫарса пулӑш

Сӑтӑрҫӑ ҫерҫисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 43–47 с.

Халь кӑштах вӗҫме те пултарать, мӗнле тӑранса пурӑнас тет, ҫапла пурӑнтӑр, терӗм.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑткӑн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 40–43 с.

Вӗҫме вӗренеҫҫӗ те хӑйсем пулӑ тытма ӳркенеҫҫӗ; ашшӗпе амӑшӗ тӑрантарнипе, янтӑлла пурӑнма юратаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Нихӑшне те выҫӑ хӑвармарӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 24 с.

Чӗпписем вара хӑвӑрт ӳсеҫҫӗ, ашшӗ-амӑшӗ пекех вӗҫме пуҫлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Нихӑшне те выҫӑ хӑвармарӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 24 с.

Вӗҫме, инҫете кайса ӳксе шӑтма, хунама-ӗрчеме кашни йывӑҫ вӑррине хӑйне май ҫунатсем туса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӗлтӗрти вӗҫевҫӗсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 10–11 с.

Вӗҫме май пулсан эпӗ те санпа пыма заявлени пама пулӑттӑм.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Вӗҫме хӑнӑхайман, тинрех кӑна йӑваран тухнӑ чӗпӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

Кайӑк хыҫҫӑн // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Упа ташлама вӗренсен те вӗҫме пултараймасть, ун ҫуначӗ ҫук.

— Да, плясать медведь научится, а летать — нет. Потому что у него душа бескрылая.

Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӑл вӗҫме те пултараймасть, мӗншӗн тесен ун хӑрах ҫунат кӑна.

И взлететь никогда не сумеет, потому как у него одно крыло.

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех