Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗҫерӗнсе (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫаврӑнса выртма тӑчӗ те сасартӑк таҫтан вӗҫерӗнсе кайса йӗпе ҫӗр ҫине нӑчлатса ӳкрӗ.

Хотел повернуться на бок и вдруг, сорвавшись, шлепнулся на мокрую землю.

Трактирти хӗр // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫӳрен лаша хартлатса сасартӑк чӗвен сикрӗ, ҫынсем аллинчен вӗҫерӗнсе малалла талпӑнчӗ.

Та вздыбилась, дико заржала и рванулась прямо на людей.

Салакайӑк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Мӑн ҫӑраҫҫиех шӑнкӑрт вӗҫерӗнсе ӳкет те, Хветька тула утса тухать.

Большой замок отвалился, будто глиняный, и Хветька спокойно вышел на улицу.

Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Шахрун вӗҫерӗнсе тарма хӑтланать, ӑна хӑваласа ҫитсе чукмарпа ҫапса ӳкереҫҫӗ.

Шахрун попытался вырваться и бежать, но его настигли и ударами дубинок свалили наземь.

Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хелип ҫӗре лап персе анать те вӗҫерӗнсе тарать.

Хелип неожиданно резко приседает и, вырвав ухо, убегает.

Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ун хулпуҫҫийӗ ҫинчи кӗвенти вӗҫерӗнсе кайрӗ, витресем шӑнкӑртатса ҫӗре персе ӳкрӗҫ, Кӗтерне ӑна-кӑна асӑрхамасӑр тӳрех Липӑна хирӗҫ ыткӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӗр ҫулхине ҫапла вӑл арман хуҫи Шаккур патне кӗрешсе ӑмӑртӑва ун лашипе тухнӑ та алли вӗҫерӗнсе кайнипе лаши тапраннӑ-тапранманах ҫӗре персе аннӑ.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑтанса кайнӑ Укахви, ун аллинчен вӗҫерӗнсе, Марине патнелле чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗҫӗмсӗр силленипе, тапнипе алӑк питӗркӗчӗ вӗҫерӗнсе кайрӗ пулас, пӳрте темле ҫынсем кӗпӗрленсе кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Вырӑссем тухса кайсан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Юрать вӗҫерӗнсе тарчӗ унран хӗр, пахчи хыҫне ҫитиччен хӑваласан та тыттармарӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тем пек вӑтансан та, тем пек турткалансан та вӑй ҫитереймерӗ хӗр ун аллинчен вӗҫерӗнсе тарма.

Куҫарса пулӑш

8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗҫерӗнсе тарма ӑс ҫитереймен пулсан чуна илетчӗ те пуль…

Куҫарса пулӑш

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ма ӗҫлеме юрамасть, асанне? — амӑшӗ аллинчен вӗҫерӗнсе асламӑшӗ патне чупса пычӗ Иливан.

Куҫарса пулӑш

12. Ҫул хӗрринчи йывӑҫ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Нухрат ашшӗне курчӗ те ҫынсен аллинчен вӗҫерӗнсе тӳрех ашшӗ кӑкӑрӗ ҫине пырса тӑрӑнчӗ, пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе чӗтресе, ӗсӗклесе макӑрма тапратрӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Юлашки ҫуна ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл ҫунать-ҫунать те хӑйӑ чиккинчен вӗҫерӗнсе алӑк патнелле сирпӗнет.

Куҫарса пулӑш

13. Ярахвийӗн ят тухнӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗр вӑхӑтра Ремис вӗҫерӗнсе хӗҫ те ярса тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тумен сапаланать // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Хӗҫ патака тӑрӑнса вӗҫерӗнсе кайрӗ тутар аллинчен.

Куҫарса пулӑш

Сарпике // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Вӑл алӑран вӗҫерӗнсе ялан таҫта каясшӑн пулчӗ, анчах хӑйӗн ҫыннисем ӑна пӳртрен ниҫта та кӑлармарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупая ҫак хаклӑ парне ун тӳрккес аллисенчен вӗҫерӗнсе ҫӗре ӳкессӗн, унтан вара каялла пуҫтарайми саланса каяссӑн туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Амӑшӗ тӗттӗмре Эрнепи ӳчӗ патне илсе пынӑ хушӑра вӑл часрах кӗсьерен пекӗ кӑларчӗ, Эрнепи йӑвантарса янӑ каска пуканӗ ҫине хӑпарса тӑрса алла кӗнӗ йӑлмака пӗрре кассах татса пӑрахрӗ, Эрнепи ун аллинчен вӗҫерӗнсе ҫӗре персе анчӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Мӑн кӑмӑллӑ хӗр ача // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех