Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпир кӗтрӗмӗр сире: яшка вӗри, тӳрех кӑвар ҫинчен, — вӗткеленсе ӳкрӗ Ильинична, кашӑкӗсене шӑкӑртаттарса.А мы ждали: щи горячие, прямо с пылу, — суетилась Ильинична, гремя ложками.
XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Лерен халӗ те винтовка сассисем вӗткеленсе пӑтӑртатни, хӑйсен ҫыннисене ҫӑлӑнӑҫ кӳрсе, тӑшманӑн йывӑр батарейи кӗмсӗртетни килсе илтӗнет; хушӑран тата, ҫапӑҫу мӗнпе вӗҫленессине куҫа курӑнман йӗрсемпе палӑртса хунӑ пек, пульӑсен таткаланчӑк пунктирӗсене ӑсатса, пулеметсем шӑтӑртата-шӑтӑртата каяҫҫӗ.
XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Бунчук ҫавӑнтах вӗткеленсе ӳкрӗ, чӑматанне хӑвӑрт хатӗрлесе, ҫиеле амӑшӗ ҫуса хатӗрленӗ аялти кӗпе-йӗмне хучӗ, питне ыратнӑ чухнехи пек пӗркелентерсе, пальто тӑхӑнчӗ.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫыхӑнусӑр сӑмахсемпе каласа панӑ май, амӑшӗ ларма-тӑма пӗлмесӗр вӗткеленсе ҫӳрерӗ; сӗтел ҫине апат хатӗрлерӗ, сӑмавара кӑмрӑк тултарчӗ, макӑрса куҫҫулленнӗ питне хӑрӑмлӑ аллипе шӑлса вараларӗ, ывӑлӗ патне темиҫе хут чупса пырса, аллисенчен ачашларӗ, чӗтренчӗ, хӑй ҫумне чӑмӑртаса ҫупӑрларӗ.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Юлашкинчен вӑл, вӗткеленсе ӳксе, вараланса пӗтнӗ подсумкӑран улӑмпа ҫавӑрса ҫыхнӑ кӗленче кӑларчӗ те, Кошевой умӗнче йӑпӑлтатнӑ пек куҫне мӑчлаттарчӗ, пӑшӑлтатса калаҫа пуҫларӗ:
XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Дугин хӑранипе вӗткеленсе ӳкрӗ.
XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Бунчук вӗткеленсе ӳксе, тӑрса ларчӗ:
XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Станишниксем! — вӗткеленсе ӳкрӗ казак офицерӗ.
XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫавӑнпа та Листницкий ялан, тӗрлӗ этемсен килпетсӗр, сивлек, харсӑр, намӑссӑр, лӑпкӑ, савӑнӑҫлӑ тулаш сӑн-сӑпачӗ айӗнче мӗн пытанса пурӑннине пӗлес тесе, халтан кайсах вӗткеленсе тӑрӑшать.
XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Эсӗ пур, лаша хӳрине курма ӗлкӗретӗн кӑна — тӳрех пӑрҫа ҫыртнӑ пек вӗткеленсе ӳкетӗн!» — тӑрӑшсах кулаҫҫӗ казаксем Грязновран.А ты конский хвост увидишь — и то в жар тебя шибает!» — постоянно смеялись над Грязновым казаки.
VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
— Вӑл, хӑта, мӑнаҫрах кӑмӑллӑ пирӗн, — вӗткеленсе калаҫма пуҫларӗ Гришака асатте.
VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Дарья, тыр али ҫине вырӑн тӑвас тесе кипке сарма хӑтланса, унӑн-кунӑн вӗткеленсе чупрӗ.
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Трррааа-рррааа-та-та-та-та! — ӑссӑррӑн вӗткеленсе шӑтӑртатаҫҫӗ нимӗҫ пулемечӗсем.Трррррааа-рррааа-та-та-та-та! — безумно спешили немецкие пулеметы.
III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Кун ҫинчен ирхинех пӗлнӗ госпиталь врачӗсем ҫунакан кӗлетри шӑши пек вӗткеленсе ӳкрӗҫ.
23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Аксинья вӗткеленсе чупса тухрӗ, ӑна хыҫалтан старик хулӑн сассипе хӑтӑрса кӑларса ячӗ:Аксинья выбежала рысью, вслед бомбардировал ее старик гулкими басовыми раскатами:
22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Савӑнӑҫпа вӗткеленсе ӳкнӗ Пантелей Прокофьевич ҫине пӑхма та шел.Жалко было глядеть на Пантелея Прокофьевича, ошпаренного радостью.
17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Ӑҫта? — вӗткеленсе ӳкрӗ Силантьев.
12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Анчах та пин-пин казаксен куҫӗ умӗнче — ют халӑхсен ялавӗсем мар вӑштӑртатса тайӑлаҫҫӗ урасем айне, хӑйсен кулленхи, чун-чӗре ҫумӗнчи шухӑшӗсемпе ӗмӗчӗсем вӗткеленсе вӗресе тӑраҫҫӗ: арӑмсем, ачасем, савнисем, пухман тырпулсем, тӑлӑха юлнӑ хуторсем, станицӑсем…
7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Подъесаул Полковников, тупӑ сассипе вӗткеленсе ӳкнӗскер, сотньӑна ашӑпа ячӗ.Подъесаул Полковников, подхлестнутый стрельбой, повел сотню рысью.
5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Табак енчӗкӗ ӑҫта кайса кӗчӗ манӑн? — вӗткеленсе ӳкрӗ Прохор.
5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.