Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗресе (тĕпĕ: вӗре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑваш Енри Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗпе килӗшӳллӗн лагерьте пурнӑҫ вӗресе кӑна тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Шкул лагерӗнче пурнӑҫ савӑк // Елена ИВАНОВА. http://alikovopress.ru/shkul-lagerenche- ... savak.html

Ав, еплерех ӗҫ вӗресе тӑрать тырӑ пуссисенче!

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Мӑн Явӑшра пурнӑҫ вӗресе тӑрать тесен те йӑнӑш пулмӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял ҫыннисен пысӑк савӑнӑҫӗ // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12492-ya ... -k-sav-n-c

Анчах та пирӗн паянхи вӗресе тӑракан пурнӑҫа тӗрӗс кӑтартса паракан пьесӑсем ытларах лартмалла.

Куҫарса пулӑш

10. 46-мӗш сезонта // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Малтан вара Ҫӗнӗ Акчурара пурнӑҫ вӗресе тӑнӑ.

А ведь раньше жизнь кипела.

Пур ӗҫе те ӑста // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/530

Ҫӗр вара чӑнах та хӗрӗх чӗрнеллӗ пулнӑ, ун кӑкӑрӗ ҫинче ҫавӑнтан пуҫласа пурнӑҫ вӗресе тӑма тытӑннӑ: йывӑҫ-курӑк шӑтса тухнӑ, тискер кайӑксемпе вӗҫенкайӑксем пурӑнма, хурт-кӑпшанкӑсем вӗҫсе ҫӳреме тытӑннӑ, пулӑсем ӗрчесе кӑйнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӳлти турӑ аялалла пӑхмассерен кулянма тытӑннӑ, ҫӗр ҫинче пуш-пушӑ пулни, пурнӑҫ вӗресе тӑманни ӑна тем тӗрлӗ те шухӑшлаттарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗтӗм пуххипеле вӗресе ҫӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ӗҫ-пуҫ кунашкал вӗресе тӑнипе Никифор Семенович председателе ларнӑранпа, тупата, курман эпир.

Куҫарса пулӑш

Хӑна кулли // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 39–40 с.

Халӗ ӗнтӗ Урӑлманкин та хӑйӗн йӑшӑк, «хӗсӗк куҫлӑ» куллипе фельдшер урапи ҫине йӑпӑр-япӑр хӑпарса ларчӗ: пӗри машина кузовӗнчен юхса тӑкӑнакан йӑшӑр-йӑшӑр тип хӑйӑр саслӑн чыхӑна-чыхӑна, янахне вӗттӗн-вӗттӗн, автоматла сиктерсе чӑхлатать, тепри йывӑҫ каткара йӳҫекен пӑрака лӗкӗр-лӗкӗр лӗкӗртетнӗ пек пӗтӗм кӗлеткипе «вӗресе» лӗхлетет.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

…Тепӗр кунне ӗҫ вӑхӑчӗ пуҫланнӑ-пуҫланманах Урӑлманкин ӗнерхи ҫи-пуҫпах медпункта чихлата-чихлата, кӑраланса-тулкӑшса, ҫулӑм ҫинчи пӑрака хуранӗ пек вӗресе пырса кӗчӗ те алӑк сули урлӑ каҫнӑ-каҫманах хӗсӗк хура куҫӗсенчен хаяр вучӗ сирпӗткелесе, пырне хӑйӑрттарса, «пунк! тапса, вӗчӗрхӳ ҫӳпҫине вӑнк! ӳпӗнтерсе ячӗ» (хӑйӗнчен килти «цехра» юхтарнӑ эрех шӑрши кӳ! те кӳ! ҫапать):

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Ӗлккен пит-куҫӗнче тӗкӗнмен-саланман ҫамрӑклӑхӗ халь-халь вӗресе тӑкӑнасла, ҫиҫкӗн.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ҫанталӑк ӗнтӗ ҫӗр пичӗ пек мар, сӑмах-юмахри тамӑк хуранӗ пек «вӗресе» пӑтрашӑнма пуҫларӗ, урсах кайнӑ ҫил-тӑвӑлӗ ҫынна витӗрех илесшӗн пулчӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ялти лӑпкӑлӑха хӑнӑхнӑ Сима ҫак вӗресе тӑракан пурнӑҫ юхӑмне тӗлӗнсе те савӑнса сӑнать, мӑнаҫлӑн сарӑлса выртакан анлӑ Атӑл еннелле ерипен утать.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Халлӗхе вӗсем тымар ярса вӑй илеймен-ха, тураттисем те пӗрре е иккӗ, малтан куҫариччен ӳснисем кӑна, ҫавах та вӗсем вӗресе тӑракан пурнӑҫ ытамне лекнӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫывӑрма вӑхӑт ҫитнӗ пулсан та, пур ҫӗрте те пурнӑҫ вӗресе тӑни сисӗнет.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Санра, мӑнаҫлӑ Атӑл, пурнӑҫ хӑвачӗ вӗресе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Унӑн аллинче кирек епле ӗҫ те вӗресе кӑна тӑракан пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫак ыйтусене ответлес шутпа Владимир Ильич хӑйӗн автобиографине ҫырасшӑн пулнӑ, анчах вӗресе тӑракан революцилле событисем вӑхӑтӗнче унпа чӑрманма хал ҫитереймен.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Елчӗкри «Радуга» лавкка пулнӑ ҫуртра вырнаҫнӑ Олеся Мясникова уйрӑм предпринимателӗн 2015 ҫулта уҫӑлнӑ «Пчелка» ООО ҫӗвӗ производство предприятине (ку вырӑна вӑл иртнӗ ҫулта куҫнӑ) пырса кӗрсенех кунта ӗҫ вӗресе тӑни тӳрех куҫ умне пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗвӗ цехӗнче ӗҫ вӗрет // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/02/10/ce%d0%b2e-% ... %b5%d1%82/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех