Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗре сăмах пирĕн базăра пур.
вӗре (тĕпĕ: вӗре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑнах та Петӗр сылтӑмалла пӑрӑннӑ, аякран вӗрекен ҫил хирӗҫ вӗре пуҫланӑ, сылтӑм енче тата юр витӗр темӗскер хуранӑн курӑнса кайнӑ.

Действительно, Петруха поворотил направо, и ветер, бывший вбок, опять стал навстречу, и справа, сквозь снег, завиднелось что-то черное.

V // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.

Ҫил хыҫалтан вӗре пуҫланӑ, ӑшӑрах пулса кайнӑ.

Ветер стал дуть взад, стало теплее.

III // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.

Сулахаялла пӑрӑнсанах, ҫил вӗсене хирӗҫлерех вӗре пуҫланӑ.

Ветер с поворота стал им почти встречный.

II // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.

Лупашкасем кӑпӑкланса вӗре пуҫлаҫҫӗ.

Лужа пузырится и кипит.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Ҫурҫӗр тӗлӗнче шырлансенче кашкӑр ӳлесе ячӗ, ӑна хирӗҫ станицӑра йытӑсем нӑйкӑшса вӗре пуҫларӗҫ, Кавӗрле мучи ыйхӑран вӑранчӗ.

В полночь в ярах глухо завыл волк, в станице откликнулись собаки, и дед Гаврила проснулся.

Ют юн // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Ют юн. — Тӑван Атӑл, 1965, 3№, 82–91 с.

Вӗре, теҫҫӗ сана, вӗре, йӑлӑхтармӑш!

— Кипи, тебе говорят, кипи, озорник!

Власьевна // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Вӑл чарӑннӑ та вӗре пуҫланӑ.

Остановилась, забрехала.

5 // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Кӗмсӗртетнӗ сасса илтсенех, Уляшин сиксе тухнӑ та вӗре пуҫланӑ; ун хыҫҫӑн ытти йытӑсем те хускалнӑ.

Услыхал Уляшин, — забрехал и кинулся, а за ним другие собаки.

5 // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Анчах ҫил вӗре пуҫлать те, ҫав пӑсӑк сывлӑша илсе кайса, ун вырӑнне вӑрмансемпе хирсенчен уҫӑ сывлӑш илсе килет.

А придет ветер, разгонит дурной дух и принесет из лесов и с полей хороший, чистый воздух.

Ҫил вӗрни мӗне кирлӗ? // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ӑшӑ пӳртӗн алӑкне уҫсан, аялтан пӳртелле тулти сывлӑш вӗрет, ҫӳлтен тулалла пӳртри сывлӑш вӗре пуҫлать.

Когда же отворим дверь в теплую горницу, то всегда дует ветер низом со двора в горницу, а верхом дует из горницы на двор.

Ҫил ӑҫтан пулать? // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Унтан ҫил вӗре пуҫларӗ, мана таҫталла илсе кайрӗ.

Потом подул ветер, понес меня куда-то.

Сывлӑш ҫинче вӗҫсе ҫӳрекен каласа кӑтартни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Марье кӑвара кӗлтесем айне хунӑ та вӗре пуҫланӑ.

Маша принесла уголья, положила под снопы и стала дуть.

Вут тухни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Йӑмра чашкӑрса ҫуна пуҫланӑ, вут хӗрӗвӗпе сӗткенӗ вӗре пуҫланӑ.

Зашипела лозина, закипел в ней сок, пошел дым, и стал перебегать огонь.

Йӑмра // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Сахара ятлӑ пушхиртен, вӗри кӑмакаран вӗрнӗ пек, ҫил вӗре пуҫларӗ.

и точно из топленной печки несло на нас горячим воздухом с пустыни Сахары.

Акула // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Вара йытӑ ӑна вӗре пуҫлать.

И тогда собачонка начинает на него лаять.

Хир чӑххисем // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Унтан ҫил ҫула майлӑ вӗре пуҫласан, «Пилигрим» типҫӗр патнелле хӑвӑрт ҫывхарса пычӗ.

Затем подул попутный ветер, и «Пилигрим» быстро стал приближаться к земле.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Тинӗс хытӑ хумханать пулсан та, тӑвӑл, ахӑртнех, лӑпланса пырать, ҫил вӑйсӑртарах вӗре пуҫларӗ, хӗвеланӑҫ еннелле ҫаврӑнчӗ.

Буря, очевидно, шла на убыль, и хотя волнение на море оставалось еще очень сильным, можно было заметить, что ветер спадает и заходит к западу.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Нумайччен ӗҫлемесӗр ларнӑ цехсенче ӗҫ вӗре пуҫланӑ.

В долго бездействовавших цехах закипела работа.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.

Кӗҫӗн алӑкне уҫма кӑна тӑчӗ — ӑна хирӗҫ кашкӑр пек пысӑк йытӑ хӑрлатса вӗре те пуҫларӗ.

Едва приоткрыл калитку, как на него отчаянно залаяла огромная, как волк, собака.

V. Ӑшаланӑ ӑсан хака ларать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Салма вӗре пуҫланӑ-пуҫламан Шерккей тем сарлакӑш елпешке тӑм чашӑк ҫӗклесе пычӗ.

Едва салма закипела, Шерккей подошел к котлу с большой глиняной миской.

XXIV. Ашшӗпе хӗрӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех