Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑхӑтлӑх сăмах пирĕн базăра пур.
вӑхӑтлӑх (тĕпĕ: вӑхӑтлӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавна май Чӑваш Республикин транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗн ҫумӗ Юрий Арлашкин тата муниципалитет пуҫлӑхӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Александр Федоров юсав ӗҫӗсем пыракан объектсене ҫитсе килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуртсен картишӗсене юсаҫҫӗ, мемориал комплексӗ тӑваҫҫӗ // Артемий МЯСНИКОВ. http://kanashen.ru/2023/07/21/c%d1%83%d1 ... %bc%d0%bf/

Нумай вӑхӑтлӑх план тума лайӑх эрне.

Наступило хорошее время для долгосрочного планирования.

29-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

- Валерий Михайлович, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев йышӑннӑ Комплекслӑ программа пирки мӗн шутлатӑр?

Куҫарса пулӑш

Валерий АФАНАСЬЕВ: «Республика аталанӑвӗ районсенчен пуҫланать» // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/valerij-afanasev- ... C2%BB.html

Регионшӑн ҫав тери пысӑк пӗлтерӗшлӗ документпа Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Аслӑ экономика канашӗн ларӑвӗнче паллаштарнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Валерий АФАНАСЬЕВ: «Республика аталанӑвӗ районсенчен пуҫланать» // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/valerij-afanasev- ... C2%BB.html

Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗнчи акӑлчан чӗлхипе вӗрентекен Александр Николаева, Чӗчкен тӗп шкулӗн директор ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Гульназ Гайнулловӑна тата Тукай Мишер вӑтам шкулӗнчи кӗҫӗн классен учительне Гульназ Ямалетдиновӑна ЧР Вӗрентӳ министерствин Хисеп грамотипе, Шурут, Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел вӑтам шкулӗсенчи кӗҫӗн классен вӗрентекенӗсене Венера Васильевӑпа Светлана Мунтайкинана, «Радуга» ача сачӗн воспитательне Ольга Григорьевӑна министерствӑн Тав ҫырӑвӗпе наградӑларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑй хурсассӑн акара – савӑнан Акатуйра // Любовь ШУРЯШКИНА, Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/06/16/%d0%b2%d3%9 ... %b9%d1%80/

Юлашки вӑхӑтра тапхӑр-тапхӑр чӑтма ҫук ыратни те пулнӑ, анчах кун пирки никам умӗнче те ҫӑвар уҫса каламан, мӗншӗн тесен пӗр ҫын ыратӑвӗ — вӑхӑтлӑх ырату, халӑхӑнне шайлаштарсан, ытла та пӗчӗк, ниме тӑман япала пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Е лашине вӑхӑтлӑх парса янӑ, е ҫӑнӑх укҫасӑр авӑртса панӑ.

То лошадь одолжит, то муки просто так намелет.

Мӗншӗн-ха? // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/332

Чӑннипе вара Навальныйпа унӑн тусӗсен протест акцийӗсем тӗлӗшпе вӑхӑтлӑх текен мораторийӗ юлашки вӑхӑтра иртнӗ митингсен ӑнӑҫсӑрлӑхӗпе сӑлтавланни пирки нимӗнле иккӗленӳ те ҫук.

Куҫарса пулӑш

Улталаймарӗҫ. Улталаймӗҫ // Николай АНТОНОВ. http://alikovopress.ru/ultalajmarec.-ult ... ajmec.html

Пӑрах мана, юрататӑн пулсан та, вӑхӑтлӑх юрату ҫеҫ ку…

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Нумай пулмасть унта та ҫумӑр шывӗ кӳлленсе тӑнӑ ахӑр: строительсем хӑйсен урисем айне урлӑ-пирлӗ хӑмасем пӑрахнӑ, вӑхӑтлӑх кӗпер пеккисем тунӑ; хӑмасем тавра, «кӗперсем» айӗнче ула-чӑла ҫӗр кӗсел пек елперсе-ҫуталса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Алексей Матвеев – вӑхӑтлӑх управляющий пӗлтернӗ тӑрӑх, паянхи куна асӑннӑ организацире сӑнав процедурине йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре ӗҫ укҫипе парӑмсен виҫи 26 млн ытла пухӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/30/chva ... -itla-tenk

Вӑхӑтлӑх пуҫлӑх тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Алексей Матвеев каланӑ тӑрӑх, халь вӗсен тӗлӗшпе сӑнав процедури пырать.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫ укҫине вӑхӑтра тӳлемелле // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=Bsb8a9cMuNY

Кӗске вӑхӑтлӑх отпуск шӑпах та уяв кунӗсене, Ҫӗнтерӳллӗ ҫурккуннен асамлӑ тапхӑрне лекни Ҫавалкас тӑрӑхӗн каччин чӗрине хытах савӑнтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрлӗх салтаксен вӑйне ҫӗклет... // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12708-p- ... jne-c-klet

Вӑхӑтлӑх хваттер те тупма ӗлкӗрнӗ ҫивӗчскер.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хайхискер татах аллине ҫӗклерӗ те, вӑхӑтлӑх юлташӗсем ӑна икӗ енчен ҫаклатса айккинелле сӗтӗрчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Саркай сӗтел хушшинче улпут пекех мӑнаҫлӑн саркаланса ларать, вӑхӑтлӑх пулин те, асли-ҫке!

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӑхӑтлӑх мар, унтан яла нихҫан та таврӑнмасть! — ҫивӗччӗн кастарчӗ Инесса.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

– Вӑл хӑйӗн арӑмӗпе Атӑл тӑрӑхӗнчи темле облаҫа вӑхӑтлӑх кӑна куҫса каять темеҫҫӗ-и?

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫамрӑк чухне вӑл хӑй те авланнӑ хыҫҫӑн арӑмӗнчен вӑрттӑн хӑш-пӗр инкесем патне улаха ҫӳрекеленӗ-ха, ҫавӑнпа та ял ҫинчи сӑмах ӑна питех пӑшӑрхантарман: «Вӑхӑтлӑх айкашу кӑна ку — инке-арӑмах качча илес ҫук-ха ман Пурхиле», — тенӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ашшӗ мар, амӑшех ҫӗнтернӗ: ҫӗмӗрт ҫеҫки шӑршиллӗ, шӑпчӑк юрриллӗ май вӗҫӗнче Рената уйрӑлнӑ, хваттер пирки упӑшкипе суд умне тӑрса та намӑсланман — хӑйпе пӗрле шӑл больницинче ӗҫлекен тантӑшӗ патӗнче вӑхӑтлӑх вырӑн тупнипех ҫырлахнӑ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех