Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кӑштах канӑҫсӑрланать, анчах хытах мар, мӗншӗн тесен вун-вун пинле вылякан этем унӑн пур-ҫук укҫине вӑрласси питех те кулӑшла; Давенант залри мӗн пур ушкӑна пӑха-пӑха тухрӗ, пӗтӗм сӑна тӗпчерӗ, анчах унта Гордона тупаймарӗ.
VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ҫиҫсе вылякан, хӗрнӗ ҫаврашка ҫак самантра тӳпери пушар варринчен тухрӗ те куҫ шӑрҫисене кӗрсе вырнаҫрӗ — куҫӗсене резинӑпа туртса ҫапрӗҫ тейӗн; арҫын ача шӑнӑр туртнӑн хутланса ӳкрӗ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 85–91 с.
Виҫӗ хутчен харӑсах вӑл Пӗччен Бизонпа Отакинчен выляса илнӗ те, хӑйне лайӑх вылякан вырӑнне шутласа, ун ҫинчен пурне те илтӗнмелле пӗлтернӗ.
Кӑлтӑрпи // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
— Ирт малалла, — чӗнчӗҫ ӑна картла вылякан хӗрарӑмсем.
Паллашу // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.
Ачи ҫывӑракан амӑшӗ вылякан ача амӑшӗ ҫине сиввӗн пӑхкаларӗ, ачине чарма ыйтрӗ.
Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.
Коля тата малалла каясшӑнччӗ, анчах сасартӑк ӳплерен паҫӑрхинчен кӑшт пӗчӗкрех тепӗр мӑшӑр ура тӑсӑлса тухнине асӑрхарӗ, ҫав урасем хыҫҫӑн Рассолов ывӑлӗ — Кольӑпа туслӑ пурӑнакан, унпа час-часах кӗрешмелле вылякан Витя хӑй курӑнса кайрӗ.
13 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
— Э? — ыйтрӗ «Андрей», ӑшӑ кулӑпа ҫуталса вылякан пичӗпе жасмин тӗмӗ еннелле кӑтартса.— А? — спросил «Андрей», кивая на жасмин с полуулыбкой, блуждавшей на его лице.
10 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Мана суд ӗҫӗсене йӗркелесе пыракан чиновник те, кӗсъе ҫаратакан та, шӳт тӑвакан та, вельможа та, картла вылякан та, политик та, еркӗн тупма пулӑшакан арҫын та, врач та, суя свидетель те, илӗртекен ҫын та, сутӑнчӑк та, ытти евӗрлӗ этемсем те тарӑхтармаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем пурте эпир ҫуралнӑ пекех ҫуралса ҫитӗннӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Урапа ҫинче силленкелесе пынӑ май вӑл ҫул ик айккипе вырнаҫнӑ хуторсене, усадьбӑсенче вылякан ачасене, урапа хыҫҫӑн хӑйӑлти сасӑпа вӗрсе чупакан йытӑсене, инҫех мар курӑк ҫисе ҫӳрекен лашасемпе ӗнесене сӑнама юратать…
Ытларикун, майӑн 22-мӗшӗ. Эмиль яшка савӑтне пуҫа тӑхӑнни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Кайран-кайран ачасем те ман ҫӳҫ ӑшӗнче пытанмалла вылякан пулчӗҫ.Под конец даже дети отваживались играть в прятки в моих волосах.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Унта вӑл комик ролӗсене вылякан артист пулма хатӗрленнӗ, пирӗн патра вара подрывник пулма шут тытнӑ.Там он готовился к амплуа комика, а у нас хотел стать подрывником.
Икӗ операци // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Мирлӗ вӑхӑтра пӳскесемпе, сиктерккесемпе вылякан, виҫӗ кустӑрмаллӑ велосипедсемпе ярӑнакан вӗтӗр-шакӑр ача-пӑчапа тулнӑ Тверской бульвар, Советски площадь халь пушанса юлнӑ.
Репетици // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Пӳскелле вылякан ачасем Ленӑпа Коля ҫине пӑхса тӑнӑ.Мальчики, игравшие в мяч, продолжали смотреть на Лену и Колю.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Эпӗ Сильвер вылякан чаплӑ вӑйӑ ҫинчен, вӑл хӑрах аллипе вӑрӑ-хурахсен шайкине тытса тӑни ҫинчен, тепӗр аллипе, хӑйӗн пур-ҫук пурнӑҫне хӑтарас тесе, кирек мӗнле хатӗртен ярса тытни ҫинчен шухӑшларӑм.
XXIX сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Эпӗ тинӗсе шкуна ҫинче, рожокпа вылякан боцманпа, ҫивӗтсем тунӑ тата юрӑсем юрлакан матроссемпе каятӑп!
VII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Учительница хӗрӗ ҫеҫ, спектакльте служанка рольне вылякан ҫивӗч куҫлӑ, ларма-тӑма пӗлмен Наташа ҫеҫ, костюмсем тӑхӑнмалли пӳлӗм тӑрӑх тахҫанхи ӗлӗкхи пек ҫӗленӗ вӑрам юбкӑпа вӗҫтерсе ҫӳрет.
Хаклӑ хӑна // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Фома унталла пӑхнӑ та, вӑрманӑн ҫӳллӗ хура хӳмине, ун ҫинче ҫап-ҫуттӑн вылякан вучахӑн вутлӑ пӑнчине тата вут тавра ларса тухнӑ тӗтреллӗ мӗлкесене курнӑ.
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Лере, хӗвеланӑҫ енче, ҫутҫанталӑкӑн чикӗсӗр тӳпине тата хаваслӑн йӑлтлатса вылякан ҫӑлтӑрсене уҫса, тем анлӑш йӗпкӗм хӗрлӗ чаршав ҫӗрелле аннӑн туйӑннӑ.
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫак тӑватӑ ҫын питӗ лайӑх вылякан оркестр пекех пулчӗҫ.
XV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Циркра вылякан артистсем вӑл вӑхӑтра тӗрлӗ тӗшмӗшлӗхсене ӗненнипе паллӑ вырӑнта тӑратчӗҫ.
Беби шӑпӑртан хӑрать… // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.