Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вутӑ сăмах пирĕн базăра пур.
вутӑ (тĕпĕ: вутӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Малтан, пӗчӗк чух, лешӗ мӗн те пулин ҫимелли кучченеҫ парасса кӗтсе тухнӑ-ха, каярахпа, ӳсерехпе, ӑна пулӑшас тӗллевпе: ҫӗрулми шуратса паратчӗ Ваҫук, вутӑ ҫуратчӗ, шыв кӳретчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Картишӗнче — вутӑ.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑн // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Стена ҫумӗнче ҫакӑнса тӑракан халатсемпе кӑмака хыҫӗнчи типӗ вутӑ ҫуннӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Пӳрте ӑшӑтма вутӑ кирлӗ пулнӑ, ҫитменнине — пӗчӗк ача та пулать, ӑна сивӗ ҫӗрте усрама май килмест.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Вӑл, ик-виҫӗ ҫӗклем вутӑ ҫурса, кӑмака хыҫне купаласа тултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ара, кӗме те юрамасть иккен, — кӳреннӗ пек пулчӗ Укань, юлнӑ вутӑ пуленккисене пӗрерӗн-пӗрерӗн илсе кӑкӑрӗ умне тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сантӑркка лупасайӗнче вутӑ ҫуратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мунча хутма улӑхра вутӑ хатӗрлессине те татса пачӗ председатель…

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сахал-и унта татса памалли ыйтусем: пӗрин карти-хурине хӗл лариччен юсамалла, теприне вӑрмантан вутӑ кӳме пулӑшмалла, виҫҫӗмӗшне ӑшӑ сӑмахпа йӑпатни те теме тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӑчӑкӑпа вутӑ татма тухасшӑнччӗ — ашшӗ яхӑн та ямарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вутӑ кӳрекенсене сӑйлама тесе, сутӑн илсе хуни пурччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӗллесемпе аппаланнисӗр пуҫне хӗллене хамӑр кил валли те вутӑ хатӗрлеттӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Атте утарӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 110–116 с.

Кукка килте пулсан вара питӗ хытӑ савӑнаттӑмччӗ, унпа пӗрле пахчара е вутӑ сарайӗнче тӗрткелешсе ҫӳреме юрататтӑм, — шӑнкӑрч йӑви тӑвать-и е велосипедне сӳтсе пӑрахса каялла ҫӗнӗрен пуҫтарать-и — манӑн пурне те пӗлес, хам алӑпа тытса пӑхас килетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Ытти ҫичӗ-сакӑр хӗрарӑм, вутӑ пушатма пулса, лав хыҫҫӑн ферма ҫурчӗ патнелле утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Вутӑ купи тарӑн мар ҫырма леш енче.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Вӑрманҫӑ Хӗлиппе те калаҫса татӑлнӑ вӑл, ӑна вутӑ патне эсӗ каясса та пӗлтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Колхоз апачӗ пӗҫерме вутӑ кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Вутӑ кӗрлесе ҫунма пуҫласан, тӗтӗм сахалланчӗ те, алӑка тайрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Ятарласа типӗтнӗ, вӗттӗн-вӗттӗн чӗрнӗ хӑйӑ ялтӑртатса ҫунсан та, вӑрмантан паян ҫеҫ йӑтса килнӗ вутӑ ниепле те тивсе каясшӑн мар: пуленкке пуҫӗнче пӑчӑртатса-кӑпӑкланса тумлам-тумлам шыв пуҫтарӑнать.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Сенӗксемпе пӗр вӑрманта вутӑ касма турӑ ан хуштӑр, тетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӳри вӗҫне туй килсен // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37–41 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех