Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

васкаҫҫӗ (тĕпĕ: васка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унта элчӗсем йышлӑ, ку элчӗсем ҫӗр ҫывӑрмасӑр тӗрлӗ патшалӑхсене, тӗрлӗ хуласене васкаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗрисем вут-кӑвара сӳнтерме йӑлӑма васкаҫҫӗ, теприсем, мӑрье тасатакансем пек хуп-хура пулнӑскерсем, ҫийӗнчи тумтирне ҫӗтсе-ҫурса пӗтернӗскерсем, Атӑл ку енне каҫаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мункун ирттереҫҫӗ, лайӑх кӑна ӗҫсе ҫиеҫҫӗ те мухмӑр чӗртме Хусана васкаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Шыва кастарса ҫеҫ ишеҫҫӗ, ачи-пӑчи патне васкаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫеҫпӗл ҫыxxи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 135–136 с.

Вӗсем тарма васкаҫҫӗ, пире ҫурран утасси те нимех те мар.

Куҫарса пулӑш

IX // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Каччӑ ҫурӑмӗ ҫинче йывӑр кутамкка пулин те, питӗ васкаҫҫӗ вӗсем, сӑнӗ-пичӗсем ҫинче иккӗшӗ те ҫав тери шухӑша кайса, тимлесе пыни палӑрать.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Паллаканнисем те калаҫса тӑмаҫҫӗ, пӗр-пӗрне сывлӑх сунса, саламласа иртеҫҫӗ те, вӑхӑтра ӗҫе ҫитме васкаҫҫӗ.

Знакомые тоже много не разговаривают, поздоровались, поздравляли друг друга и спешит дальше на работу.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Гаврил ларнӑ пӑрахут ҫине васкаҫҫӗ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Юлташсенчен уйрӑлса юлни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Анчах пӗрисем пуҫа пӗксе «ҫапла» тенипе ҫырлахнӑ хушӑра теприсем сӑмахран ӗҫ патне куҫса ашшӗ-амӑшӗн тимлӗхӗсӗр юлнӑ пӗр-пӗр пепкене ҫунат айне илме васкаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ ырӑпах таврӑнтӑрччӗ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 8 с.

Ҫавна шута илсе полиципе шалти ҫарсем халӑх ушкӑнӗсене пӗчӗккӗрех чухне ҫапса-хӗнесе е хӑваласа салатма васкаҫҫӗ, темиҫе ял халӑхӗ пӗрлешесрен хӑраҫҫӗ.

И полиция старается разгонять даже маленькие группки, не давая людям объединяться с соседними деревнями.

Юнлӑ юнкун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Сывлӑхпа мӗн те пулин сиксе тухсан ҫынсем тӳрех ФАПа васкаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗрӗпе медицинӑра вӑй хурать // И.КОРНИЛОВА. http://kasalen.ru/2022/09/16/%d0%bce%d1% ... %82%d1%8c/

Паянхи кун, ҫумӑр пӗрӗхсе тӑнине пӑхмасӑрах, ҫӗрулми анисем ҫинче иртен пуҫласа каҫчен трактор-машина шавӗ илтӗнет, туп-тулли тиенӗ автомашинӑсем склад енне васкаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрулми кӑлараҫҫӗ, выльӑх апачӗ хатӗрлеҫҫӗ // А.МАРИЯН. http://kasalen.ru/2022/09/16/ce%d1%80%d1 ... %d0%b5cce/

Начальник хосподинпа кулава хосподин Шурчана васкаҫҫӗ.

Господин начальник и господин голова спешат в Акрамово.

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пуснӑ чӑх, сӑра, пыл, эрех йӑтнисем Чӑлах Эрнюк картишнелле васкаҫҫӗ.

А к дому Эрнюка все идут и идут люди, несут прирезанных кур, пиво, мед, вино…

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Ак ӗнтӗ, пӑх та кур: эпӗ, кусем маншӑн ҫунаҫҫӗ пулӗ-ха тесе, ҫӗрхута килтӗм, кунта мана асӑнса икерчӗ ҫиме васкаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Утсем те килеллех васкаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Васкаҫҫӗ юлан утсем — Крымра лӑпкӑ мар.

Куҫарса пулӑш

3. Йывар кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Васкаҫҫӗ улансемпе юзбашисем — малта вырӑссемпе тытӑҫусем пуҫланнӑ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Ҫапӑҫу хирӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тен, мӑрсапа ывӑлӗ алманчӑна ҫӑлма васкаҫҫӗ пулӗ?

Куҫарса пулӑш

21. Мӑрса арӑмӗ хӗр парать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫавӑнтах тата аякра-аякра шур пӗлӗт таткисем таҫталла васкаҫҫӗ, хӗвелтухӑҫ енчен хӑпара-хӑпара килеҫҫӗ, пӗр сасӑсӑр шӑваҫҫӗ, хӑпарнӑҫемӗн мамӑкланаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех