Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

васкаса (тĕпĕ: васка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халь вара Ҫтаппан, ҫынсемпе тӗл пуласран хӑраса, тӳре-шарасенчен пытанса ҫӳрекен таркӑн пек васкаса утать.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӑнман вырӑнпа сывпуллашас тесе вакун чӳречинчен Приютово станци енне пӑхрӑм та… вокзал ҫурчӗ хыҫӗнчен перрон ҫине фуфайкӑллӑ виҫӗ кӳлепе васкаса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Эпӗ васкаса Володя патне пытӑм, вокзала пӗрле кӗтӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Аудиторие Виталий Петрович васкаса пырса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Васкаса таврӑнтӑм та ҫӑвӑр хуртсем пирки утарҫа каласа патӑм.

Куҫарса пулӑш

Мишша тете // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 103–108 с.

Манӑн калавсенчи ВӐХӐТ тикӗс юхмасть — юхан шыв ҫул-йӗрӗ пек пӗр сарӑлса, пӗр хӗсӗнсе, хӑш чухне вара вӑраххӑн е васкаса пырать.

Куҫарса пулӑш

Утар // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 102–103 с.

Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн Нетӳк аппа лаша ураписем тунӑ хулӑн тусанлӑ урам варрипе мар, курӑклӑ ҫерем айккипе, хулпуҫҫи ҫине ҫавине уртса, апат хутаҫҫине йӑтса Хир касси урамӗпе пӑрҫа уйӗ еннелле васкаса утрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

Мишша шкултан килне пӑшӑрханса та васкаса таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

Пӗр ҫур сехетрен вӗтӗ ҫӑнӑх пек тусанлӑ урам варрипе ҫынсен пысӑках мар ушкӑнӗ кас тӑрӑх васкаса утни курӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Пӗр самантра икӗ грузовик тупрӑмӑр, вӗсем ҫине тиентӗмӗр те Ҫӗньял еннелле васкаса ҫул тытрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Юлашки троллейбуса ӗлкӗрес тесе чарӑну вырӑнне васкаса тухрӑм та «мӑйракаллине» кӗтме тытӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Кушак ҫури // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 3–4 с.

Эсӗ тӗлӗнсе те савӑнса пукан ҫинчен сиксе тӑтӑн та ман пата васкаса пытӑн.

Куҫарса пулӑш

Ҫыру // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 119–121 с.

Хӗр, васкаса, шуса та ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Лена пусма вӗҫӗнчи тӑрӑ айӗнчен васкаса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

— Малтан эпӗ унран хӑраттӑм, унпа, вӑл чӗнсен, ниҫта тухмастӑм… — сӑмахӗсене чӑх сӑхса ҫитермелле мар васкаса калаҫрӗ Римма.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Юлашки кунсенче ытлашши васкаса ӗҫленӗрен кун пек ҫитменлӗх сиксе тухасси паллӑ пулнӑ пулсан та, пурте шавлама-калаҫма, айӑплисене шырама тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Тӗп инженер патне шлепкине ӗнсе ҫине антарса лартнӑ, пичӗ-куҫӗ хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ вӑтам ҫулсенчи арҫын васкаса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Укахвине мӗн ҫитмест, Ӑна ӗнтӗ кам пӗлмест; Килтен киле васкаса, Усал-тӗсел пуҫтарса Вӑл ҫӳреме юратать, — Пур ял-йыша пӑтратать.

Куҫарса пулӑш

Укахви // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 18 с.

— Ку вара йӑлтах сан ӗҫӳ, — терӗ те Павӑл пӳртрен васкаса тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Сан ӗҫӳ мар… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 7 с.

Сӗтел хушшинчен Рамана хирӗҫ ватӑлма пӗлмен, юман кӗрешӗ пек тӗреклӗ Безбородов васкаса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

47 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех