Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ачашласа (тĕпĕ: ачашла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Чӑнах та ку Озеров Уҫӑп ӗҫӗ пулсан, шантаратӑп сире, ӑна пуҫран ачашласа тӑмастпӑр эпӗр, ял халӑхӗ умӗнче явап партаратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Ял Советӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Анчах Сахар пӗрех ачашласа ҫитӗнтермест ӑна — ӗҫе явӑҫтарать.

Куҫарса пулӑш

Вырмара // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Лаша тапранса кайиччен ашшӗ Ольӑна чӗнсе илчӗ те: — Хӗрӗм, ҫынсемпе пӗрле выльӑхсене кӗтӗве хӑваласа яр та эпӗ киличчен шӑллусем патӗнчен ниҫта та ан пӑрӑн, — терӗ, ӑна пуҫӗнчен ачашласа.

Куҫарса пулӑш

Вырмара // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар ывӑлне пуҫӗнчен ачашласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫывӑрмалӑх ӗҫленӗ паян // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сергей хӑйӗн тӑватӑ ураллӑ тусне ачашласа илчӗ, унтан мӑйӗнчен йӑлине вӗҫертсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эсӗ тӗлӗнмелле хитре ҫеҫ мар, тӗлӗнмелле ӑслӑ та иккен, — хулпуҫҫийӗнчен ҫепӗҫҫӗн ачашласа илчӗ ӑна Сергей.

Куҫарса пулӑш

«Эс мана пурнӑҫа ӑнланма вӗрент» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кунта ватти те, вӗтти те йывӑҫ-курӑка хисеплет, вӗсене ачашласа ҫитӗнтерет.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Сывӑ-и, тете? — тесе, вӑл малтан Сахара, унтан Сергее алӑ тытрӗ, пӗчӗккисене пуҫӗсенчен ачашласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл ӑна ҫилхинчен ачашласа илчӗ, ӑмӑрӗнчен лӑп-лӑп ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Тӗкӗрҫӗсен пӑлхавӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Виҫӗ хурӑнне те алӑпа ачашласа пӑхрӗ вӑл, типсе ларнӑ, темле майпа ҫилпе вӗҫсе каяйман темиҫе ҫулҫине татса илчӗ, каллех макӑрма пуҫларӗ — арҫынсем вӑл тутӑр вӗҫӗпе куҫне шӑлкаланине курчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эпир вара яланах пӗр-пӗрне пулӑшса ӗҫлӗттӗмӗр, вӗренеттӗмӗр, телейлӗ пурӑнӑттӑмӑр, — терӗ Исаков, Зоя аллине хуллен ачашласа илсе.

А мы бы всегда помогали друг другу, учились, жили бы счастливо, — сказал Исаков, тихонько поглаживая руку Зои.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Вара турарӗ, якатрӗ, темиҫе хутчен ачашласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кампур // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 257–261 с.

Ҫапла каласа панӑ хыҫҫӑн, Ваҫук юлташӗ Кампура ачашласа илчӗ те тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кампур // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 257–261 с.

Тутӑ ҫыннӑн тутӑ сӑмахӗсем Мултиер хӑлхине ҫемҫен пырса тивеҫҫӗ те ачашласа, ҫӑм пӳске пек, хуллен ҫӗре ӳкеҫҫӗ.

Речь сытого чиновника мягка, туманна, так и обволакивает голову сладким дурманом; слова касаются уха и мягким войлочным мячиком тихо скатываются наземь.

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Малтанах пит-куҫа йӗплеме хӑтланса пахнӑ ҫил часах парӑнать, ҫаврӑнса ӳкет, чӗрнипе чӗпӗтес вырӑнне ачашласа лӑпкама та ачашланма тытӑнать.

И отступает колючий ветер, так больно щипавший глаза, вместо этого он теперь ласково гладит щеки.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Крым: анлӑ тинӗс те сӑрт айӗ, Хӗвел ачашласа хӗртет, Тӑвайккинчи Бахчисарайӗ Илемӗпе пит илӗртет…

Куҫарса пулӑш

I // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

— Куратӑн-и, авӑ эсӗ те мӗнле хӗпӗртенӗ, — терӗ амӑшӗ, хӗрне пуҫран ачашласа.

Куҫарса пулӑш

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тата пуҫран ачашласа илчӗ вӑл мана, пуҫ ыратать.

Куҫарса пулӑш

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ан ӗрлеш, шӑп пул! — терӗ ӑна Ахтупай ачашласа.

Куҫарса пулӑш

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ачашласа каларӗ лаши хӑлхинчен, хӗввинчен ҫӑкӑр татӑкӗ кӑларса ҫитерчӗ…

Куҫарса пулӑш

Шурӑ мӗлке ӑҫта ҫухалать? // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех