Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ахлатса (тĕпĕ: ахлат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл васкаса сӑхсӑхрӗ те эрехе шалт хучӗ, вара, киленӗҫлӗн ахлатса, вӑрӑм мӑйӑхне шӑлса илчӗ, кӑштах ҫӑкӑр татӑкӗ шӑршланҫи пулчӗ, унтан турилккери пулӑпа ҫӑмартана йӑлтах кӗсйисене персе чикрӗ те тухса кайма тӑчӗ; алӑк патне ҫитнӗскерех, Сантӑркка сӗтелӗ умӗнче чарӑнса тӑчӗ, ун ҫине хӗрлӗ куҫӗпе пӑхса, тепӗр черкке тултарма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Йӑл-йӑл кулакан Макар мольберт ҫине тӳртӗн вырнаҫтарнӑ ҫӗнӗ картинӑна пит енӗпе ҫавӑрса лартсан, Лавр тӗлӗннипе ахлатса ячӗ; ҫуллӑ сӑрсемпе ӳкернӗ картина ҫинчен чипер пике пӑхса ларать.

Куҫарса пулӑш

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Вӑл ывтӑнса кайрӗ, ахлатса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ахлатса вӑхӑта ан ирттер, Верук.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тарье, ним тума аптӑранӑ енне, ахлатса илчӗ, пуҫне чӑмӑртаса тытса, тӑвӑнчӑклӑн ҫӳҫ-пуҫне лӑскарӗ, ухмаха ернӗ пек ҫухӑрса ячӗ:

Куҫарса пулӑш

Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Алӑк патӗнчи кравать ҫинче Тилӗ ҫӗлӗкӗ ахлатса выртать.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ача хыҫҫӑн ыттисем те ҫавӑнталла васкарӗҫ, патнерех ҫитсен, сӗлкӗше шӑтарса-ҫӗмӗрсе, ҫӗлӗк хыҫҫӑнах ҫын пуҫӗ те курӑнсан, пурте ахлатса ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Энтрей мыскарисем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Шыв хӗррине пухӑннӑ халӑх ахлатса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Энтрей мыскарисем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Леш пуҫне аллисемпе хупласа йӗнер ҫинче ахлатса ҫеҫ ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сарри ҫыннисене курсан вучах йӗри-тавра ахлатса выртакан пӑлхавҫӑсем савӑнса кайрӗҫ: кусем, юри килнӗскерсем, пӑрахса хӑвармаҫҫӗ ӗнтӗ, пурне те Мӗша хӗрринчи яла илсе ҫитереҫҫӗ терӗҫ пулас.

Куҫарса пулӑш

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Упӑшки вырӑнпах выртать тет ав, мӗн, ун пуҫ вӗҫӗнче ахлатса ларать-им амашка?

Куҫарса пулӑш

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ятламас ахлатса илчӗ, ҫапнӑ хул пуҫҫине тепӗр аллипе ярса тытса хутланса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫапла каланӑ хыҫҫӑн вӑл пӗр самантлӑха чарӑнса тӑчӗ, ахлатса сывлӑш ҫавӑрчӗ те татах юрлама пуҫларӗ:

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вӑл ура шыҫҫипе ахлатса выртатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Манехва // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Анне ҫӗр каҫа сурӑхпа аташрӗ, ахлатса сывларӗ.

Куҫарса пулӑш

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Анне пӳрте кӗрсенех ахлатса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Инкексем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫынсем тепре ахлатса ячӗҫ.

Люди так и ахнули…

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Халӑх ахлатса ячӗ.

Толпа гулко ахнула.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӑраса вӑраннӑ Янтул пӗр ӑстрӑм ахлатса урине сӑтӑрса выртать.

Проснувшись от собственного крика, Яндул потер ноющую ногу.

Янтул кам вӑл? // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӗри мӑкӑр-мӑкӑр турӗ те, пӗрлешнӗ ҫӗр те пӗр сас ӑна ахлатса ярса хупласа хучӗ.

Говорил, точнее, что-то мычал один, а сотня голосов вторила ему единым голосом.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех