Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

асӑрхаттарчӗ (тĕпĕ: асӑрхаттар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Фретич ку хутӗнче вӗсене нимӗн пирки те тӗплӗн каламарӗ, ачасене конспирацие ҫирӗп тытма кирли ҫинчен ҫеҫ асӑрхаттарчӗ; хӑй вара, пухӑва никам пӗлмелле мар вӑрттӑн ирттерес тесе, никам пулӑшӑвӗсӗрех ҫине тӑрса хатӗрленчӗ.

Не сообщая на этот раз никаких подробностей, Фретич только обратил внимание ребят на необходимость соблюдения самой строгой конспирации и сам, не прибегая к чьей-либо помощи, занялся подготовкой заседания в полной тайне.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫав вӑхӑтрах Мария Ильинична парӑмҫӑсен айӑпӗпе 200 пин тенкӗ ытла укҫа-тенкӗне парса ҫитерейменнине те асӑрхаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Килӗшӳллӗ кӗтӳре кашкӑр та хӑрушӑ мар... е // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44269-kil-s ... rush-mar-e

— Юрамасть, Иван Михалчӑ, ку суйни пулать, — асӑрхаттарчӗ Виктор Иванович.

Куҫарса пулӑш

Хӳри вӗҫне туй килсен // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 42–45 с.

— Ан тыт, Сергей Захарович, тем курӑпӑр, — асӑрхаттарчӗ зоотехнике председатель, — тем тесен те районран ку: Леонтьев.

Куҫарса пулӑш

Шикли шикленнӗ — кӗрӗкне пӗркеннӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 19–23 с.

Кил хуҫипе арӑмне Казаков ҫапла асӑрхаттарчӗ:

Куҫарса пулӑш

Сӗркӗчленӗ алӑксем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эсир хыҫаларах пырӑр, — асӑрхаттарчӗ матушка.

Куҫарса пулӑш

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тата ҫакна калатӑп: хамӑр пуп патӗнче пулса, унпа мӗн калаҫни ҫинчен хальлӗхе, виҫсӗмӗр пуҫне, никамӑн та пӗлмелле мар, — асӑрхаттарчӗ Озеров.

Куҫарса пулӑш

Уҫӑппа юлташӗсем тата Якку атте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Атту пурсӑмӑр та шыв тӗпӗнче пулатпӑр, — асӑрхаттарчӗ Петр Петрович.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ман пирки тата Тукай мӑрса пирки ан шарла, — асӑрхаттарчӗ Алттыш.

Куҫарса пулӑш

9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫапах мӑрса асӑрхаттарчӗ Али-Акрама.

Куҫарса пулӑш

20. Юхӑма хирӗҫ ишме йывӑр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ыран ан кай, хаджи, — асӑрхаттарчӗ кил хуҫи.

Куҫарса пулӑш

19. Мускав тулашӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл ӑна ҫапла асӑрхаттарчӗ: Юсуф элчӗсемпе тавлашма пит юратать, асту, сыхлан терӗ.

Куҫарса пулӑш

18. Сарайчик хули // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Алӑка ҫаклатнине вӗҫертсе ҫапла асӑрхаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Ӗмӗрлӗх хуйхӑ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Халь вӑл йӑпӑлтатмарӗ, хитре сӑмахсем шырама тӑрӑшмарӗ — хушрӗ, хӑратрӗ, асӑрхаттарчӗ, вӗсенчен ҫирӗп ыйтассине систерсе хучӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пирӗншӗн чи хӑрушши халь — утлӑ ҫар, — асӑрхаттарчӗ вӑл хӑйӗн ратникӗсене.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Усал халь тутарсем, аслӑ князь, усал, — асӑрхаттарчӗ Камай князь.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Йӗркесӗрлӗх сиксе тухсан каҫару ан ыйтӑр вара манран, — асӑрхаттарчӗ воевода.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл хӑйӗн вырӑнне юлакан стрелецки голована та ҫавӑн пек асӑрхаттарчӗ: воеводӑсем хӑйсен сӑмахне каличчен тытса хупнӑ мӑрсасене пӗрне те вӗлерме ан пар терӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Асту, аҫуна ун пек ан вӑрҫтар, — асӑрхаттарчӗ Магмет.

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Вырт, ан хускалнӑ пул! — асӑрхаттарчӗ ӑна пӗр воинӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех