Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

асӑрхануллӑн сăмах пирĕн базăра пур.
асӑрхануллӑн (тĕпĕ: асӑрхануллӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ну, тепӗр хут сывлӑх сунатӑп сана, Полина! — хӑйӗн телейпе тулса тӑкӑнкан куҫӗсемпе хӗрӗн чун-черине ынатлӑн, ӑшпиллӗн «тавӑрчӗ» каччӑ, вара ӑна асӑрхануллӑн алӑ тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр куҫне асӑрхануллӑн тавралла ывӑтса илчӗ, унтан, пур-ҫук хӑюлӑхне карӑнтарса, самана, комсомол никӗсленӗ турра ӗненменлӗх карти урлӑ йывӑррӑн «ура ярса пускаласа», кӗпи тӳмисене вӗҫертсе ячӗ, ют куҫран асӑрханса, кӗпи айӗнчен мӑйран ҫакнӑ пӗчӗк кӗмӗл хӗресне туртса кӑларчӗ, пӑталанӑ Христос барельефне тӗселекелесе ларчӗ, вара хӗресе виҫӗ хут чуп туса илчӗ те виҫӗ хут кӗл тунӑ пек каларӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Каччӑ тулса тӑкӑнасла кӑмӑлпа, анчах пӑртак пӑлхансарах, сывлӑш ҫавӑраймасӑр канӑҫсӑрланса, сылтӑм аллипе савнин пилӗкӗнчен ытла та асӑрхануллӑн, ҫемҫен ҫавӑрса тытрӗ, сарса янӑ тепӗр аллипе хӗрӗн сылтӑм ал лапине хрусталь савӑт-сапана сӗртӗннӗ пек ҫепӗҫҫӗн тӗкӗнтертрӗ, вара мӑшӑр, куҫӗсемпе пӗр-пӗрин чун-чӗрине сар хӗвелпе пиҫсе ирӗлнӗ пылак-пылак ҫӗр ҫырли шерпечӗлле сӑрхӑнса, ытлашши васкамасӑр, хӑй пӗлнӗ пек, асамлӑ авӑра ӳксе, йӑкӑшт та йӑкӑшт, якӑшт та якӑшт «лӗп ҫавра варкӑш» вашкӑрттарма пуҫларӗ, ҫаврӑна-ҫаврӑна, «авӑра-авӑра» кӗҫ-вӗҫ янкӑр тӳпенелле вӗҫсе ҫӗкленменни ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Марине шурӑ хутаҫ ӑшӗнчен сарӑхса кайнӑ хаҫат татӑкӗ кӑларчӗ, ӑна асӑрхануллӑн сирчӗ те — алӑ тупанӗ ҫине йӑлтӑркка пӗчӗк тӳме тухса выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӳме // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 83-84 с.

Имҫам вӑл, асӑрхануллӑн ӗҫлемесен, ыррипе пӗрлех сӑтӑрне ытларах тӑвать.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Ҫуркунне ҫӗр пиҫсенех, ӑна тимлӗн кӑпкалатса йӑрансем туса хатӗрлесен, акмалли йӗрсене яланах асӑрхануллӑн маркерсемпе паллӑ тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Ахтупай ывӑлӗ ҫинчи сӑхмана асӑрхануллӑн хывса илчӗ, икӗ хут кӗпине те ҫурчӗ, суранне туртса ҫыхрӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ывӑл мар, мӑнук вӑл манӑн, — май пур таран ҫемҫен те асӑрхануллӑн хуравларӗ Сарри.

Куҫарса пулӑш

1. Тӗнче хӗсӗр мар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Чармӑпӑр, чармӑпӑр, — йӑпӑлтатас тӗлӗшпе унпа ӑмӑртнӑ пек, Лупин князь та пит асӑрхануллӑн тытрӗ хӑйне хӑнасен умӗнче.

Куҫарса пулӑш

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Куҫ хыҫӗнче служилӑй ҫын ҫеҫ вӑл Алексей Адашев тесе калаҫаканскерсем, куҫ умӗнче воеводӑсем хӑйсене асӑрхануллӑн тытрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Картлашкасем ҫине асӑрхануллӑн пусса, эпӗ Геллерт ятлӑ сӑрт ҫине хӑпаратӑп: 1947 ҫулта кунта Венгрин тӗп хулишӗн пынӑ ҫапӑҫусенче пуҫне хунӑ 80 пин совет салтакне асӑнса палӑк лартнӑ.

Осторожно ступая по крутым ступенькам, я поднимаюсь на гору Геллерт: в 1947 г. здесь был установлен памятник 80 тысячам советских воинов, павших в боях за столицу Венгрии.

Венгрсен манӑҫӑвӗ // Хыпар. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 10 с.

Турат ҫинче лӗп ҫил ташларӗ, Хӗре хӗвелӗн пайӑрки Асӑрхануллӑн ачашларӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Мускава пӗрремӗш хут килнӗ мӑрсасем ҫӳллӗ пӳ-силлӗ Тукайпа Акпарс хыҫҫӑн хӑюсӑррӑн, енчен енне асӑрхануллӑн пӑхкаласа утса пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫемҫе юр ҫийӗн асӑрхануллӑн пускаласа вӑл лаша урине тасатса тӑракан Северьян умне пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Ҫураҫнӑ хӗр // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ман пирки ним те шарламасть-и? — асӑрхануллӑн ыйтрӗ Ахтупай.

Куҫарса пулӑш

2. Тунсӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗсем хӑйсене хӑваласа кӑларасран шикленнӗ пек асӑрхануллӑн пӑхкаласа мечетре мӗн пулса иртессине кӗтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10. Тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Мускав элчи ман пирки нимӗн те шарламарӗ-и? — асӑрхануллӑн ыйтрӗ вӑл кил хуҫинчен.

Куҫарса пулӑш

7. Икӗ элчӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫапла хавассӑн калаҫрӗ пулин те, хӑй ун патне тӑлӑп йӑтса пыракан мӑрса ҫине асӑрхануллӑн пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Сарыев мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Совет влаҫне хирӗҫ тапранман-и Шӑрт Кавӗрлисемпе пӗрле? — асӑрхануллӑн ыйтрӗ Павлуш.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пӳртрен кушак пек ҫӑмӑллӑн та асӑрхануллӑн пускаласа Урасмет тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

20. Кӗске пушӑ хытӑ ҫапать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех