Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

асамлӑ сăмах пирĕн базăра пур.
асамлӑ (тĕпĕ: асамлӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Куккук — православи тӗнӗпе темиҫе ӗмӗр пурӑнакан, анчах та авалхи йӑла-йӗркене манман чӑвашсемшӗн асамлӑ кайӑк.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫак асамлӑ самантра аякран-аякран ҫывхарса килекен канӑҫсӑр сасӑ илтӗнме пуҫларӗ — кӗтӳ тапӑра васкать тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Анчах кӗпер ҫывӑхӗнче хӑрушӑ, темле асамлӑ ӗҫсем пулса иртеҫҫӗ тет.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Ирхи кӑвак шуҫӑм ерипен кӑна сенкерленсе ҫуталчӗ те хӗрелсе тухакан хӗвел умӗнчен каҫхи асамлӑ чатӑрне сирсе пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Ҫук, чунпа юна кӗрсе вырнаҫнӑ асамлӑ туйӑм виличчен те манӑҫмасть иккен.

Куҫарса пулӑш

Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.

Ҫав самантрах Эсекелпе Шывачине темле асамлӑ вӑй ҫӗр ҫине ҫӗклесе хӑпартрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Ҫавна пула Ӗмӗрпин асамлӑ пулӑшаканӗсем ӑна паянхи тискер, сӑн-сӑпатсӑр, хӑрушӑ Шывхуҫине ҫавӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Темле асамлӑ вӑй систернипе ҫеҫ кӳлӗрен тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Ҫавӑн пек асамлӑ вырӑн ку таврара урӑх ҫук.

Куҫарса пулӑш

1 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Кӳлӗ ҫийӗнче чуна пырса тивекен асамлӑ кӗвӗ янӑраса тӑрать, юрлаканӗсем ӑҫта-ши, камсем-ши?

Куҫарса пулӑш

Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.

Авалхи субарсем пире виҫӗ асамлӑ япала ярса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Чул вӑрттӑнлӑхӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

— Темле тӗнче йывӑҫҫи пирки сӑмах пур кунта, — каллех Ванюк куҫӗ умне сиксе тухать алчӑртатса тӑракан асамлӑ йывӑҫ.

Куҫарса пулӑш

Чул вӑрттӑнлӑхӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Куҫ умӗнче темле асамлӑ кустӑрма ҫаврӑнать тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Чӑнласах хӑраҫҫӗ пулас, пӗр сас кӑлармасӑр, шиклӗн кӑна ура пускаласа утса пычӗҫ ҫамрӑксем ҫав асамлӑ вырӑн патне.

Куҫарса пулӑш

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ӗҫӗччӗ ҫапла асамлӑ куҫ вӑйне каччӑ, тӗпсӗр ҫӑл куҫри таса та техӗмлӗ шыва ӗҫнӗ пек ӗҫӗччӗ…

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Каҫхи шӑплӑхра ку кулӑ тӗлӗнмелле асамлӑ илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Асамлӑ шывӗ пуҫӗнчен пуҫласа куҫа шартаракан шурӑ-шӑрӑ ури патнех йӑпӑртаттарса чупса анать те сасартӑках йӗп чиксен те куҫ курман тӗттӗм мӗлке ӑшӗнче ҫухалать.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫав асамлӑ вӑрттӑнлӑх темле майпа унта пурӑнакансен чун-кӑмӑлне те шутсӑр хускататчӗ.

Но из-за него дом был словно заколдован:

XXIV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Санӑн утту вара асамлӑ хӑвачӗпе ҫӗр хӑвӑлӗнчен туртса кӑларӗччӗ; вӑл хӑйӗн ҫепӗҫ кӗвви-ҫеммипе илӗртет.

Но твоя походка позовет меня, точно музыка, и я выйду из своего убежища.

XXI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Ҫак вӗҫсӗр-хӗрсӗр хусканура тӗлӗнмелле асамлӑ илӗртӳлӗх палӑрнӑ.

Да, это было блистательно.

XVI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех