Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

антарса (тĕпĕ: антар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл пусма ҫинчен аннине курса, Турунов, монтажниксене пӗрехмай васкатаканскер, пӗрехмай кускаласа ҫӳрекенскер, Григориу килсе ҫитнине курса, пушшех те вӗриленсе-тарӑхса кайнӑскер, ӗнтӗ сывлӑшра сулланакан панеле «пукансем» ҫине антарса лартма хушать.

Куҫарса пулӑш

XXXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Таранов йӗмне кӑшт антарса сестра еннелле ҫурӑмпа ҫаврӑнчӗ:

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Яшкине те пире хӑех антарса пачӗ, ман ума ыттисенчен илемлӗрех кӑвак хӗрриллӗ турилккепе лартнӑ пек туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Вӑл, кӗрен хӑю ярса илемлетнӗ вӑрӑм ҫивӗтне лӑст та лӑст силлентерсе ҫӑмӑллӑн ярӑнса утаканскер, сӗтел ҫине пӑсланакан купӑста яшки антарса лартрӗ, тӗпсакайӗнчен сӑра ӑсса тухрӗ, хӑйӗн пит ҫӑмартийӗ пекех хӗрлӗ помидорсене турилкке ҫине каса-каса хучӗ, вӗсене хӑйма сапса тутлантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Столовӑй умӗнче сехете яхӑн тӑнӑ хыҫҫӑн пӗр кивӗ грузовик тупӑнчӗ те Ирҫекассине каяканскер, Герасим Федотовича вӑрман хыҫӗнчи уйра антарса хӑварчӗ…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Пырта чӑмӑркка ларать, ҫӑтать-ҫӑтать ӑна Изамбаев, анчах антарса яраймасть.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Пӗчӗк самолет Альбинӑпа Илюша тепӗр сехетрен хӑйсен таврашӗнчи аэродрома антарса хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Павӑл ӑна итлемерӗ — сӗтел ҫине икӗ турилкке яшка антарса лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Вӑл сӗтел ҫине ҫӑмартапа сухан ярса пӗҫернӗ тутлӑ хуран кукли антарса лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унтан карттуса шыва антарса тытса тӑчӗ, пулӑсем лекессе кӗтрӗ — каллех ӗҫ ӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Амӑшӗ пурне те ҫӑмах яшки антарса пачӗ, ҫул ҫине тухас умӗн лайӑх ҫиме хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Тутрисене вӗсем ҫамка ҫине антарса ҫыхаҫҫӗ, тумӗ — ялти чухӑн майра тумӗ.

Куҫарса пулӑш

Минюк // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пӗчӗк тӑм тирӗкпе яшка антарса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑрала // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Аппа кушака чашӑк патне ҫӗклесе пырса ҫӗр ҫине антарса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

— Станцӑран эпӗ ӑна йӑтсах тухрӑм, унтан ҫӗр ҫине антарса ятӑм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ҫыранран пӗр-ик утӑм шаларах шыва кӗрсен, анчӑка Атӑлӑн хӑйӑрлӑ тӗпӗ ҫине антарса тӑратрӑм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Эпӗ анчӑка тротуар ҫине антарса тӑратрӑм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ыйтнине тивӗҫтерсе, шофер мана Атӑл ҫывӑхнерехри автобуссем чарӑнакан вырӑна антарса хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Анчах шӑлӗсем ниепле те ҫурма чӗрӗ, ҫав-ҫавах пӗҫерекен ҫимӗҫе ҫителӗклӗн чӑмласа ватма, «пӑтӑлантарса» вӗтетме ӗлкӗреймерӗҫ — выҫӑ хырӑм чӑтӑмлӑхӗ шартах татӑлса кайнипе карланки ӑна янкӑлт кӑна сиктерсе антарса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӗрине антарса килем-ха.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех